Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллев – çынсене пулăшасси

Тĕллев – çынсене пулăшасси

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр 30 çул ĕçсĕр тăрса юлнă тата патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ çынсене пулăшас тĕллеве пурнăçлать.

1991 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче ĕçсĕрлĕх центрĕ пысăк квалификациллĕ специалистсем пуçтарнинчен пуçăннă. Çак тапхăрта тухăçлă вăй хуракан, ĕç рынокĕнчи ыйтусене тивĕçлĕ те пĕлсе, оперативлă йĕркелесе пыракан тытăм йĕркеленнĕ.

Центрăн пĕрремĕш ертÿçи Николай Петров ?1991-1993 ç/ пулнă. Унтан коллектива Борис Крылов ?1993-2008/ ертсе пынă. 2008 çултан пуçласа паянхи кунччен тилхепене Марина Васильева тивĕçлипе тытса пырать.

2015 çулта Елчĕк ялĕнчи Октябрь урамĕнчи 13-мĕш çуртра ?центр адресĕ/ шалтан та, тул енчен те тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ. 2018 çулта «Доступная среда» программăпа килĕшÿллĕн центра кĕнĕ çĕрте сусăрсем усă курмалли хатĕрсем ăсталанă. Çавăн пекех япăх куракансем тата хăлха лайăх илтменнисем валли тĕрлĕ оборудованипе пуянланнă. Центрăн паллă пулăмĕсенчен пĕри – Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕ канашлусене вырăна тухса ирттерни. Унта хутшăнакансем патшалăх пулăшăвĕпе хăйсен уйрăм ĕçĕсене уçнă предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ.

Центрăн тĕп тĕллевĕ – клиентсене вăхăтра пур енлĕн пулăшасси, хăйсене килĕшекен ĕç вырăнĕсем тупса парасси. Тăрăшуллă специалистсем кашнине ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Шанăçпа килекен çынсен ыйтăвĕсене 4 çын татса парать. Пай начальникĕ – М.Васильева, ертсе пыракан инспекторсем – Е.Савинова, Т.Смирнова, Е.Пупина.

Коллектив туслă та харсăр. Килĕштерсе тăрăшнăран ĕç кал-кал пырать центрта.

Сăн ÿкерчĕкре: туслă коллектив.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code