Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Велочупу Елчĕк урлă

Велочупу Елчĕк урлă

Иртнĕ шăматкун Елчĕкри культурăпа кану паркĕнче янăракан илемлĕ юрă-кĕвĕ инçете-инçете саланчĕ. Сăлтавĕ те курăмлă: «Профсоюз ТВ» интерактивлă телеканал тата Раççейри тĕрлĕ отрасльсен профсоюзĕсем йĕркеленĕ «100 км – Потому чТо Вместе» велочупăва хутшăнакансем тараватлă Елчĕк çĕрĕ çинче чарăнаççĕ.

Профсоюз ялавĕсене вĕлкĕштерсе ярăнса çитнĕ велосипедистсене Тĕп лапамра район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, республикăри профсоюз организацийĕсен ертÿçисем, культура ĕçченĕсем кĕтсе илчĕç. Чăвашсен авалхи йăли-йĕркине тĕпе хурса хăнасем чи малтанах кăпăшка çăкăра астиврĕç, Комсомольскинчен килсе кăштах ывăннăскерсем киленсех килти техĕмлĕ те тутлă, алкогольсĕр сăрапа сăйланчĕç.

Велочупу кăçал иккĕмĕш хут иртрĕ. «Комсомольски – Елчĕк – Пăва» маршрутпа йĕркеленĕскере иртнĕ çул Чăваш тата Тутар автономи облаçĕсене йĕркеленĕренпе, ГОЭЛРО планне йышăннăранпа 100 çул çитнине тата РФ АПК профсоюзĕ 100 çул тултарнине халалланă пулсан, кăçал 100 çухрăмлă дистанцие 100 çын хутшăнса туслăн ярăнса тухасси тĕп вырăнта пулчĕ. Вĕсен йышĕнче «Профсоюз ТВ» тĕп редакторĕ, оргкомитетăн яваплă секретарĕ Сергей Драндров, «Пĕтĕм Раççейри Электропрофсоюз» организацийĕн председателĕн çумĕ Александр Мурушкин, Раççей Федерацийĕн вăрман отраслĕн ĕçченĕсен профсоюз председателĕ Денис Журавлев, Раççейри атом энергетикин ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕн çумĕ Юрий Борисов, Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕн çумĕ Михаил Андрочников… Туслă йыша кăçал Узбекистан делегацийĕ те хутшăннă. Çавăнпа та массăллă велочупу районсемпе республика хушшинче кăна мар, çĕршывсен шайĕнче иртрĕ тесен те йăнăш мар. Велоспорта юратакансем Каçал, Елчĕк тăрăхĕнче те сахаллăн мар. Калăпăр, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхне Александр Осипова сывă пурнăç йĕркине юратакансем хушшинче курма питĕ кăмăллă пулчĕ.

Профсоюз лидерĕсем район администрацийĕнче иртнĕ ĕçлĕ тĕл пулура профсоюзсен шухăш-тĕллевĕсем пирки калаçрĕç. Унтан велоспорта юратакансем Елчĕкри культурăпа кану паркĕпе тĕплĕн паллашрĕç, экспонатсем патĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

Сцена çинче Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсемпе воспитанникĕсем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Хăнасем хаваслă кĕвĕ ытамĕнче лараймарĕç курăнать, ташша та ячĕç. Кунтах Леонард Левый, «Профсоюз ТВ» тĕп редакторĕ Леонид Драндров, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Игорь Моляков физкультурăпа массăллă мероприятин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕç. Велосипедпа ярăнма кăмăллакансен тĕп тĕллевĕ – пурте пĕрле, пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса дистанцие парăнтарасси. Ку вăл мала тухассишĕн пыракан ăмăрту мар, кунта малтине те, кайрине те палăртмаççĕ. Колоннăн 100 километрлă дистанцие пĕр кунра парăнтармалла.

Кăштах каннă, транспорта тĕплĕн пăхса тĕрĕсленĕ, вĕри апат çинĕ хыççăн велосипедистсем малалла – Тутарстанăн Пăва хулине çул тытрĕç. Вĕсен йышне Елчĕкри Портновсен çемйи, Аслă Елчĕкри Николай Карамаликов хутшăнчĕç. Аслă Елчĕкри 67 çулхи Петр Петрушкин велосипедистсем çумне маларахах тăнă. Кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕ Петр Николаевич велоспорт енĕпе 1 разряда тивĕçнĕ. 1991 çулта Куйбышеври Грушински фестивалĕнче 270 çухрăма парăнтарнă вăл.

ХАКЛАВ

Анатолий Коршунов, «Чувашрессовпроф» пĕрлĕхĕн председателĕ:

– Профсоюзсен иккĕмĕш велочупăвĕ халăхсен туслăхне çирĕплетет. Ăçтан кăна хутшăнман! Тĕрлĕ отрасльте тăрăшакан спорт тусĕсем инçетри ял-хуласене тухса çÿресе кунти культурăпа, йăла-йĕркепе, ĕç-хĕлпе паллашни мĕне тăрать! Акă, сирĕн тăрăха илер. Кунта района, унта пурăнакан халăха лайăх пĕлекен, хăйне те лайăх паллакан Леонард Левый ертсе пырать. Ертÿçĕ вырăнтан, хăвăр çын пулни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Хамрăн çын вăл хамăршăн ытларах та, нумайрах та тăрăшать. Халăх та сирĕн тарават. Унччен те пĕрре мар пулнă-ха кунта. Елчĕксен харсăрлăхĕнчен, илеме чунпа туйнинчен, тирпейлĕхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Спорта пысăк тимлĕх уйăрни те савăнтарать.

Петр Петрушкин, спорт ветеранĕ:

– Иккĕмĕш хут хутшăнатăп ушкăнлă «100 км – Мĕншĕн тесен эпир Пĕрле» велочупăва. Пăвана çитме çăмăлах пулмарĕ. Çилĕ хирĕç вĕрчĕ, çапах дистанцие ăнăçлă парăнтартăм. Кÿршĕсем сывă пурнăçшăн тимлекенсене сумлăн кĕтсе илчĕç. Уяв программи те пуян пулчĕ. Велочупăва хутшăннине палăртса хăйне евĕрлĕ медаль пачĕç.

Велосипедистсен йышĕнче Саша ывăлăм та пулчĕ. Вăл Шупашкарти МЧСра 17 çул тăрăшать. Вĕсем хăйсен ĕçĕнчен пиллĕкĕн хутшăннă.

В.СМИРНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code