Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асамлă вăй ытамĕнче

Асамлă вăй ытамĕнче

Архив хыпарĕсем

Кĕçĕн Шăхаль /Новое Ищеряково/ ялĕ XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче Вăрмар тата Тăвай районĕсенчен куçса килнĕ икĕ çемьерен пулса кайнă теççĕ. Йăх-несĕле пуçараканĕсем – тĕне кĕмен Ищерекпе Иштукан.

1719 çулта 9 хуçалăхра 27 çын,1917 çулта 33 кил, 169 çын, 1969 çулта 65 хуçалăх, 264 çын, 2007 çулта 66 хуçалăх, 160 çын шутланнă.

1930 çулта 8 хуçалăхран тăракан колхоз йĕркеленĕ. Вĕсене 52 гектар çĕр уйăрса панă. «Новое Ищеряково» колхоза ертсе пыма Виталий Германова суйланă. Вăл ялти вĕреннĕ пĕрремĕш фельдшер.

1934 çулта колхозра пĕр «Фордзон» трактор, 8 плуг, 50 лаша, сысна тата сурăх фермисем пулнă. Каярахпа чăхсем ĕрчетнĕ.

1940 çулта 1937-1938 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн «Новое Ищеряково» колхоза Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. I степень диплом панă, 10 пин тенкĕ тата çăмăл автомашина парнеленĕ. Мускава орден илме колхоз правленийĕн членĕсене янă. Вăл вăхăтра колхоз председателĕнче Петр Бурмистров ĕçленĕ.

1940 çулта ялта 40 хуçалăх шутланнă, 289 гектар çĕрпе усă курнă. Колхозра 13 плуг, 2 сеялка, 4 жнейка, 1 молотилка, 2 сеялка шутланнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 46 çын хутшăннă, вĕсенчен 21-шĕ вăрçăра пуçне хунă. Анна Локтевăпа Мария Павлова та фронтра çапăçнă.

1947 çулта Андрей Алексеев капитан ертсе пынипе хуçалăхра 4 гектар çинче 600 тĕп панулми йывăççи лартнă. Сад йĕри-тавра тирексемпе акацисем, хăмла çырли тĕмĕсем лартса хăварнă.

1951 çулта Çĕнĕ Пăвари «Искра», «Победа», Аслă Шăхальти Суворов, Турханти Мичурин ячĕпе хисепленекен колхозсене пĕрлештерсе Мичурин ячĕллĕ колхоз йĕркеленĕ. Унăн председательне Петр Бурмистров фронтовика суйланă.

1957 çулта сурăх ферминче ĕçлекенсем 47 сурăхран 60 путек илнĕ. Кашни сурăхран вăтамран 2,8 кг çăм каснă.

1973 çулта пахча çимĕç бригадинче вăй хуракан Лидия Павловăна тата Иван Киселев тракториста «Хисеп Палли» орденпа чысланă.

1976 çулта Александр Алексеев комбайнера «Хисеп Палли» орденпа наградăланă.

1979 çулта Анатолий Киселева Çĕнĕ Пăвари шкул директорне лартнă. Анатолий Александрович 30 çул ытла шкулта ĕçленĕ, вăл шутран 17 çул – директорта. Хальхи шкула шăпах А.Киселев тата «Урожай» колхоз председателĕнче ĕçленĕ С.Курчин /Николаев/ тăрăшнипе колхоз вăйĕпе туса лартнă.

1987 çулта ял район центрĕпе асфальтлă çулпа çыхăннă.

2016 çулта Нина Иванова/Григорьева/ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.

Тăван çĕре юрат, чысла

Хăй вăхăтĕнче Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ колхозниксен ачисемпе мăнукĕсем аслă ăрурисен ĕçченлĕхĕпе харсăрлăхне, тăван çĕр-аннемĕре юратнине мĕнлерех хакласа, малалла аталантарса пыраççĕ-ха? Çакă тата ытти ыйтусен тупсăмне тупас тесе çитрĕмĕр те Курнавăш ял тăрăхне кĕрекен Кĕçĕн Шăхаль ялне.

