Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мал ĕмĕтлĕ

Мал ĕмĕтлĕ

Хăйсен чун киленĕç ĕçне тупса йăпанакансем телейлĕ çынсем. Анатри Тимеш ялĕнче пурăнакан Сергей Петров фермера вĕсен шутне кĕртес килет.

52 çул каялла йышлă ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ вăл. Ултă ачаран 5-мĕш пулнă. Ашшĕ – Софрон Петрович – техникăна юратнипе палăрса тăнă. Вăл тăван хуçалăхра чылай çул трактористра, кайран тимĕрçĕре тăрăшнă. Мăшăрĕпе Валентинăпа шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕрĕсене ирттернĕ. Ĕçчен хĕрарăм тăван хуçалăхра дояркăра, конюхра тăрăшнă, ытти ĕç пурнăçланă. Сергей пĕчĕкренех вĕсемпе ĕçе хăнăхса çитĕннĕ. Шкулта 5-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах вăл колхоз лашисем валли курăк çулма çÿренĕ. 14 çула çитсен вара трактор çине ларса ашшĕне тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пулăшнă.

Сергей мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулнă, çуран чупма юратнă. Кашни кунах шкула каяс умĕн кÿршĕллĕ Тип Тимеш ялĕ çывăхĕнчи кÿлĕ патне чупса килнĕ. Район центрĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿреме те ĕлкĕрнĕ вăл. Йывăр атлетикăна кăмăлланăскер Николай Молоствов тренер патĕнче ăсталăхне туптанă. Велосипедпа ярăнма та ăста пулнă. Районта иртекен «Акатуйра» йĕркелекен велосипедистсен ăмăртăвĕнче 10 çухрăмлă дистанцире пĕрре анчах мар палăрса хаклă парнесене тивĕçнĕ.

Çамрăкранах ĕçпе пиçĕхнĕ 10-мĕш класс ачи 1986 çулта лаша кĕтĕвĕ кĕтнĕ. Çак çулах кĕркунне çамрăка Канашри ДОСААФ шкулне водителе вĕренме янă.

1987-1989 çулсенче хĕсметре пулнă. Малтанах çур çула яхăн Таджикистанра çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн ăна Афганистан Республикинчи Кабул хулине илсе каяççĕ. Вăл сывлăш десант çарĕсенче водитель-гранатометчик пулнă. 1989 çулта Совет çарĕсене Афган çĕрĕнчен илсе тухнă чух хăй çÿренĕ «Камаз» автомашинăна каялла Таджикистана çитерсе вырнаçтарса хăварма пÿрнĕ ăна. Унпа пĕрле пулнă 9 салтака самолетпа Беларуç çĕрĕ çине илсе кайнă – службăна малалла тăснă. Кунта Сергей Софроновича аслă водитель-инструктор пулса çамрăк салтаксене 3 уйăх «ГАЗ-66» автомашина çинче техника вăрттăнлăхĕсене вĕрентме шаннă.

Хĕрÿ вырăнта интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă салтак «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Çĕршыв тулашĕнче служба тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн» тата ытти медальсене тивĕçет.

Тăван яла таврăнсан 4 çул районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче вăй хурать ĕнерхи салтак. Вырăнти пысăк хуçалăх салансан Сергей предприниматель ĕçне пуçăнать. Малтанах пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене илсе ĕçе йĕркелеме пуçăннă тапхăрта нумай тар тăкма тивнĕ. Банк урлă кредит илсе трактор тата комбайн, ытти техника туянни çанă тавăрса ĕçлеме хистенĕ, çапла 10 çул хыçа юлнă. Паянхи кун фермер çĕр улми, тĕш тырă туса илет, хатĕр продукцие вырнаçтарассипе те тимлет. Сергее Полина мăшăрĕ, çемьеленсе ура çине тăнă ывăлĕсем пысăк пулăшу параççĕ. Хушма хуçалăха ăнăçлă ертсе пынă май Петровсем выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усраççĕ. Ĕçчен çемье ял çинче хисепре.

Вячеслав ЗАХАРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code