Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Палăртни пурнăçланать-и?

Палăртни пурнăçланать-и?

Елчĕк районĕ ял территорийĕсене аталантарас тĕллевпе çирĕплетнĕ федераци шайĕнчи наци проекчĕсене иртнĕ çулсенчен тытăнсах хастар хутшăнать. Вĕсем пурте халăх куçĕ умĕнче. Кĕçнерникун района ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, паллах, çакна лайăх пĕлсе тăраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, депутатсене чăн лару-тăрупа тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе, наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн шăпах хальхи вăхăтра пурнăçланакан строительство объекчĕсене кăтартма кăмăл турĕ.

Депутатсем чи малтан Елчĕкре ĕлĕкхи стадион вырăнĕнче йĕркеленĕ кану паркĕнче пулса курчĕç. Кунта «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă проектпа килĕшÿллĕн района уйăрса панă 12 миллион тенкĕ укçапа усă курса ĕçе кĕнĕ уçă пĕлĕт айĕнчи аваллăх музейĕ, сывлăха çирĕплетмелли тĕрлĕ спорт оборудованийĕ, ГТО площадки… Пур çын та килĕштерет çак вырăна. Аслă Елчĕксем те вăхăтра ĕлкĕрнĕ – 2024 çулччен пурнăçа кĕртме йышăннă çак йĕркери федерацин программине хутшăнса кану паркне йĕркелеме уйăракан укçана /7672,78 пин тенкĕ/ тивĕçнĕ. 2019-2020 çулсенче тума йышăннă ĕçсене пурне те туллин, пысăк пахалăхпа пурнăçланă.

Шал, тул енчен те çын палламалла мар тĕпрен çĕнелсе улшăнакан А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн Андреев урамĕнче вырнаçнă спорт çурчĕ те çитес вăхăтрах спортпа туслă çынсене йышăнма хатĕр пулмалла.

– Строительство ĕçĕсене пурнăçлама «Партнер» ОООпа килĕшÿ туса /директорĕ – Б.Матвеев – хамăр ентеш/ йăнăшмарăмăр. Шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăлараççĕ, кĕске вăхăтра мĕн чухлĕ ĕç тума ĕлкĕрчĕç, – тесе палăртрĕ Леонард Левый.

«Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче те тăтăш йĕркелесе пыма тивĕçлĕ юсав ĕçĕсене 1371 пин тенкĕлĕх пурнăçланă: бассейна, спорт залне çĕнĕ тĕс кĕртнĕ.

Сăмах май, Елчĕкри спорт шкулĕ республикăри спорт шкулĕсем хушшинчи тупăшусенче те палăрать. Кăçалхипе вăл саккăрмĕш хут 500-е яхăн спортпа хатĕрленекен учрежденисен йышне кĕнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе депутатсем, коллективпа тĕл пулнă май, çакна та аса илчĕç. Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов Роберт Григорьев директора Тав хучĕпе чысларĕ.

…Елчĕкри кирпĕч завочĕ çывăхĕнчи свалкăна рекультиваци тăвас ĕçе малтанах вырăнти «ДПМК» «Яльчикское» ООО коллективĕ пурнăçланă пулсан пуçри пĕр шухăш тахçанах пĕтмеллеччĕ. Ăнман подрядчик – «Феникс» ООО çу уйăхĕсен пуçламăшĕнчех пикеннĕ ĕçе палăртнă вăхăт тĕлне вĕçлеме пултарайманнине ăнланса район администрацийĕ, юрать, вĕсемпе малтан çирĕплетнĕ килĕшĕве пĕр тăхтаса тăмасăрах пăрахăçланă. Урăхла май та пулман. Мĕншĕн тесен тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе çулталăк вĕçлениччен туллин усă курма анчах мар, ĕçе пахалăхлă шайра пурнăçлама ĕлкĕрмелле-çке. Çĕнĕрен ирттернĕ аукционра свалкăри рекультиваци ĕçĕсене малалла йĕркелесе пыма Вячеслав Сядуков ертсе пыракан коллектив ирĕк илнĕ. Хĕле хирĕç çанталăкĕ те самай сивĕтнине пăхмасăр, халĕ кунта шăпах ĕç хĕрсе пынă вăхăт. Вĕсем декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм ĕçе вĕçлеме татăклăн шантарса каланă.

Тутарстанри «РегионСтрой» ООО коллективĕпе те ăнланмалла мар лару-тăру килсе тухнине пытарма кирлĕ мар ĕнтĕ тинех. Куçпа курман, никам палламан строительство организацийĕ электронлă аукциона хутшăнса капашсăр пысăк /проектпа смета документацийĕн хакĕ – 30 миллион тенкĕлĕх/ ĕçе – Елчĕк шкулĕ çывăхĕнче стадион-площадка тăвассине хăй çине илнĕ. Шаннă йăвари кайăка тытса пулман. Объекта октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма сăмах пани те кĕрхи сивĕ çилпе аякках вĕçсе кайнă пек пулса тухнă. Строительство ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Р.Нурияхмитов вара пит яка калаçать. Футбол уйĕнче паян-ыранах асфальт сарма, 400 метрлă дистанцие чупмалли çулсем çине резина сарăмсем вырнаçтарма тытăнмалла… Юптару каланă пекех, пичĕ те «хĕрелмерĕ» хăйĕн. Çак кунра – хĕллехи вăхăтра асфальт сарни технологи требованийĕсене ниепле те тивĕçтерменнине строительство ĕçĕнчен аякра тăракан çын та ăнланать.

Ыйтăва уçăмлатас, ăна район майлă татса парас тĕллевпе район администрацийĕ ЧР физкультурăпа спорт министерствипе калаçса татăлнă. Шанăçа тÿрре кăларма пултарайман подрядчик тĕлĕшпе вара контракта паян-ыранах пăрахăçлаççĕ, туса ĕлкĕреймен юлашки ĕçсене 2021 çулта пурнăçлама куçараççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code