Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Питомник туристсене кĕтет

Питомник туристсене кĕтет

Пĕтĕм тĕнчери туризм кунне 150 ытла çĕршывра паллă тăваççĕ. Çак кун çул çÿревçĕсен уявĕ те. Çавăнпа та ытла инçе тухса çÿреймесен те хамăр тăрăхри паллă вырăнсемпе паллашмаллах.

Районта пурăнакан Лаш Таяпари акар йыттисен питомникĕ çинчех илтнех ĕнтĕ. Çапах та унта кашнийĕшĕ çитсе курайманах. Малашне ял çынни пахчари кулленхи ĕçсенчен пушанса пырать, апла пулсан турист пулса, вăхăт çитерсе унта çитсе килме пулатех. Çемьепе те, коллективпа та, тус-юлташсемпе те курса интересленмелли, пĕрле хаваслă канмалли районти чи чаплă та хăтлă кĕтес вăл – «Кашкăр йăви» хăна çурчĕ.

Туристсене Лаш Таяпа ялĕн хĕрринче вырнаçнă акар йыттисен питомникне шыраса тупма йывăрах мар. Асфальтлă çул хĕрринчех ăна йĕрпех ÿкерсе палăртса кăтартса хунăран часах çитетĕн кирлĕ çĕре. Вырăна çитсессĕнех сылтăм енче ачасене канмалли, вылямалли площадка ăсталанă, часавай туса лартнă. Территори илемлĕ, хăйне евĕр, ялти чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри. Хитре эрешленĕ хапха тăрринче этем тусĕсене ÿкерсе хунă. Пĕчĕк хапхаран кĕрсессĕнех куç-пуç алчăраса каять: экскурсие ăçтан тытăнмалла; Питомник ертÿçи Леонид Князев вара, темле ĕçлĕ пулсассăн та, туристсене ялан хапăлскер – упа, кашкăр… йăви пирки тĕплĕн каласа, ăнлантарса парать, кăтартса çÿрет.

18 çул каялла йĕркеленĕ акар йыттисен питомникне. Ăна Чăваш Енре кăна мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унта кÿршĕллĕ республикăсемпе облаçсенчи туристсем тăтăшах килсе çÿреççĕ. Ют çĕршыв çыннисене те чăваш ялĕнчи питомник кăсăклантарать. Кунта акар йыттисемсĕр пуçне ытти чĕр чун та пур. Кашкăрсемпе çурисем, лашасемпе хир сыснисем, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк… Пурăна киле зоопарк йĕркелес шухăш та пур.

«Кашкăр йăви» ытти хăна çурчĕсенчен хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Кунта инçетрен килнĕ сунарçăсене канма, ухутана çÿреме мĕнпур услови туса панă. Туристсем йышлă килнĕрен хальхи вăхăтра шăпах кану пÿлĕмĕсем ăсталас енĕпе хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Çулла хăнасем çут çанталăк илемĕпе киленсе кÿлĕ хĕрринче кăвайт чĕртсе вĕри шÿрпе, шашлăк пĕçерме пултараççĕ. Кăштах сивĕтсенех хăна çуртĕнче вырăс кăмакипе, газ плитипе усă кураççĕ. Пÿлĕмсенчи стенасем çинче тĕрлĕ чĕр чун ÿкерчĕкĕсем. Ухутана кайса килнĕ хыççăн çăвăнма мунча та пур. Чăваш мунчине яланах хапăл хăнасем.

Хăна çуртне кĕричченех стена çинче темĕн тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, чĕр чун кÿлеписемпе те паллашма майсем пур. Çавăн пекех курма пынисене этнографи кĕтесĕ тыткăна илет. Кунтах вĕри чей ĕçмелли вăрăм сĕтелпе саксем вырнаçтарнă. Тăван ен культурипе, чăвашсен авалхи ĕçĕ-хĕлĕпе, савăт-сапипе, тумĕсемпе кăсăклантаракан кĕтесри экспонатсене тепĕр музейре те кураймăн.

Леонид Князев хăйĕн ĕçне çав тери килĕштерет, уншăн чунне парать. Ÿркенменскер ăста сунарçă кăна мар, аслă пĕлÿллĕ биолог та, экскурсовод та. Кунти кашни япала çывăх уншăн. Пурин çинчен те нумай вăхăт каласа пама пултарать. Тăван ене, çут çанталăкпа чĕр чунсене юратаканскер çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе пурăнать, тăтăшах çĕнĕлĕхсем шырать, патшалăх ял туризмне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрасса кĕтет.

Хăйĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ питомникре Л.Князев пĕчченех тăрăшать. Паллах, ăна юлташĕсемпе ял çыннисем пулăшу аллине тăсаççĕ-ха. Çапах та çут çанталăк тусне шухăшланисене пурнăçа кĕртме çăмăлах мар. Ырă кăмăллă çынсене, волонтерсене хапăл тусах кĕтет вăл. Акă пĕлтĕр Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем йывăçсем лартма пулăшнă. Кунта вун-вун тĕрлĕ йывăç-тĕм ÿсет.

Питомникре тĕрлĕ шайри ăмăртусем иртеççĕ. Октябрĕн 3-мĕшĕнче Леонид Васильевич черетлĕ курав йĕркелет. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи сунарçăсем, çут çанталăк тусĕсем килме планланă. Тăван ен культурине, йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн тимлекен, пурăна киле акар йыттисен питомникĕ ялти чăн-чăн турист вырăнĕ пулса тăрасса ĕненекен Леонид Князев куравсене килсе курма йыхравлать.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Л.Князев тусĕсемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code