Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей премьер-министрĕ – Чăваш Енре

Раççей премьер-министрĕ – Чăваш Енре

Юнкун Чăваш Енре Раççей премьер-министрĕ Михаил Мишустин ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Правительство Пуçлăхĕ Шупашкарти икĕ предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă: малтан «Техмашхолдинг» компанисен ушкăнне кĕрекен «Текстильмаш» предприятие çитсе курнă, унтан «Ростех» патшалăх корпорацийĕн «Технодинамика» холдингăн «В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционер обществин ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Мероприятисене çавăн пекех Раççей промышленноçпа суту-илÿ, финанс министрĕсем Денис Мантуровпа Антон Силуанов хутшăннă.

Çавăн пекех Михаил Мишустин Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулу ирттернĕ. Вăл республикăн çĕнĕ ертÿлĕхĕ кĕске вăхăтра регион аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрлеме ĕлкĕрнине пысăка хурса хакланă, халăх шанăçĕ – иртнĕ суйлавра сасăсен 75 ытла процентне пухни – Олег Николаева умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшасса шаннине палăртнă.

Премьер-министр Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине мĕнле пурнăçланипе кăсăкланнă. Олег Николаев регион Раççей Правительстви енчен кÿрекен пысăк пулăшăва туйнине палăртнă май çакăншăн тав тунă. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен уйăрма палăртнă укçан пĕр пайне илнине пĕлтернĕ, унпа мĕнле усă курассине паллаштарнă. Укçа чи малтанах предпринимательлĕхе пулăшма кайĕ, çакă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парĕ. Малашнехи тĕллевсен шутĕнче вара – çĕнĕ технопарксем тăвасси, вĕсем экономикăна вăй пама тивĕç. Тата – инфратытăм проекчĕсене пурнăçласси.

Çапла вара, Олег Алексеевич шучĕпе, Чăваш Республикин çитес 5 çуллăх сăнарĕ уçăмлă, кашни çул пурнăçламалли ĕçсем паллă – çанна тавăрса ĕçлемелли кăна юлать.

Михаил Мишустин Олег Николаева палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе ăнăçу сунса юнкунах Шупашкарпа сыв пуллашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code