Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Халăх интересĕсене хÿтĕлеççĕ

Халăх интересĕсене хÿтĕлеççĕ

Прокуратура ĕçченĕн кунне районти прокуратура ĕçченĕсем тулли кăмăлпа, тивĕçлĕ ĕçпе кĕтсе илчĕç.

Тĕп вырăнта – гаждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хÿтĕлесси. 2020 çулта  прокуратура работникĕсем саккуна пăснă 1157 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă. Йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене пĕтерес тĕллевпе саккуна хирĕçле 151 нормативлă право актне хирĕçленĕ. Граждансен тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе суда 133 тавăç çитернĕ, 359 представлени тăратнă, прокурор йышăнăвĕпе 91 айăпçăна административлă майпа явап тыттарнă. Тĕпчекен органсене 3 материал тăратнă, вĕсем тăрăх 2 уголовнăй ĕç пуçарнă. Прокуратурăна пулăшу ыйтса пыракансен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать. Çакă халăх прокуратура ĕçченĕсене шаннине çирĕплетет. Пĕлтĕр ĕç укçине вăхăтра илеймен 95 ĕçченĕн заявленине пăхса тухнă май вĕсен прависене хÿтĕлесе 805 пин тенкĕ шыраса илнĕ, йĕркене пăснă ертÿçĕсене административлă майпа тата дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă .

Прокуратура ĕçченĕсем граждансен тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлес енĕпе пысăк яваплă пулнине яланах çирĕп туйса тăраççĕ. Коллектив çамрăк, вăл пурĕ 5 çынран – оперативлă 3 ĕçченрен тата специалистпа водительтен тăрать: Сергей Фирсов прокурор,  прокурор çумĕ Вячеслав Путяков, прокурор пулăшуçи – Михаил Турхин, Татьяна Тимофеева ертсе пыракан специалист тата Юрий Петров водитель.

Сергей Фирсов (Шупашкарта çуралнă) прокуратура тытăмĕнче 2000-мĕш çултанпа, Чăваш патшалăх университетĕнчи юридика факультетĕнчен вĕренсе тухнăранпа тăрăшать. Ĕç биографине следовательтен пуçланă, каярах аслă следователь, прокурор çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 2014-2019 çулсенче Муркаш районĕнче прокурор пулса тăрăшнă, 2019 çулта çак должноçпах пирĕн района куçарнă.

Вячеслав Путяков прокуратура тытăмĕнче 21-мĕш çул. Вăл та пĕлĕвне Чăваш патшалăх университетĕнчи юридика факультетĕнче туптанă. Патăрьелĕнчи  Анат Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕскер вĕреннĕ вăхăтрах тăван районĕнчи прокуратурăра 3 çул практикăра пулнă. Кунти прокурор пулăшуçи миравай судьян должноçне йышăннă чух хăйĕн вырăнне тин алла юрист дипломне илнĕ Вячеслав Путякова лартма сĕннĕ. Унăн çивĕч ăсне, пысăк яваплăхне тата пултарулăхне аслă наставник практика вăхăтĕнчех асăрханă. Ку должноçра Вячеслав Валерианович 19 çул ĕçленĕ, 2-мĕш çул районти прокуратурăра – прокурор çумĕ.

Михаил Турхин Улатăр хулинчен. Вăл шкул хыççăн  Саранскри коопераци университетĕнче вĕренсе юрист профессине алла илнĕ, пĕр çулталăк çурă Улатăрти прокуратурăра тăрăшнă, иккĕмĕш çул районти прокуратурăра прокурор пулăшуçинче вăй хурать.

Татьяна Тимофеева ертсе пыракан специалист вара Шăмăршă тăрăхĕнчен. 2015-2018 çулсенче вăл Шăмăршă районĕнчи прокуратурăра, 2018 çултанпа районти прокуратурăра специалистра тăрăшать.

Сотрудниксем Елчĕк тăрăхĕ лăпкă, халăхĕ сăпайлă та тараватлă, ĕçчен те тăрăшуллă пулнине, саккунсене тивĕçлипе пăхăннине палăртаççĕ.

Ĕçне кура – хисепĕ. Сергей Фирсова январĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Тĕп прокурорĕн И.Красновăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Раççей Федерацийĕн Прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа чысланă. Вячеслав Путяков вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Михаил Турхина тивĕçлĕ ĕçшĕн преми парса хавхалантарнă.

– Прокуратура сотрудникĕсене, çак тытăмра ырми-канми тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă мĕн пур ветерана уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунатăп, – тет кашнин ĕçне ырăпа палăртнă май  Сергей Александрович.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: районти прокуратурăн туслă коллективĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code