Çуркунне – чĕрĕлÿ тапхăрĕ. Çулсеренех вăл пире çĕнĕ вăй, çĕнĕ шанчăк илсе килессе кĕтетпĕр. Майăн 1-мĕшĕнчи уяв вара ĕç çыннин пĕрлĕхне кăтартать.
Историрен çакă паллă. Маларах Раççейре майăн 1-мĕшне уявласси çирĕп йăлара пулман, вăл ют çĕршывсенчен килнĕ уяв. Хĕл тапхăрĕ хыççăн канас тесе ял çыннисем уй-хир ĕçĕсенчен пушансан каçсерен мĕн пур халăхпа пухăнса уявсем йĕркеленĕ. Хуласенче вара майăн 1-мĕшне пĕтĕм халăхпа пуçтарăнса Пĕрремĕш Петĕр патшан указĕпе килĕшÿллĕн уявлама пуçланă. Çак кун ярмăрккăсем йĕркеленĕ, ачасене ярăнса тата выляса савăнмалли хатĕрсем вырнаçтарнă, халăх чейпе тата пылак çимĕçсемпе сăйланнă, тÿремсенче лавккасем ĕçленĕ. Парксемпе таврари пĕчĕк вăрмансем уявра савăнакансемпе тулнă.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче революци юхăмĕ вăй илме пуçланă. Çĕршыври революционерсемпе социалистсем май пуçламăшĕнче заводсемпе фабрикăсенче ĕçлекен рабочисем ушкăнпа пуçтарăннă вырăнсенче хăйсен пухăвĕсене йĕркеленĕ, каярах вĕсене «Маевка» тенĕ.
Ĕç халăхĕн пĕрлĕхне палăртакан уява АПШра та паллă тунă. Коммунистсемпе социалистсем нумай халăха пуçтарса митингсемпе демонстрацисем йĕркеленĕ. Чикаго хулинче уйрăмах хастар пулнă вĕсем. Рабочисем хăйсен йывăр ĕçне çăмăллатма, ĕç кунне 8 сехет таран чакарма, хăйсене çын вырăнне хурса ирĕкĕсене хÿтĕлеме ыйтнă. Тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлеменни, талăкĕпе ĕçлесен те апат-çимĕç илмелĕх анчах шалу тÿлени хистенĕ вĕсене митинга тухма. Çак ушкăнсене салатса яма правительство полицин пысăк пайне явăçтарнă, иккĕмĕшсем демонстрантсен пысăк пайне персе вилмеллех амантнă. Çакăн хыççăн кунта правительство политикине хирĕçле юхăм вăй илнĕ. Демонстраци вăхăтĕнче вилнĕ юлташĕсене асăнса коммунистсемпе социалистсем терактсем ирттерме йышăну тунă, хăйсем тĕллĕн хатĕрленĕ сирпĕтмелли хатĕрсемпе усă курса вĕсем чылай чиновникпа полицейские вĕлернĕ. Терактсене хутшăннă çынсене арестленĕ, суд туса персе пăрахнă.
1889 çулта Парижра иртнĕ халăхсен хушшинчи конгресра майăн 1-мĕшĕн кунне «Пĕтĕм тĕнчери ĕç çыннисен пĕрлĕхĕн кунĕ» тесе уявласа ирттерме йышăннă. Пирĕн çĕршывра çак уява пуçласа 1889 çулта уявлани, демонстрацисем йĕркелени паллă. 1917 çулхи октябрь революцийĕ хыççăн вăл пысăк уява çаврăннă. «Мир! Ĕç! Май!», «Сывă пултăр Пĕрремĕш май!» тесе çырнă лозунгсемпе халăх демонстрацие тухнă, чечексем тата шарсем йăтнă ачисене те пĕрле илнĕ.
1992 çулта пирĕн çĕршывра майăн 1-мĕшĕн кунне «Çуркуннепе Ĕç уявĕ» тесе йышăнчĕç. Çак уява мĕнле ятпа улăштарсан та вăл пирĕншĕн кĕтнĕ, питĕ çутă та таса çурхи уяв пулса юлать. Пурнăç шав лайăх енне улшăнасса, ĕç çыннине хисеплесси яланах малти вырăнта тăрасса шанса тăратпăр.
Н.АЛЕКСАНДРОВ.
Çĕнĕ Арланкасси ялĕ.