Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Тапăртатса тăраççĕ…

Тапăртатса тăраççĕ…

Тÿскелĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ çинчен илтмен çын та çук пулĕ районта. Хамăр тăрăшуллă пулнăранах ялта культурăпа кану центрĕ çĕкленсе ларчĕ тесен те йăнăш мар.

Фольклор ушкăнĕ йĕркеленсе кайни çак кунсенче шăпах 8 çул çитрĕ. Çак çулсем хушшинче эпир районти мĕнпур мероприятие хутшăнатпăр. Çавăн пекех Шупашкарта, Чĕмпĕрте, Мари Элта, Комсомольскинче, Шăмăршăра, Çĕрпÿре хамăр пултарулăха кăтартрăмăр.

Ăшă та хăтлă культура центрĕ хута кайиччен бригада çуртĕнче, тимĕрçĕ лаççинче, йĕтемре, урамра репетицисем ирттереттĕмĕр. Пĕр çулхине Çĕнĕ çул уявне те урамрах хаваслăн ирттернине епле манайăн. Ял-йыш чунтан савăнчĕ. Ял старости, ун чухне Елчĕк ял тăрăхĕн депутачĕ, халĕ район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Дмитрий Судаков пире пур енĕпе те пулăшса пычĕ. Герман Кучковпа Всеволод Александровăн пуçарулăхĕ те пысăк пулнине палăртмасăр иртеймĕн.

Ушкăна хамăр ялта çуралса ÿснĕ харсăрсем те яланах пулăшса пыраççĕ. Ырă кăмăллăскерсем тĕрлĕ инструмент туянса пачĕç. Пирĕн пултарулăха Владивостокран пуçласа Калининграда çитиех, çавăн пекех Израилте, Канадăра пурăнакан ентешĕмĕрсем те интернет урлă хавхаланса пăхаççĕ. Ку енĕпе Сергей Нягин видеооператор тăрăшуллă пулнине палăртмалла. Вăл «Шуçăмран» ниçта та юлмасть, унăн кашни утăмне халăх умне кăларать.

Пирĕн программăра ытларах чăваш халăх юррисем. Анатри чăвашсен юррисене итлесен йăхташăмăрсем чун-чĕререн мăнаçланни çинчен социаллă сетьсенче пĕлтерсех тăраççĕ, саламсем яраççĕ. Çакă, паллах, пире тата хавхалантарать. Юрă-кĕвĕ илемне чунпа туякансем сцена çине тухасшăн тапăртатса тăраççĕ.

Район шайĕнче иртекен спорт, уяв программисене хутшăннисĕр пуçне «Шуçăм» ушкăна çÿрекенсем пĕр субботникран та юлмаççĕ. Çулĕсене кура мар хастар вĕсем. Юрланипе кăна çырлахмастпăр, спектакльсем те лартатпăр. Чăн-чăн артистсем тейĕн. Куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнни пире пысăкрах ÿсĕмсем тума вăй парать.

Хальхи вăхăтра «Янра, хут купăс» ушкăн йĕркелес шухăш канăç памасть. Кирек мĕнле музыка инструменчĕпе выляма пĕлекенсене тата купăспа калама вĕренес текенсене культура центрĕнче хаваспах кĕтетпĕр. Иван Шурбин культорганизаторăн ку енĕпе опычĕ пуян, пурне те хапăл йышăнать.

В.ИГНАТЬЕВ,
ушкăнăн тĕп вăйăçи, пуçаруçи.

Сăн ÿкерчĕкре: «Шуçăмсем».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code