Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.
Общество канашĕн председателĕ пулма Наталия Партасовăна шаннă. Ларура çĕнĕ тытăмăн регламентне, мĕнле комитетсем пулассине, вĕсен ертÿçисене çирĕплетнĕ.
Йышра хальлĕхе 25 çын, анчах вăл хушăнма та пултарĕ. Наталия Партасова палăртнă тăрăх, общество канашĕ влаçпа халăх хушшинчи кĕпер пулса тăма тивĕç.