Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăн-чăн арçын çемье илемĕ…

Чăн-чăн арçын çемье илемĕ…

Кĕрхи кун хăйĕн ытарлăхĕпе пуян: ĕнер кунĕпе пĕр чарăнмасăр çумăр лÿшкерĕ, каçхине çурçĕр енчен вĕрекен сивĕ çилĕ йывăçсем çинчен тăкăнса пĕтеймен хĕрлĕ, сарă çулçăсене çĕр çине пĕр шелсĕр сапаларĕ, ирхине вара тăм ÿкрĕ, пĕчĕк кÿленчĕкри шыв шăнчĕ… Юпа уйăхĕнчен ял кĕтĕвĕ улăха çÿреме пăрахрĕ – иккĕмĕш çул ÿркенмен ял халăхĕн выльăхĕсемшĕн тăрăшуллă та харсăр Кедровсен çемйи сыхă тăчĕ – çавăнпа çăвĕпе ĕнине хирĕç тухакан Михаил Карсаков кĕпер еннелле мар, аслă çул хĕрринелле утрĕ. Çĕр шăнтичченех шоссе хĕррине ĕнине çитерме çÿрет вăл. Уçă сывлăшпа киленсе çуран утма кăмăлланăран килте ахаль лараймасть.

Çывăхра ял масарĕ. Роза мăшăрĕ пилĕк çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕнĕренпе Миша тете куллен унта васкамасăр утать. 57 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă хаклă çынран уйрăлма çăмăл пулмарĕ арçынна. Ăшĕ вут хунă пек хыпса çуннăран вилтăрпи умĕнче савнă çыннипе калаçрĕ, хăйĕн чун-чĕринчи ырă шухăшĕсене, ачисем мĕнле ĕçлесе-пурăнни çинчен пĕлтерчĕ…

Кĕтмен-çĕртен йăтăнса аннă усал чирĕ наччасрах çапса хуçрĕ илемлĕ те харсăр мăшăрне, кил вучахне типтерлĕ упракана. Хăй час-часах чирлесе тăнăран арăмне тăруках çухатасса кĕтменччĕ арçын. Тăварлă куççулĕнчен вăтанмасăр масар çинчен тухрĕ те тĕрев вырăнне усă куракан патакĕ çине таянса йĕри-таврана сăнарĕ. Çывăх кунсенче 85 çул тултаракан Михаил Деомидович ял енне ăшшăн куç ывăтрĕ. Çуралса ÿснĕ хаклă енĕм, савнă Акчелĕм! Кунти кашни кĕтес хаклă, паллă. Çарран чупнă Кĕпер касси!

Унтан вăл масар çумĕнчи хырсемпе чăрăшсем, пилешсем патнелле утрĕ. Епле илемлĕн çÿлелле кармашнă йывăçсем. Вĕсене чылайăшне хăй аллипе лартса ÿстерчĕ вăл. Пурăна киле пĕчĕк вăрманах çаврăнĕ. Хăй вăхăтĕнче çут çанталăк тусĕн пуçарулăхĕпе хавхаланнă шкул ачисем те ырă ĕçе унпа пĕрле активлă хутшăннăччĕ. Халĕ техĕмлĕ шăршăллă йывăçсен сиплĕхне кунта уçăлса çÿрекен кашни çын туять. Кĕр кунĕсенче кăмпа пуçтаракан та сахаллăн мар.

Паян та ял пурнăçĕнчен аякра тăмасть ĕмĕр тăршшĕпе обществăлла ĕçрен пăрăнман ватă. Чылай çул старостăра вăй хунăскер кĕпере юсамалла-и е масар картине çĕнетмелле… аллине инструмент тытнă та çамрăксене ертсе унта та кунта тирпей-илем кĕртме васканă. Кăçал та клуб çумĕнчи паркра спорт площадки йĕркеленĕ çĕрте Михаил Деомидович çамрăксене вĕрентсе, канаш парса тăчĕ. «Ватти пур та латти пур», – тени тĕрĕсех. Строительство ĕçне çын каланипе мар, кашни япалана хăй аллипе тытса пурнăçланăран пурне те лайăх пĕлет ăста.

Михаил Карсаков ял-йыш хисепне пурнăç сукмакĕпе ырă та пархатарлă, çирĕппĕн утса пынипе çĕнсе илнĕ. Шкулта нумай вĕренме тÿр килменрен йышлă çемьере çитĕннĕ йĕкĕт пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхнĕ.Салтак аттине шăпах Венгринчи хирĕç тăру вăхăтĕнче тăхăннă. Унтан Елчĕкри крахмал заводра слесарьте, каярахпа арманçăра тăрăшнă. Пенсие тухсан та пĕр кун та алă усса ларман. Килте кăштăртатни çеç çителĕксĕр, кашни ачи патне пулăшма васкать.

Çемьере кĕçĕнни пулнăран тĕп килĕн вучахне сÿнтерес мар тесе ăнтăлнă вăл. Хăй пекех тăрăшуллă Ĕнел хĕрĕпе больницăра выртнă чухне паллашнă та 1958 çулта çемье çавăрнă. Роза Панфиловна хĕр чухне фермăра, каярахпа, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, тăван колхозра вăй хунă. Ывăлĕпе хĕрĕсем çулла амăшĕ çумĕнче çум çумланă, ашшĕ пуртă-пăчкăпа аппаланнă вăхăтра ун çумĕнче тăрмашнă. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçтарнă, хĕрĕсене ал ĕçне вĕрентнĕ. Тĕрĕ тĕрлес енĕпе вĕсен хĕрĕсене çитекенсем сахаллăн пулнă вăхăтĕнче.