Кĕçĕн Пăла юхан шывĕн хĕрринче, Курнавăшпа Çĕнĕ Пăва хушшинче вырнаçнă икĕ урамлă ял. Халăх пуян пурăнать, кил-çурчĕсем капмар та хăтлă, хуралтисем çÿллĕ, хапхисем хĕç тимĕртен. Яла газификациленĕ, канализаци кашни килте тенĕ пекех пур. Çав хушăрах çĕр çумне лапчăннă çуртсене те асăрхатăн. Урамсене вак чул сарса хытарнă. Вĕсен ячĕсем янăравлă та пĕлтерĕшлĕ – Садовая тата Мичурин. Ахальтен паман вĕсене, ватăсем ял çумĕнче пысăк сад пулнине, унăн таврашĕнче тĕрлĕ йывăçсем нумай ÿснине палăртрĕç.

Юлашки кăтартусем тăрăх, ялта 70 хуçалăх, 159 çын шутланса тăрать. Арçынсенчен чи ватти – ку тăрăхри пĕртен-пĕрре сывă тăрса юлнă вăрçă ветеранĕ Николай Поликарпов.

– 17 çулта вăрçа кайнă эпĕ. Берлина çити утса çитнĕ. Сакăр çул салтакра пултăм. Шел, фронтовиксем питĕ сахаллăн тăрса юлтăмăр. Пирĕн ĕмĕр иртсе пырать, – ассăн сывлать Николай Поликарпович.

Н.Поликарпов

94 çулхи ватă ытларах пÿртре, урамах тухса çÿреймест. Тĕп килте пурăнакан ывăлĕпе кинĕ, патшалăх лайăх пăхнине калать.

Чи аслă хĕрарăм – Мария Пробкина. Ĕмĕрĕпе хуçалăхра пилĕк авнă хĕрарăм 92 çулта.

Нимĕн те тăваймăн, ял вăрăм ĕмĕрлĕ çынсемпе пуян пулсассăн та халăх йышĕ чакса пыни пăшăрхантарать. Çакă чи малтанах демографи лару-тăрăвĕпе çыхăннă. Ача çураласлăх, мăшăрланакансен йышĕ чакнă. Кăçал яла пĕр «çĕн кайăк» вĕçсе килнĕ, пĕр туй янăранă. Яла пĕтме паман харсăрсем çук мар. Акă, ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев аслашшĕн çурчĕ вырăнне хыт хура ÿсме паман, çемйипе хунав янă. Йышлă выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ çамрăксем. Галинăпа Владимир Федоровсем те ял пуласлăхĕшĕн тăрăшса ултă ачана пурнăç пилленĕ. Патшалăх вĕсене пысăк та хăтлă çурт лартса панă. Ялтах тĕпленсе «йăва» çавăрас текенсем пурри пăртак шанăç кÿрет.

Кунта пурăнакансем тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ: юнашар ялсенчи ял хуçалăх предприятийĕсенче, шкулта, район центрĕнче, инçетри хуласенче. Ĕç шыраса хăшкăлакансем те пур, паллах. Ун пеккисем килте выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ, çĕр çинче тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Ялта 78 ĕне выльăх шутланать. Ĕлĕкех хресчен «Ĕне – çур пурнăç» тени пур енĕпе те тÿрре килмесен те, хальхи вăхăтра ял çыннишĕн сĕт укçа-тенкĕ çăлкуçĕ пулса тăрать. Чылайăшĕ сăвăнакан ĕне тытнипе кăна çырлахмаççĕ, вăкăрсем самăртаççĕ, качака, сурăх, сысна усракансем те йышлăн. Пĕр сăмахпа каласан, ÿркенекен халăх тееймĕн Кĕçĕн Шăхальсене. Уйрăмах Сергей, Юрий, Алексей, Василий Алексеевсем, Владимир, Анатолий Федоровсем, Василий, Геннадий Васильевсем… выльăх-чĕрлĕхпе йывăрлăхсем сиксе тухсан та парăнмаççĕ. Ĕçлес хавхаланăвĕпе ĕмĕчĕ пысăк кашнийĕн.

