Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Мĕнле чир вăл – остеопороз?

Мĕнле чир вăл – остеопороз?

Çак ыйту çине хуравлама эпир Республикăри ветерансен госпиталĕнчи эндокринологи уйрăмĕн ертÿçинчен Татьяна Якимовăран ыйтрăмăр.

– Остеопороз – шăмă тытăмĕн чирĕ. Ăна пула шăмăсем çирĕплĕхне çухатаççĕ, çăмăллăнах хуçăлма пултараççĕ. Урăхла каласан, ку чир шăмăсен çирĕплĕхĕпе тытăмне йĕркелеме кальци сахаллине пĕлтерет. Шăмă масси систермесĕр чакса пырать. Çиелтен пăхсан вăл йĕркеллех пек, анчах шалта шăтăкланнипе патракланать, унăн тытăмĕ палăрмасăр пăсăлать, йывăрăшĕ сисĕнмесĕр чакса пырать. Мелсĕр ÿксен шăмă çăмăллăнах хуçăлма пултарать.

Пурнăç тăршшĕпе шăмă ялан арканать, унтан каллех çĕнелет, ку питĕ шайлашуллă пулса пырать, анчах ватлăхра аркану çĕнелнинчен хăвăртрах пулса пырать, чир аталанать. Ку чире «вăрттăн вĕлерекен» те теççĕ. Остеопороз чухне шăмă та, сыпă та ыратмасть. Нумайăшĕ чир пирки шăмă хуçăлсан кăна пĕлет. Уйрăмах пĕçĕ мăкăрăлчăкĕ /шейка бедра/ хуçăлни хăрушă.

– Татьяна Васильевна, остеопороз чирĕ мĕне пула аталанса кайма пултарать-ха?

– Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Тĕрлĕ чир-чĕре, çав шутра эндокрин тытăмĕпе çыхăннă чирсене пула, организмри гормонсен шайлашăвĕ пăсăлнипе шăмă вăйсăрланма, патракланма пултарать. Хĕрарăмсен çулсем иртсен ар гормонĕсен шайĕ чакать, эстрогенсен çитменлĕхĕ вара остеопороза аталанма витĕм кÿрет. Чылай вăхăт хускалмасан е ревматизм, шала кайнă пÿре чирĕсене пула, тĕрлĕ эмеле, уйрăмах гармонсене, нумай вăхăт ĕçни те остеопороза аталанма май парать.

Чирлес хăрушлăх кашнинех пур. Ку тĕпрен илсен йăх туртăмĕнчен те килет. Çын хăй ĕмĕрĕн тĕрлĕ яваплă тапхăрĕнче – ача чухне, каярахпа, хĕрарăм ача кĕтнĕ тапхăрта, кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра мĕнлерех апатланнинчен, мĕнлерех пурнăç йĕркине тытса пынинчен те килет.

Унччен ку чир ытларах аслăрах ÿсĕмри çынсене аптăратать тесе шутланă пулсан, юлашки вăхăтра чир çамрăкланса пынине, 30 çултан иртнĕ çынсен те тĕл пулнине палăртаççĕ. Кунта сахал хускални, тĕрĕс мар апатланни, ытларах çурмафабрикатсем çини сиенлĕ витĕм кÿреççĕ. Ытла ир пирус туртма пуçлани, эрех-сăра, çăра чейпе кофе нумай ĕçни пĕçĕ шăмми хуçăлас хăрушлăха ÿстерет. Организмра кальципе Д витамин çитменни, çавăн пекех кĕлетке виçи 58 кг сахалрах пулни, сахал хускални те шăмă патракланнин сăлтавĕсем пулма пултараççĕ.

– Çак чир аталаннине мĕнле паллăсем тăрăх пĕлме пулать-ха?

– Вăл аталаннине кăтартакан паллăсем малтанхи тапхăрсенче çук темелле. Нумайăшĕ хăйсен шăмă виçи чакса пынине, пĕкĕрĕлсе çÿреме тытăннине асăрхасшăн мар. Çавăнпа ку чир сарăлнине шăппăн иртекен эпидеми теççĕ. Пĕртен-пĕр паллă — çын тăрсан е ларсан çурăм шăмми ыратнине туйма пултарать.

Чир аталаннине асăрхас тесен çÿçе, шăлсене тимлĕрех пăхма сĕнеççĕ. Чĕрнесем хуçăлни, шăлсем хĕррипе витĕр курăннă пек туйăнни, çÿç икĕ вĕçленни, татăлни – остеопороз пуçланма пултарасса систереççĕ. Хушăран ура туртса лартни те кальци çителĕксĕррине кăтартать.Çын утнă чухне те унчченхи пек çăмăллăн пыраймасть, ураран урана йывăррăн ярса пусать. Çурăм шăмми кукăрăлма тытăнать. Сĕтел хушшинче вăрах ларса ĕçлесен хул калакки хушшинче ыратма пуçлать.

Остеопороз çурăм шăммине пысăк витĕм кÿрет, унти улшăнусене пула этем çÿллĕшĕ чакать, кукăрăлать, çурăм çинче курпун тухать, хырăм малалла тухса тăма пуçлать.

– Татьяна Васильевна, остеопорозран сыхланас тесен шăмăсен пахалăхне мĕнле майпа лайăхлатма пулать-ши?

– Малтанах çакна палăртмалла: этем 20-25 çула çитиччен шăмă йывăрăшне ÿстерсе пырать. 45-50 çултан унăн йывăрăшне çухатма пуçлать. 65 çултан иртнĕ кашни çыннăнах шăмă хуçас хăрушлăх пур. 25 çул тĕлне шăмăсем мĕн чухлĕ çирĕпрех пулаççĕ – кайран, 50 çул хыççăн çавăн чухлĕ аванрах пулĕ. Шăмăсем çирĕплĕхне, пахалăхне лайăхлатас тесе кальципе пуян тата Д витаминлă апат-çимĕç ытларах çиме тăрăшмалла. Кальци ытларах сĕт çимĕçĕсенче, типĕтнĕ улма-çырлара, пулă консервисенче. Белокпа пуян аш-какай, пулă, çăмарта çителĕклĕ çимелле, кăнтăрла уçă сывлăшра çÿремелле. Тепĕр лайăх профилактика – çуран утни, кунне 8 çухрăм таран çÿремелле.

– Мĕнле сăлтавсем шăмă чирне аталанма пулăшса пыраççĕ?

– Çакна асра тытмалла: кальцие йышăнма пулăшакан çимĕçсем кăна мар, ăна йышăнма чакаракан тата организмран кăларакан çимĕçсем те пур. Вĕсем – сахăр, кофе, чей, тулă çăнăхĕнчен хатĕрленĕ тата рафинадланă çимĕçсем. Çăра чейри, уйрăмах кофери кофеин кальцие пыршăлăхран йышăнма памаççĕ. Ытлашши тăварлă çимĕçсем те кальцие организмран шăкпа хăваласа кăлараççĕ. Кăлпасси, сосиски, паштет кальцие йышăнма чăрмантараççĕ. Шурă çăкăр сахалрах çимелле.

Пĕр сăмахпа каласан, шăмăсене çамрăкран упрамалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code