Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 2021 çулхи тарифсем паллă

2021 çулхи тарифсем паллă

Декабрĕн 17-мĕшĕнче ЧР тарифсен службинче «Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн граждансен тÿлев виçи 2021 çулта улшăнасси çинчен» ыйтупа иртнĕ брифингра служба ертÿçи Надежда Колебанова тухса калаçнă.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çул валли муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн граждансен тÿлев виçин улшăнăвĕн чи пысăк индексĕсене çирĕплетнĕ.

– Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлев виçи çулталăкра пĕр хут – июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улшăнать, – тенĕ вăл. – Вăтам индекссене Чăваш Ен валли 2021 çулшăн 3,4 процент çирĕплетнĕ. Раççей Правительстви вĕсене 2021 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен чи нумаййи 2 процент унталла-кунталла улăштарма ирĕк парать. Çапла вара республикăри хăш-пĕр муниципалитетра коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн граждансен тÿлев виçин чи пысăк улшăнăвне 2021 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен индексăн 5,4 проценчĕпе чикĕленĕ.

Тÿлевĕн вăтам виçи коммуналлă пулăшу ĕçĕсен йышĕнчен тата ик компонентран – коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе калăпăшĕнчен, вĕсен тарифĕнчен килет. Пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтассипе, ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе, таса мар шыва юхтарса кăларассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕ ресурспа тивĕçтерекен кашни организацире тĕрлĕрен. Мĕншĕн тесен вăл технологи процесĕнчен, тивĕçлĕ оборудовани тата вăл кивелсе юрăхсăра тухни пурринчен, налук хумалли хăш йĕркене суйласа илнинчен, ресурсăн усăллă пайĕн калăпăшĕнчен тата ыт. те килет.

Пурăнмалли вырăна хутса ăшăтассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕн вăтам улшăнăвĕ 3,4 процентран ытла, хура шыв юхтарса кăларассин, вĕри тата сивĕ шывпа тивĕçтерессин улшăнăвĕ 3,9 процентран ытла пулмалла мар.

Регион операторĕ хытă каяш çаврăнăшне йĕркелессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕн вăтам улшăнăвĕ 3,4 процентпа танлашĕ.

2021 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен электроэнерги хакĕ пĕр киловатт-сехетшĕн хулара пурăнакансемшĕн 3 тенкĕ те 60 пус /12 пус ÿсет/, ял çыннисемшĕн 2 тенкĕ те 52 пус /8 пус хутшăнать/ пулать.

Халăха парса тăракан çут çанталăк газĕн хакĕ 2021 çулăн пĕрремĕш çурринче хальхи пекех – пĕр кубла метршăн 5 тенкĕ те 88 пус. 2021 çулăн иккĕмĕш çурринчен унăн кашни кубла метрĕ 6 тенкĕ те 6 пус пулассине палăртнă.

Хытă каяш çаврăнăшне йĕркелессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемшĕн 2021 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен хула çыннисемшĕн кашни уйăхра 64 тенкĕ те 89 пус /ÿсĕм 2 тенкĕ те 13 пус/, ялта пурăнакансемшĕн 51 тенкĕ те 71 пус /1 тенкĕ те 69 пус хутшăнать/ пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code