Ялта «командирсăр» епле?

Ялсенчи старостăсене çапла калассăмах килет. Кунти «командирпа» паллашсан çакна тепĕр хут ĕнентĕм.

Паллах, кирек ăçта та çак тÿлевсĕр ĕçе общество пурнăçĕнчен аякра тăман хастар çынна суйлаççĕ.

– Манран харсăррисем, çамрăккисем те сахаллăн мар. Пурте пултараççĕ. Ял-йыш шаннă та, ĕçе тÿрре кăлармаллах. Ял халăхĕпе пĕр çăварта пурăнма тăрăшатпăр, – тет Василий Алексеев.

Алексеевсем

Старостăн ĕçĕ, чăннипех те, курăмлă пĕр енчен. Ялта мĕн пулса иртет, малашлăхра мĕн тумалла, урамсене, масара тирпей-илем кĕртмелле… – пурне те халăхпа канашласа, пĕрле кар тăрса пурнăçламалла. Василий Петрович ял шайĕнчи ĕçсене тумалла чухне кашни килтен çÿресе вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлет. Патшалăх шайĕнче те, вырăнта та ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе тĕрлĕ пуçарусене ĕçе кĕртеççĕ. Калăпăр, ял тăрăхĕ çĕнсе илнĕ проектпа килĕшÿллĕн кăçал кунта 500 пин ытла тенкĕлĕх масар картисене çĕнетмелле. Çавăн пекех пушартан сыхланса ялти кÿлле тасаттарма 600 пине яхăн укçа-тенкĕ пăхса хăварнă.

Василий Алексеев ялти чи пултаруллă çынсене ăшшăн аса илет. Геннадий Васильев ăста тракторист. Çавăн пекех йывăç каскаласа эрешлеме маçтăр. Унăн ĕçĕсемпе районти ĕçпе юрă, ялти уявсенче паллашма пулать. Юрий Пузанков пултаруллă купăсçă. Çар тивĕçне пурнăçлама каякансене салтак юрри янраттарса ăсатни мĕне тăрать! Манăçа тухать вĕт атту ырă йăла-йĕрке.

«Хамăр пурăнакан вырăн тирпейлĕрех пулни хамăршăнах лайăх-çке», – палăртать Василий Петрович. Чăн сăмахăн суйи çук.

Масар территорине тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте Олег Капралов, Александр Иванов, Игорь Пупин, Федор Пробкин, Анатолипе Владимир Федоровсем, Сергейпе Юрий Алексеевсем, Владимир Кузьмин, Валерий Павлов, Сергей Герасимов, Василий Васильев тата ыттисем те пуçарулăх кăтартаççĕ.

Луиза Михайлова почтальонка хаçат-журнала вăхăтра вулакан патне çитерес тесе тимлет. Кунта «Елчĕк ене» 36 çемье çырăнса илет. Елена Кузьминăпа Серафима Киселева Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи халăх фольклор ушкăнне чылай çул çÿреççĕ.

Василий Алексеев çемйи хастарлăхĕпе палăрать. Ачаранах ашшĕ çумĕнче строитель ĕçне хăнăхнă. Тинĕс флотĕнче службăра тăнă. Ылтăн алăллăскер кăмака, каланкка, камин та тăвать, çуртсене хитре купалать. Йывăç-каскапа та пĕлсе аппаланать.

Алексеевсене тăхăрвуннăмĕш çулсенче çĕнĕ çĕре, çил арманĕ вырăнне çĕр уйăрса панă. Аслă çул хĕрринче хăйсен аллипе ăсталанă кирпĕч çуртра Альбина Вениаминовнăпа Василий Петрович 29 çул пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Таня мăшăрлă. Петя салтака кайса килнĕ. Кĕçĕнни, Настя, пиллĕкмĕш класра вĕренекенскер, ашшĕ-амăшĕн пулăшаканĕ. Кил карти выльăх-чĕрлĕх сассипе илемлĕ. Сăвăнакан ĕне кăна тăваттă. Вĕсемсĕр пуçне вăкăрсемпе тынасем, сурăхсем, хур-кăвакал, сысна та пур. Çавăн пекех типтерлĕ хуçасем хурт-хăмăр тытаççĕ. Турхан хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тăрăшакан мăшăр канăç мĕнне пĕлмест. Аш-какайне, юр-вар таврашне сутăн илсе курман – пурте хăйсен. Ял çыннисем хăйсен старостинчен тĕслĕх илни куç кĕретех.

