Чăваш Республикинчи студентсем IТ-профессисен шкулĕнче вĕренеççĕ. Çак программа Раççейри тăхăр регионта пурнăçланать, çав шутра – Чăваш Енре те.
Çамрăксем унта информаци технологийĕсемпе çыхăннă профессисене тÿлевсĕрех вĕренеççĕ.
– Пире IТ-кадрсем çитмеççĕ. Цифровизаци кĕçех пур отрасльте те пулĕ. Пирĕн тĕллев – республикăна ытти регион шайне çитересси кăна мар, вĕсенчен иртесси те. Çакна вăй-халĕ тапса тăракан, республика аталанăвĕшĕн тăрăшакан çамрăксемпе тăвайăпăр, – палăртнă ЧР информполитика министрĕ Кристина Майнина.