Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чĕр нушаран сывă юлтăм…

Чĕр нушаран сывă юлтăм…

Хальччен хаçата çырса курманччĕ. КОВИДпа тертленсе куртăм та – чăтаймарăм. Питĕ асăрхаттарас килет ыттисене те.

Пирĕн, ялтисен, хамăра уяма нихăçан та вăхăт çук вĕт. Ялан таçта васкатпăр, ăшталанатпăр. Ĕç-пуç ырана юласран хăратпăр-и?

Эпĕ те ытлашши «харсăрлантăм» пулĕ çав. Кил таврашĕнче аппалансах ÿслĕк пуçланчĕ, ÿт температури хайхи 38,5-рен те иртрĕ. Вăй-хал çук, апат анмасть, юр та тĕксĕм пек. Ним интерес çук.

Пурпĕрех 3-мĕш кунхине кăна кайрăм-ха больницăна. Анализ пилĕк кунран паллă пулчĕ: «положительно» тенĕрен килтен васкавлă пулăшу машинипе Патăрьелне ăсатрĕç. Унта компьютер томографийĕ витĕр кăларчĕç, ÿпкесем самаях сиенленнĕ иккен манăн – 40 процент ытла.

Çийĕнчех вырттарчĕç. Ман пек 65-рисем çеç мар, 40-50 çулхисем те чылаййăн. Коридортах выртса тăма тиврĕ пулин те медперсонал ĕçĕпе кăмăллă юлтăм, пĕтĕм процедурăна вăхăтлă йĕркелерĕç. Ăшшăн калаçни те мĕне тăрать. Пенсионерка тесе тиркемерĕç.

Хамăн нушапа паллаштарса мĕн тесшĕн-ха? Сыхланакана Турă сыхлать, теççĕ. Роспотребнадзор ыйтнине, чăн та, хăнăхса çитнипе алă та сулатпăр-и хăш чух. Пÿлĕмсене уçăлтарассине, алăсене час-часах супăньпе çăвассине, антисептикпе усă курассине, маска тăхăнассине, социаллă дистанцие пăхăнассине никам та пăрахăçламан-ха. Тухтăрсем уйрăмах пыра тăварлă шывпа чÿхеме сĕнеççĕ.

Хăрушă чир хăçан, мĕнле çакланассине пĕлме хĕн. Хăвăра кăштах йывăр туйсанах больницăна кайма тăрăшăр. Кашни сехет хаклă ун пек чухне.

Больницăра та, кайран килте те уйрăм ĕçсене пурнăçлани кирлĕ. Кăкăрпа минтер çине выртма тăрăшăр – ÿпкесене пулăшать. Çурăм çинче выртассинчен хăтăлăр. Сывлăша темиçе хутчен тарăн сывласа илсе вĕрсе кăларăр. Тăтăшах вĕретнĕ шыв ĕçмелле. Чылай вăхăт мунча-душ кĕресси пирки те «манас» пулать. Йывăр ĕçлеме, шăнма юрамасть. Чи кирли – чун хавалне ан çухатăр.

Никама та сунмастăп эп çак нушана курма. Больницăран тухни виçĕ эрне иртрĕ пулин те, вăй-хал çав-çавах çук-ха. Халĕ çынсем хушшине тухса çÿреме те тăрăшмастăп. Сыхланăрах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code