Çынлăхлă çын

Паян ун пеккисене тăтăшах тĕл пулаймастăн.

Колхоз председателĕнче, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ Владимир Кузьмин çак ялтан пулнине пĕлсен унпа тĕл пуласах килчĕ.

Пĕчĕк хапхана унăн мăшăрĕ Елена Ивановна уçрĕ. Çĕнĕ Пăва шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентсе пенсие тухнă вăл. Пире курсан пĕр самант тĕлĕнчĕ те пулĕ, çапах тараватлăн пÿрте кĕме йыхравларĕ.

Владимир Ильич залри компьютер сĕтелĕ умĕнче ларать. Паянхи пенсионерсем мăнукĕсенчен кая юлмаççĕ, çĕнелсех тăракан техникăна алла илеççĕ.

– Республика, район, ял тăрăхĕнчи хыпарсенчен тăрса юлас килмест. Тивĕçлĕ канура тени килте ларса мăкланса каймаллине пĕлтермест, малашлăх илĕртÿллĕ, – тет В.Кузьмин калаçăва пуçарса.

Сĕтел çинче хаçат-журнал. Чун апачĕсĕр май çуккине ăнланаççĕ Кузьминсем. Иртнĕ кунăн çути çук тетпĕр пулин те, 65 çулхи арçынпа утса пыракан анлă сукмакпа тепĕр хут «çаврăнса килтĕмĕр».

Йышлă çемьере çитĕннĕ Владимир мĕн пĕчĕкрен техникăна юратнă. Вăтам шкул пĕтерсенех Канашра шофера вĕреннĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлемелли тивĕçе пурнăçласа салтак ретне тăнă. Икĕ çултан тăван яла таврăнсан «Урожай» колхозра бензовозпа ĕçленĕ. Унтан мал ĕмĕтлĕ каччă Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухса техник-механик специальноçне алла илнĕ. Хуçалăх направленийĕпе вĕреннĕ каччăна С.Курчин председатель хавхаланса кĕтсе илнĕ: çĕнĕ техникăсен инженерне лартнă. Ĕçшĕн хыпса çунакан çамрăка çулталăкранах тата яваплă ĕçе куçарнă. Колхозăн пĕрремĕш уйрăмĕн трактор бригадин бригадирĕ трактористсен ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. Колхоз вăйĕпе туса лартнă мастерскоя Владимир Ильич ертсе пынипе механизаторсем хăйсемех хута янă. 1986 çултан ăна управляющине лартнă. Кирек мĕнле ĕçре те тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă вăл. Унтан ахăр самана çитнĕ, колхоз саланма пуçланă, ял çыннисем харкашма пуçăннă. Владимир Кузьмин, нимĕнле ĕçе те тиркеменскер, малтанах «Колос» хуçалăхра инженерта тăрăшнă. Унтан МТЗ-80 трактор рулĕ умне ларса вăрман турттарнă тата ытти те. Кăшт каярах ăна «Сатурн» хуçалăха тĕп инженера лартнă. Колхозри автомашинăсемпе тракторсем яланах пĕр тикĕс ĕçлеччĕр тесе тăрăшнă. Техника çĕмĕрĕлсен вара хăвăртрах запас пайĕсене тупса килнĕ те хăй те трактор-машина юсанă, алăсем вараланнине пăхман.

