Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Фильм ÿкереççĕ

Фильм ÿкереççĕ

2021-мĕш çул Чăваш Енре Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çул пулĕ.

Çак сумлă та паллă çула халалласа «Чăвашкино» студийĕпе электронлă документсен патшалăх архивĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăхĕ çинчен документлă фильм ÿкерме пуçланă. Вăл вăхăтри чăн пурнăçа кăтартса парас тĕллевпе Етĕрне районĕнчи Ачак ялне суйласа илнĕ.

Ÿкерÿри йĕркелÿ ĕçĕсенче тата массовкăра фильма илем кĕртме Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Любовь Адюкова вĕрентекен, Елчĕк шкулĕнчи Мария Адюковăпа Илья Усанов вĕренекенсем те хутшăннă.

Фильмра Чăваш драма театрĕн паллă артисчĕсем Нина Яковлева, Оксана Драгунова, Эмилия Назарова, Сергей Павлов, Евгений Урдюков, Любовь Васильева тата ыттисем выляççĕ. Унăн премьери сенкер экран çине тухасса кĕтмелли анчах юлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code