Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уявсенче тимлĕ пулăр

Уявсенче тимлĕ пулăр

Коронавирус чирне пула кăçал ушкăнпа пухăнса Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене паллă тăвассине пăрахăçланă.

Çапах та çак уявсен вăхăтĕнче килте те тимлĕ, сыхă пулар. Праçниксем савăнăç анчах кÿччĕр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Чăрăшсене электричество çутипе, çуртасемпе, хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, мамăкпа, бенгали çуртисемпе илемлетме юрамасть, заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе ?вĕсем юсавлă пулччăр/ çеç усă курмалла. Ачасене пиротехникăпа, çунакан ытти хатĕрсемпе хăйсен тĕллĕн усă курма ирĕк памалла маррине те пĕлсе тăрар.

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене кирек хăш вăхăтра та пăхăнар, инкек вăхăтĕнче 01, карас телефонĕнчен 101 номерсемпе шăнкăравламаллине асра тытар.

Пĕрлехи дежурствăпа диспетчер службисенче «112» тытăм халăха тĕрлĕ инкек-синкеке сирме пулăшать.

Çак номерпе чрезвычайлă лару-тăрура /пушар тухсан, тĕрлĕ аварие лексен тата ытти те/ шăнкăравласан дежурнăй оператор инкеклĕ вырăна çийĕнчех васкавлă пулăшу машинине, полицие, пушар службине ярать. Асăннă номерпе SIM-карта ĕçлемесен те, карас телефонĕ çинче укçа çук чухне те шăнкăравлама пулать.

А.САЙКИН, С.САРДАЕВ, В.ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code