Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренÿ службăсене тĕрĕслерĕ

Вĕренÿ службăсене тĕрĕслерĕ

Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕ йĕркеленипе Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕнче пушара хирĕç кĕрешес тата инкеке лекнисене пулăшас енĕпе вĕренÿ иртнĕ.

Меропрятин тĕп тĕллевĕ – ăнсăртран пушар пулас пулсан инкеке сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем, спорт шкулĕнчи персонал хăйсен ĕçне мĕнле йĕркеленине тĕрĕслесси пулнă.

Медицина, полици, пушара хирĕç кĕрешекен, çул-йĕр, телефон тата Интернет çыхăнăвĕсен, газ, электричество сечĕн службисем вĕренÿ вăхăтĕнче хăйсен ĕç-хĕлне тĕрĕс йĕркелесе пынă, инкеке вăхăтра тата пысăк çухатусемсĕр сирме хатĕррине кăтартса панă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Е.Игнатьева сăн ÿкерчĕкĕнче: пушар хурал ĕçченĕсем «инкеке лекнисене» вăхăтлă çăлма пултарнине кăтартса панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code