Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ЧЭСК электрон сервисĕ: хăвăрт тата меллĕ

ЧЭСК электрон сервисĕ: хăвăрт тата меллĕ

Энергетиксен вырăнти власть ертÿçисемпе сÿтсе явмалли ыйтусем чылай. Чăваш энергосбыт компанийĕн районсен Патăрьелĕнчи пĕрлехи уйрăмĕн директорĕн Дмитрий Гавриловăн тата Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонард Левыйăн çак кунсенче иртнĕ тĕл пулăвĕнче те калаçу пĕрле тишкерсе татса памалли ыйтусем тавра пулнă.

Çав шутра – хĕллехи-çуркуннехи тапхăрти ĕç ыйтăвĕсем. Енсем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, муниципалитет территорийĕнче иртнĕ çулталăкра энерготытăм ĕçĕ пăсăлнă тĕслĕхсене шута илмен. Бюджет предприятийĕсен, тĕрлĕ харпăрлăхри организацисен электричествăшăн тÿлес енĕпе парăмсем çуккине те кăмăллăн палăртнă.

Тĕл пулура пăхса тухнă тепĕр тема – Чăваш энергосбыт компанийĕн дистанци сервисĕсене аталантарасси. Тĕслĕхрен, потребительсем квитанцисене электрон мелĕпе илсе тăма пуçласси.

– Çак сервиспа усă куракансем тÿлев шучĕсене хăйсен электрон почти урлă илеççĕ, «кивĕ» йĕркепе усă куракан клиентсем патне вара хут çине пичетлесе ăсатакан тÿлев докуменчĕ темиçе кун каярах тин çитет. Елчĕк районĕнче пурăнакансене электрон квитанци илмелли меллĕ сервиспа усă курма сĕнетпĕр, – тенĕ Дмитрий Гаврилов.

Леонард Левый Чăваш энергосбыт компанийĕнчен квитанцисене электрон мелĕпе йышăнма пуçламашкăн та ĕлкĕрнĕ иккен.

– Технологисен тĕлĕнмелле пысăк хăвăртлăхлă аталанăвĕн ĕмĕрĕнче вăхăтпа тан утмалла, – тенĕ Леонард Васильевич. – Мĕн пур тÿлев хутне электрон мелĕпе илни квитанцисене хăвăрт тÿлеме май парать, укçа-тенкĕпе çыхăннă пĕтĕм ĕç-пуçа куç умĕнче тытма пулăшать.

ЧЭСК пресс-служби.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code