Ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ĕçре полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тÿпи пысăк.
Районта полицин участоксенчи 6 уполномоченнăйĕ тăрăшать: Георгий Шадриков, Алексей Борисов, Дмитрий Печков, Петр Еремеев, Людмила Егорова /ертÿçĕ/, Ильнар Абейдуллин. Районти ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхшĕн яваплă вĕсем, тивĕçе тĕплĕн пĕлнипе, ĕçе чунтан парăннипе палăрса тăраççĕ. Участоксенчи уполномоченнăйсем кăçалхи 10 уйăхра административлă право йĕркине пăснă 326 /иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 372/ тĕслĕх тупса палăртнă, пурĕ уголовнăй 48 /30/ ĕç пуçарнă. Ĕçсене уçса параслăх 95,6 /94,1/ процентпа танлашнă.
Йĕркене пăсасран тата преступлени тăвасран асăрхаттарса вĕсем тăтăшах халăх хушшинче пулаççĕ, пухусене хутшăнса ял тăрăхĕсенчи лару-тăру пирки каласа параççĕ, шкулсене, ăнăçсăр çемьесене çÿреççĕ, профилактика канашĕсене хутшăнаççĕ.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: участоксенчи уполномоченнăйсен ушкăнĕ.