Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Маскăна – сăмса çине!

Маскăна – сăмса çине!

Унсăрăн нумай çын пухăнакан обществăлла вырăнсемпе лавккасене тухма ан та шутла

Çакă кăмăл екки мар, вируслă инфекци чирĕсенчен сыхланас тĕллевпе Роспотребнадзор палăртнă çирĕп йышăну. Апла пулин те маскăсене ячĕшĕн, янах айне çыхса çÿрекенсем кашни утăмрах…

Коронавирус алхаснă вăхăтра нумай çын пухăнакан вырăнсемпе лавккасенче пулнă, обществăлла транспортпа ларса çула тухнă чухне сăмса-çăвара маскăпа хуплани сывлав çулĕсене инфекцирен хÿтĕлемелли чи лайăх мел пулса тăрать. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, хамăра хамăр çапла майпа сыхлани каварлă чиртен шанчăклăн хÿтĕлесе хăвараймасан та, ăна йывăрпа иртме пултарас хăрушлăха чакарма пулăшатех. Маска тăхăнни вирус ытла та активлă «ĕçленĕ» вăхăтра ăна сывлав çулĕсене тÿррĕнех пырса кĕресрен чарса тăрать. Вăл пĕр вăхăт сывлăшра «çапкаланса» çÿренĕ, хĕвел çутипе е ытти фактора пула кăштах «йăвашланнă» хыççăн та ытлах хăрушă пулманнине пĕлетпĕр. Хÿтлĕх хатĕрĕпе вара пĕлсе усă курмалла. Сăмсана, пĕтĕм инфекци пухăнакан вырăна, маскăпа хупламалла. Çапла майпа эпир хамăра чир хытă çапса хуçасран сыхланипе пĕр вăхăтрах çĕрне-кунне пĕлмесĕр «хĕрлĕ зонăра» ĕçлекен тухтăрсене те пулăшма пултаратпăр. Мĕншĕн тесен коронавирусран сиплекен республикăри больницăсенче çĕршер койка-вырăн йĕркеленĕ пулин те хальхи вăхăтра вĕсем пурте лăк тулли. Чирлекенсен хисепĕ сывалса тухакансенчен ытларах пулнине кура пациентсем валли палатăсенче вырăн çитмест, ирĕксĕртен вĕсене коридорсене вырнаçтараççĕ.

…Коронавирус чирне сирсе яма пулăшас тĕллевпе район администрацийĕнче йĕркеленĕ оперативлă ушкăнпа пĕрле юнкун район центрĕнчи, Аслă Таяпа ял тăрăхне кĕрекен ялсенчи суту-илÿ точкисене çитсе курма тÿр килчĕ. Çынсем тăтăш хĕвĕшекен вырăнсенче сутуçăсем тавар туянакансемпе куçа-куçăн тĕл пулнă вăхăтра маска режимне мĕнле пăхăнса ĕçленипе, инфекцие сиенсĕрлетес тĕллевпе дезинфекци хатĕрĕсемпе мĕнле усă курнипе кăсăклантăмăр. Иван Падуев предпринимателĕн Елчĕк пасарĕн территорийĕнче вырнаçнă хуçалăх таварĕсене сутакан картишре, Автотур çуртĕнчи «Надежда», «Ромашка», «Пирожок» суту-илÿ точкисенче пандеми тапхăрĕ пуçланнăранпа тĕрĕслевçĕсем темиçе хутчен те пулнах ĕнтĕ. Çавăнпа сутуçăсем те çирĕп йĕркене хăнăхнă. Ирхине, туянакансене тавара алăран тыттариччен, сутуçăсем хăйсен ÿт температурине виçеççĕ. Урайне, сĕтел çи таврашне дезинфекци шĕвекĕпе хутăштарнă шывпа шăлса-çуса тасатаççĕ. Пÿлĕмсене вирусран сиенсĕрлетес ĕçе вĕсем ĕç кунĕ тăршшĕнче 5 хутчен, кашни икĕ сехетрен пурнăçлаççĕ. Çакна ятарласа уçнă журналта паллă тăваççĕ. Паллах, маскăсене те сăмса çинчен антармаççĕ, тавар туянакансенчен те çакнах ыйтаççĕ.

Район центрĕнчипе танлаштарсан, аякри ялсенчи сутуçăсем ĕç вырăнĕсенче хăйсене ирĕклĕрех туйни сисĕнчĕ. Аслă Таяпари «Пчелка», Шуршури «Лидер», Чăваш Тăрăмĕнчи уйрăм çыннăн «Хозяин» тата куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен лавккисенче тавар туянакан никам та пулманран, сутуçисем те – маскăсăрах, эпир кĕрсен тин йăпăр-япăр тăхăнчĕç. Пÿлĕмсене палăртнă вăхăтра дезинфекци шĕвекĕпе сиенсĕрлетнине, ÿт температурине тăтăш виçсе-тĕрĕслесе тăнине ĕнентерекен журналсене йĕркелесе пырассинче те хăш-пĕр çитменлĕхсем пуррине тупса палăртма май пулчĕ. Аслă Таяпари «Кристина» лавккара кĕçĕн çулхи арçын ача тавар туянчĕ. Аслашшĕ, пĕчĕкскере, пылак çимĕç тата хăйĕн валли сăра туянма тесе ывăç тулли вак укçа тыттарса янă. Арçын ачан савăнăçĕ куç тулли. Ăна урăх мĕн кирлĕ? Сутуçă вара, ăнланмасть-и, пĕлмест-и? Полици сотрудникĕ хутшăнман пулсан арçын ачана сăра кĕленчине алăран тыттарса яратчех вăл.

…Хальхи вăхăтра коронавируспа анчах мар, грипп, ОРВИ чирĕсемпе аптăракансем те кашни утăмрах. Сăмса-çăвара маскăсемпе хупласа çÿрени вара çак чирсенчен те сыхланине пĕлсе тăрар.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Оперативлă ушкăн Автотурти «Пирожок» киоскра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code