Четверг, Октябрь 22, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Руль умĕнче – 42 çул

Руль умĕнче – 42 çул

Водитель тÿсĕмлĕ, тимлĕ, пысăк теветкеллĕ çынсен профессийĕ.

Аслă Елчĕкре пурăнакан Геннадий Молоствов 42 çул ытла руль умĕнче. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă ĕçчен маларах районти «Сельхозхими» предприятинче ЗИЛ, КАМАЗ автомашинăсен водителĕнче тăрăшнă, унтан – тăван Ленин ячĕллĕ хуçалăхра. Хальхи вăхăтра 2-мĕш çул Елчĕкри вăтам шкулта автобус водителĕнче вăй хурать. Геннадий Иванович дисциплинăна çирĕп пăхăнакан, шаннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ĕçчен пулнипе палăрса тăрать, хăйне шанса панă автомашинăна тирпейлĕ тытать.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Геннадий Молоствов ĕç вăхăтĕнче.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code