Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăсăклă проект

Кăсăклă проект

Йошкар-Ола хулинчи музейсем хушшинчи «Истоки. Рожденные на Волге» партнерла проектăн малаллахи программипе Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕ икĕ тапхăра хутшăнчĕ. «Этнопалитра Поволжья»: народный костюм» проектпа килĕшÿллĕн Атăлçи округне кĕрекен музейсенче пĕр харăс этнографи выставкисем уçăлчĕç. Хамăрăн курава «Асанне арчинчен» ят патăмăр. Республикăри анатри чăвашсен çи-пуçĕпе, тумтирĕпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр те ăна. Атăлçи округĕнче вырнаçнă 57 музей пирĕн тăрăхри çынсем мĕн тăхăннине интернетри «ВК» сайтри «Яльчикский народный музей» ятлă ушкăна кĕрсе паллашма пултарчĕç.

Проектăн виççĕмĕш тапхăрĕпе килĕшÿллĕн эпир çак ушкăна «Мир дому твоему: приветствие на родном языке» видео вырнаçтартăмăр.

Округри партнерсемпе çыхăнса тĕрлĕ конференцисене, чĕрĕ уроксене, акцисене, онлайн-уроксене хутшăнатпăр, ытти музейсен опычĕпе паллашса хамăрăн кулленхи ĕçе çĕнетес тесе тăрăшатпăр. Çулталăк хушшинче иртекен малаллахи ĕçсене те хутшăнас тĕллевлĕ эпир.

С.СТЕПАНОВА

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code