Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырăлăх тапса тăрать ун чĕринче

Ырăлăх тапса тăрать ун чĕринче

Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуян çынсем пурнăçа ырă варкăш кĕртеççĕ. Сăпайлăх, тараватлăх, илемлĕх туйăмĕсене хăйсен витĕр сăрхăнтарса кăларса юнашартисене лăпкăлăх парнелеççĕ вĕсем.

Шăмалак ялĕнче пурăнакан Зоя Кулакова – «Елчĕк ен» хаçатăн çывăх тусĕ. Хăйĕн пысăках мар калавĕсемпе тата сăввисемпе вăл вулакана тыткăнлама ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Хĕрарăм чунĕпе черчен. Çут çанталăка питĕ юратать хăй. Пушă вăхăтра çывăхри вăрмана кăмпа-çырла, сиплĕ чечек-курăк пуçтарма çÿренине хыпарлать. Çавна май хăйĕн çут çанталăкри сăнавĕсем пирки сăвăсем, статьясем хайласа вулакана та паллаштарать. Кăçал Зоя Даниловна хăйĕн сăввисене пухса «Ырă чун – ĕмĕре» ятпа кĕнеке кăларма пултарчĕ. Çак кунсенче ялти библиотека ертÿçи Венера Усанова йĕркеленипе З.Кулакова хăйĕн çывăх тус-тантăшĕсене, ял-йыша пухса кĕнекен презентацине ирттерчĕ.

Кĕнеке хаклавĕ уçă сывлăшра – ял çумĕнчи вăрман хĕрринче иртнĕрен чун-чĕрешĕн чăн-чăн пысăк уяв пулса тăчĕ, кăмăллăн канма май пачĕ. Унта ялти ветеран-пенсионерсенчен йĕркеленнĕ «Мерчен» фольклор ушкăнĕ, Шăмалак шкулĕн директорĕн çумĕ Светлана Яковлева, «Елчĕк ен» хаçат ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Кĕнекене тишкернĕ май хаклава пуçтарăннă çынсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен кăмăлне кайнă кĕнекери сăвăсене вулама тăрăшрĕç.

Мĕн куратпăр тата туятпăр эпир автор сăввисене вуланă май; Асăрханса та васкамасăр, ытарлăн шалти таса чунне уçать хĕрарăм сăвă йĕркисем урлă. Кашни йĕркере – тарăн шухăш. Çут çанталăка, йывăç-курăка, çыннăн шалти туйăмне сăнарлать, ырăлăх умĕнче пуç таять, усала питлет, чыслăхпа типтерлĕхе çамрăкран упрама пиллет… Кĕнекери чи малтанхи сăвă «Чыс-мухтав салтака» ятпа тăрать. Ăна вăл хăйĕн ывăлне – Афган вăрçине хутшăннă Станислав Сидорова халалланă. Сăвва вуланă май амăшĕн чунĕ, шалти пăшăрханăвĕ куç умне яр уççăн тухса тăрать, сăмахсем чуна çÿçентереççĕ. Çавна май унпа пĕрле вулакан та пăшăрханать:

«Сивĕ çилĕ шавларĕ
Афган тăвĕ çинче,
Каччă шав шухăшларĕ
Тăван çĕрĕ çинчен.
Сивĕ вăрçă кĕрлевĕ…
Таврара çÿл тусем.
Тунсăхлать унăн чунĕ,
Ах, ялта ĕмĕтсем!
Ашшĕ-амăшĕн пилĕ
Ăшăтать салтака.
Шав вулать амăш кĕлĕ:
«Эсĕ, Турă, упра!…».

Çак йĕркесем те чĕрене тарăннăн кĕрсе лараççĕ: «Пĕчченлĕх, кичемлĕх кăшлаççĕ чуна,

Ытла йывăр хуйхă
хуçать кăмăла.
Ачам, каçарсам,
упраймарăм сана,
Шăпа çапларах,
айăплас халь кама?».

– Çак яла качча килсе библиотекăра ĕçлеме пуçласан кĕнеке вулама юратакан Зоя аппана тата унăн мăшăрне Анатолий тетене тÿрех асăрхарăм. Пултаруллă мăшăр ял шайĕнчи, районти конкурссене те хастар хутшăнатчĕ. Толя тете балалайкăпа, купăспа ăста вылятчĕ, Зоя аппа вара шăнкăрав пек уçă сассипе юрăсем шăрататчĕ. Пĕринче çак пултаруллă мăшăр пирки ÿкернĕ передачăна телевиденипе курма та тÿр килчĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, Кулаковсемсĕр ялта сахал мероприяти иртетчĕ: Çĕнĕ çул тата ытти уявсенче те хастарччĕ, спектакльсенче ăста вылятчĕç, – аса илет ялти вулавăш ертÿçи В.Усанова.

– Зоя аппа маншăн анне вырăнне юлчĕ. Ĕçе кайнă тата ĕçрен килнĕ чух кĕтсе илсе ăсатса ярать вăл мана, «Хĕрĕм», – тесе ăшшăн пуплесе чуна йăпатать, пурăнма вăй-хал хушать. Аннене çухатсан лăплантарса кăмăлăма пусараканни те вăлах пулчĕ пурнăçра, – калаçăва хутшăнать С.Яковлева.

Вăл палăртнă тăрăх, хĕрарăм шкулта та ялан кĕтнĕ хăна. Ачасемпе иртекен тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнса хăйĕн сăввисемпе паллаштарать. Унăн хайлавĕсенче çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пултаракан шухăш нумай. Çак тĕслĕхсем Зоя аппа мĕн тери ырă та сăпайлă, çынна ăнланма тата пулăшма пултаракан çын пулнине яр уççăн кăтартса пачĕç.

«Хăçан пуçланă-ха эсĕ сăвăсем çырма?» – ыйту çине вара Зоя Даниловна çапларах хурав пачĕ:

– Сăвăсене эпĕ çамрăкрах чухне те çырнă-ха, çапах та хаçатсенче пичетленмен. Мăшăрăма тата ывăлăма çухатсан пĕчченлĕхе путас мар, пурнăç хавалне çухатас мар тесе çырма пуçларăм каллех.

Зоя аппа ячĕпе уява пуçтарăннă кашни çын ăшă сăмах каларĕ. Чун-чĕрипе ырă, çепĕç хĕрарăм хăйĕн сăввисемпе ыттисене те вăй-халпа пурăнма хавхалантарать. Обществăлла ĕçре хастар, ялта иртекен культура мероприятийĕсенче те хăйĕн сăввисене вуласа парать. Район шайĕнче йĕркеленекен сăвăсен конкурсĕсене те хутшăнать вăл, малти вырăнсене тивĕçет.

Зоя Даниловна Кулакова 1941 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче Шăмалак ялĕнче çуралнă, кунтах пурăнать. Эпир, хаçат ĕçченĕсем, ăна çĕнĕрен те çĕнĕ сăвăсем çырма ырлăх-сывлăх тата çитĕнÿсем сунатпăр.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Зоя Кулакова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code