Карсаковсем пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Алевтина ывăлĕн çемйипе Сочире пурăнать, ыттисем – Юрий, Виктор, Вячеслав, Галя тăван ялтах тĕпленнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисем инçете саланманшăн, ялтах кермен пек çуртсем лартса ача-пăча ÿстернĕшĕн питĕ хĕпĕртенĕ. Аслисене пурне те тĕп килтен уйрăлса тухма пулăшнă Миша тетепе Роза аппа. Кашнийĕн кил-çуртĕнче ашшĕн çаврăнăçуллă, ăста алли курăнать. Ыттисем пек çурт-хуралтăсене платниксене тытса укçалла ĕçлеттермен Карсаковсем, ашшĕ ертсе пынипе пурте пĕрле кар тăрса пĕрин хыççăн теприне çĕкленĕ. Пысăк ĕçсене вĕçлесен йышлă тăван хаваслăн савăннă. Çемье пуçĕ таврари ăста купăсçă.

– Çамрăк чухне ялти талантлă вăйçăсем – Михаил Карсаков, Александр Романов, Виталий Указов вăйăра çамрăксене епле хыттăн юрласа ташлаттарнине халĕ те лайăх астăватăп, – тет Владимир Московский таврапĕлÿçĕ.

Вăл Карсаковсен йăхĕнче ĕлĕкренех хуткупăс калакансем пуррине лайăх пĕлет. Халĕ Миша тетен ырă йăли, чун киленĕçĕ ывăлĕсемпе мăнукĕсене куçнăшăн хĕпĕртет. Акă, Виктор кармуньне тăсса ярсан ял илемлĕ юрă-кĕвĕ ытамне путать. Славик те хут купăс тÿмисене лайăх турткалать. Саша мăнукĕ вара пултарулăхĕпе аслисенчен те ирттерет пулĕ. Ват аслашшĕн ăсталăхĕ кĕçĕн мăнукĕсене куçнине те курăпăр-ха, пĕчĕк Деомид ытла та йăрă, маттур çитĕнни халех курăнать.

Ашшĕпе амăшĕ çамрăкрах чухне харсăр çемье тĕрлĕ конкурс-фестивальсене хутшăннă. Вĕсем çинчен Чăваш телевиденийĕ «Выля, хут купăс» передача ÿкернĕ, республикăри пултаруллă çемьесен ăмăртăвĕсенчен те пăрăнса юлман. Арçынсем купăс калаççĕ, хĕрарăмсем вара илемлĕ сассисемпе чăваш юрри-такмакĕсене шăрантараççĕ. Вĕсем пĕлмен юрă-кĕвĕ çуктăрах.

– Эпир туслă, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьере çитĕннĕ. Ĕçрен таврăнса кил картинчи ĕçсене пуçтарсан атте хуткупăсне тăсса яратчĕ. Эпир мĕн пĕчĕкрен юрласа-ташласа ÿснĕ. Мĕн чухлĕ такмак пĕлмест-ши атте? Мĕн тетĕр, шкулта вĕреннĕ чухне сăвăсем çырма парса яратчĕç. Атте тем самантра пире парса янă темăпа сăвă та шăрçаласа хуратчĕ. Эпир чăннипех тивĕçлипе мухтанатпăр хамăрăн аттепе, – тет Галя хĕрĕ.

Михаил Деомидович çав тери пуян çын. Пилĕк ача ашшĕ, 12 тĕпренчĕкĕн аслашшĕ-кукашшĕ тата кĕçĕн мăнукĕсем унăн – 19.

– Ватлăх куçран пăхни туйăнать пулсан та чун ватăлмасть. Йăх-несĕл малалла тарăн хунав янăшăн çав тери савăнатăп. Хамăрăн хыççăн ырă йĕр хăварнинчен сăвапли мĕн пултăр? – тет çирĕп чун-чĕреллĕ ялти авторитет.

Кĕпер кассинче унăн кĕçĕн мăнукĕсен янăравлă сасси кĕрлесе тăрать. Иртсе çÿренĕ май вĕсем выляса кулнине юратса та ăшшăн сăнать ватă, вĕсемпе пуплет, кĕсйинче унăн яланах пĕчĕккисем валли кучченеçсем пур, хăй йĕри-тавра пуçтарса кашнине ыр кун-çул сунса пил парать.

Мĕн пĕчĕкрен хуткупăса алăран яман, ĕçкĕ-çикĕ илемĕ пулнă пулсан та эрех-сăрапа нихăçан та иртĕнмен вăл. Çăварне пирус хыпман. Мухтанма юратмасть, шÿтлеме ăста. Çакăн пек аттесем пуррипе илемлĕ те çав çут тĕнче.

Кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнакан сумлă ĕç ветеранĕ Чăваш наци радиона итлеме кăмăллать. Акă чăваш эстрада юрăçи Людмила Семенова Курнавăш каччи Вячеслав Круглов çырнă юрра шăрантарать:

…Чăн-чăн арçын çемье тĕрекĕ
Тăван çĕре хÿтĕлекен.
Чăн-чăн арçын çемье илемĕ,
Ăнланакан, хисеплекен.
Чăн-чăн арçынсем пур чухне
Тытăнса тăрĕ-ха тĕнче…

Çак юрра итленĕ май Михаил Деомидович тарăн шухăша путрĕ, утса тухнă анлă çул-йĕр тепĕр хут куç умне тухса тăчĕ. «Ахалех пурăнман, пустуях çимен пулĕ-ха хура çăкăрне…», – тенĕ май хапха алăкĕ уçăлнине те сисмерĕ. Ачисем уявпа саламлама пÿрте кĕрсе тăрсан ашшĕ савăнăç куççульне пытараймарĕ…

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Розăпа Михаил Карсаковсем /иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсем/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code