Тăватă çул иртсен кану çуртĕнчен тăван килне çитсе те ĕлкĕреймен Владимир Ильича ял çыннисем сырса илнĕ, хуçалăха ертсе пыма ыйтнă. «Ĕçлĕр-ха, эсир пултаратăр», – тилмĕрнĕ ăна колхозниксем. Нумай шухăшласа тăма вăхăт та паман, пухура ăна хуçалăх ертÿçине суйланă.

Колхозниксен шанăçне тÿрре кăларассишĕн, халăх интересне яланах малти вырăна хурса тăрăшнă председатель. Ял çыннин ĕç-хĕлне лайăх пĕлекен ертÿçĕ пуканне хăйĕн ырлăхĕшĕн, пайта курассишĕн йышăнманнине ăнланнă халăх. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе çĕр ĕçченĕсем вăл пĕлсе ертсе пынипе чунне парса тăрăшнă. «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ районта та тĕрлĕ кăтартусемпе палăрма пуçланă.

Çынсемпе тимлĕ, хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтакан ертÿçĕ хуçалăх ĕçĕсене правлени членĕсемпе, ялти ватă çынсемпе канашласа, вĕсене тимлĕ итлесе йĕркелесе пынă. Колхоз çитĕнĕвĕ – ял-йышри кашни çыннăн кулленхи хастарлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе çыхăннă.

Хастар та тÿрĕ кăмăллă Владимир Ильича 2005 çулта Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланă. 10 çула яхăн çичĕ ялтан тăракан тăрăха аталантарассишĕн ĕçленĕ çынлăхлă çынна паян та ырăпа аса илеççĕ. Вăл çулсенче ялсенче çÿп-çап ыйтăвĕ çирĕп тăнă. Районта пĕрремĕш ăна пуçтарассине йĕркене кĕртнĕ. Çав тапхăрта шăпах нумай ачаллă Курнавăшри Смирновсене, Кĕçĕн Шăхалĕнчи Федоровсене капмар çуртсем хăпартса панă. Ял çыннисенчен пухакан сулăм укçине ÿстермесĕрех тирпей-илемшĕн тăрăшма вăй-хал, ăсталăх çитернĕ. Çав вăхăтрах пушар машинине хута янă… Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕ тĕрлĕ енлĕ, пурне те каласа пĕтереймĕн.

Тĕлĕнмелле, ĕмĕрне ял хуçалăх производствинче вăй хунă хисеплĕ çыннăн паллă ятсем те, пысăк наградăсем те çук.

– Телей-савăнăç наградăра мар, чи кирли – пурнăçра ырă йĕр хăварни, ял-йыш хисепне çĕнсе илни, – тет вăл.

Владимир Ильич пурнăçĕнче лайăх та талантлă çынсемпе ытларах тĕл пулнăшăн шăпине тав тăвать. Вĕсем хăйне вутра çунма, шывра путма паманнине пĕлтерет. Сывлăхĕ хавшанине пула вăл пуçлăхран килĕшÿ вĕçленичченех пăрахнă.

Утса тухакан çулсене пĕтĕмлетнĕ май çемье пĕрремĕш вырăнта пулмаллине ăнланнă арçын.

– Çемьере килĕшÿ те тату пулмасан ертÿçĕре ĕçлеме йывăр. Килтен ир-ирех тухса кайнă та, çĕрле çаврăнса çитнĕ. Кил-çурт, ачасем, хушма хуçалăх мăшăрăм çине тиеннĕ вăхăтĕнче. Халĕ, акă, ачасемпе мăнуксем килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Акă вăл телей! – хавхаланăвне пытармасть вăл.

43 çул кăвакарчăнсем пек чĕвĕл-чĕвĕл калаçса пурăнакан çемьере 3 ача ÿссе çитĕннĕ. Ирина – миравай судья. Оля – инженер-технолог. Сергей Шупашкарти «Управдом» ОООн генеральнăй директорĕн çумĕ. 7 мăнукĕ те пĕринчен тепри пысăк тавра курăмлă, пултаруллă… Вĕсен çитĕнĕвĕсене те курмалла пултăр аслашшĕпе асламăшĕн, кукашшĕпе кукамăшĕн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code