Чăваш Енре пурăнакансем çыхăну платформине 2 пин ытла çыру çырса янă. Çак платформа ĕçлеме пуçланăранпа вара 4 уйăх ытларах кăна иртнĕ. Елчĕк районĕнче çак тапхăрта 1 ыйту пулнă, вăл çул-йĕре юртан вăхăтра тасатса тăрассипе çыхăннă.
Платформăна халăхпа власть органĕсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелеме туса хунă. Ыйтусен пысăк пайне хуравланă. Çынсене ытларах автомобиль çулĕсен пахалăхĕпе, нумай хваттерлĕ çуртсен, картишсен, пурте усă куракан вырăнсенчи юсавлăхпа, социаллă пулăшупа тата сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусем пăшăрхантараççĕ.
Ыйтусене социаллă сетьсем, ĕç тăвакан власть органĕсем тата муниципалитет сайчĕсен, патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ тата унăн мобильлĕ приложенийĕ урлă яма пулать. Кунтах сăн ÿкерчĕксем те йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах ыйтăва пăхса тухса хурав панин утăмĕсемпе те паллашсах тăма пулать.
Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина асăннă çыхăну платформи кирек хăш çынна та хăйĕн ыйтăвне кĕске вăхăтрах кирлĕ ведомствăна çитерме май пани пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă.