Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Саппас алăк ăçта-ши?

Саппас алăк ăçта-ши?

Суту-илÿ центрĕсем халăха темĕнпе те илĕртеççĕ. Кунта япала туянма, кино курма, кафере ларса пĕр-пĕринпе чунтан калаçма пулать…

«Тĕп хуламăрта пулнă май «МТВ-центр», «Мадагаскар», «Мега Молл» йышши пысăк суту-илÿ центрĕсене, халăх йышлă пухăнакан ытти вырăна кĕрсен эсир хăçан та пулсан хуралçăран саппас алăк е эвакуаци планĕ пирки ыйтса курнă-и?». Шăпах çакăн йышши ыйту парас килет хаçат вулаканĕсене. Мĕншĕн кирлĕ вĕсем пирки пĕлни?

«Инкек пулассине пĕлнĕ пулсан тÿшек сарнă пулăттăм», – теççĕ халăхра. Хушăран тĕнчери, çĕршыври тĕрлĕ кĕтесре теракт пулни, террористсем вăл е ку çурта ярса илни, пушар тухса халăх сиен тÿсни пирки илтетпĕр. Пирĕн республика ку енĕпе лăпкисен шутĕнче пулсан та асăрханулăхпа тимлĕх пирки нихăçан та манма юрамасть. Паллах, пысăк центрсенче видеокамерăсем ĕçлеççĕ, хурал йĕркелесси, иккĕленÿллĕ çынсене тĕрĕслесси йăлана кĕнĕ. Çапах та халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче пулнă чух пирĕн пурин те тимлĕ пулмалла. Кирек ăçта та хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан тÿрех полици пайне, учреждени е организаци ертÿçине, транспорт хатĕрĕ çинче пулсан водителе пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма, çывăхра карас телефонĕпе, радиоçыхăну хатĕрĕсемпе усă курма юраманнине асра тытăр.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code