Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленине Елчĕк районĕнчи ЯХПК председателĕнчен заявлени çитнĕ.
«Пирĕн ял тăрăхĕнчи хресчен /фермер/ хуçалăхĕ федерацин çĕр саккунне пăхăнмасть», – пĕлтернĕ вăл. Фермер усă куракан çĕр харпăрлăхçине пĕлтерме ыйтнă. Хуçи кам пулнине тата лаптăкпа саккуна пăсса усă курнине çирĕплетесси Россельхознадзор тивĕçĕ шутланман пирки управлени заявление федерацин «Раççей Федерацийĕн гражданĕсен çырăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке çинчен» 59-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн çÿлте палăртнă ыйтусене тишкерекен Росреестрăн Чăваш Енри управленине ярса панă.
ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Елчĕк районĕнче сухаланман-акман çĕр çук. Хуçалăхсем пĕр-пĕрин хушшинче уй-хире тахçанах пайланă, продукци ытларах илес тĕллевпе вăл е ку лаптăка тара илсе пысăклатаймаççĕ. Апла пулсан ытти районсенчен ыйтмалла – хăш-пĕр çĕрте çум курăк ашкăракан анасем те пур.