Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Утать салтак, утать…

Утать салтак, утать…

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Петр Тимофеевич Молодов Аслă Çĕнтерĕве халалласа ирттернĕ пĕрремĕш Çĕнтерÿ парачĕн участникĕ пулнă.

Петр 1904 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Елчĕк ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ – Татьянăпа Тимофей Молодовсем çирĕп хуçалăх тытса пыракан вăтам хресченсем пулнă. Коллективизаци тапхăрĕнче вĕсен çемйине кулаксен йышне кĕртсе Çĕпĕре янă. Ултă ачаллă çемье пĕр япаласăр тăван тăрăхран пĕлмен аякри вырăнсене тухса кайнă.

Вăрçă пуçлансан Молодовсем – Петр, Павел, Алексей, Борис çĕршыва хÿтĕлеме кар тăнă. Петр фронта 1941 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе каять. Кĕçĕн политрук должноçпа вăрçа кĕрет вăл, Пĕрремĕш Украина фрончĕн çарĕсен йышĕнче çапăçнăскер Польша витĕр тухнă, Сан, Висла юханшывĕсем урлă çапăçса каçнă, ирсĕр фашиста хăваласа унăн «йăвинех» çитнĕ. Одер, Нейск, Эльба тата ытти юханшывсемшĕн пынă çапăçусем ытла та хĕрÿ пулнине палăртнă.

1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ Площадьре Аслă Çĕнтерĕве халалланă парад иртнĕ. Унта хутшăнма вăрçă вĕçленнĕ çулсенче вăйра тăнă кашни фронтран пĕрлештернĕ полксем йĕркеленĕ тата хатĕрленĕ, вĕсене тĕрлĕ фронт командующийĕ ертсе пынă. Штурмлакан 154 гварди авиаци полкĕнчен Çĕнтерÿ парадне хутшăнма 5 çынна суйланă, вĕсен йышĕнче – полкăн парти организацийĕн секретарĕ Петр Молодов та пулнă.

– Мускава пире июнĕн 14-мĕшĕнчех илсе килчĕç, парада 10 кун хатĕрлентĕмĕр. Уяв умĕн 1 кун маларах кашнине çĕнĕ формăпа, хром атăпа тивĕçтерчĕç, – аса илнĕ I степень Отечествăлла вăрçă, 3 Хĕрлĕ Çăлтăр, «Хисеп Палли» орденсен, тĕрлĕ медальсен кавалерĕ Петр Тимофеевич.

Июнĕн 24-мĕшĕнче ирхине çанталăк ăмăр та çумăрлă тăнă. 10 сехетре И.В.Сталин Тĕп Главнокомандующи хушăвĕпе парада Георгий Жуков йышăннă, ăна Константин Рокоссовский маршал ертсе пынă. Парада В.И.Ленин мавзолейĕ умĕнчи трибуна çинчен И.В.Сталин, СССР тата РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕсем, наркомат ĕçченĕсем, культура деятелĕсем, Мускаври фабрикăсемпе заводсен рабочийĕсем тата ыттисем те сăнанă. Полксем хыççăн совет салтакĕсен пĕрлештернĕ колоннисем çапăçу хирĕнче тытса илнĕ фашист çарĕсен 200 штандарчĕпе ялавне усса Мавзолей умне пырса пăрахнă.

Парад хыççăн, июнĕн 25-27-мĕшĕсенче, вĕсен участникĕсене Мускав хулипе паллаштарнă.

Вăрçăран таврăнсан Петр Молодов капитан учитель ĕçне Куйбышев облаçĕнче малалла тăснă. Вăл 1997 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Л.МОЛОДОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code