Пятница, 14 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Типĕ курăка ан çунтарăр!

Типĕ курăка ан çунтарăр!

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура тĕрлĕ ыйту тишкерчĕç.

Леонард Левый малтанах Елчĕк районĕ 2020 çулхи пĕтĕмлетÿпе ĕç сыхлавĕ енĕпе йĕркеленĕ республикăри смотр-конкурсра çĕнтерсе I степень Диплома тивĕçнине, унта райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн экологĕн Эльвира Молоствован тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ.

Канашлу малалла кун йĕркине кĕртмен ыйтупа – пушар проблемипе тăсăлчĕ. Кун пирки каламасăр иртеймĕнех, мĕншĕн тесен «хĕрлĕ автан» алхаснă тĕслĕхсем кашнинех пăшăрхантарма кирлĕ. Хальхи вăхăтра вăл сиксе тухас хăрушлăх пушшех пысăк. Те çăмăлттайлăх, те явапсăрлăх темелле, ăссăрлăх тесен тĕрĕсрех пулĕ, типĕ курăкпа çÿп-çапа çунтарнинчен инкек кăларса тăратакансем йышланнă республикăра. Пирĕн районта та кунашкал тĕслĕхсĕр мар. Шăпах кăçалхи 8 пушартан 5-ĕшне çапла регистрациленĕ те. Юлашки синкерĕ, акă, çитĕннĕ çынранах тухнă. Юрать-ха пушар хуралĕн ĕçченĕсем вăхăтра çитсе ăна сарăлма паман. «Тирпей-илемçĕн» пĕчĕк ачаллă ăсĕнче профилактика витĕмĕ пулман-тăр çав.

Çанталăк питĕ шăрăх, çиллĕ тăнă кунсенче уйрăмах асăрханулăха ÿстермелле. Типĕ курăка ма çунтарас? Май пулсан пуçтарса тислĕклĕх хатĕрлесе хума та пулать, ан ÿркен çеç. Саккуна пĕлменнисене е ăна шута илес теменнисене вара тепĕр хут аса илтересшĕн: курăк çунтаракан е кăвайт чĕртекен уйрăм çынсене 2 пин тенкĕрен пуçласа 4 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене 15-30 пин, услам ĕçĕпе тимлекенсене 30-40 пин, юридици сăпачĕсене 200-400 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ака уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 127 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă режимне çирĕплетнĕ. Çавăнпа вăрмансене кĕме те чарнă. Пĕр шăрпăк пĕрчи мĕн пурнăç тăршшĕпе пухнă пурлăха кĕле çавăрма, çын кун-çулне те татма пултарнине манас марччĕ. Район историйĕнчи урамсем çуннă синкерлĕ пулăмсем халăхра манăçман-ха…

Канашлăва хутшăннă Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова инфекци чирĕсем, уйрăммăн илсен пневмони тата коронавирус пирки чарăнса тăчĕ. Ку – ытахальтен мар, мĕншĕн тесен районта лару-тăру питĕ çивĕч. Чирлекенсен йышĕ ÿсет çеç. Инфекци коллективсенче, çемьесенче, урамра сарăлать. Пĕтĕмпех çăмăлттайлăха пула.

Чирĕн çĕнĕ юхăмĕ те сисчĕвлентерме кирлех: вирусăн Инди тата Африка штамĕсем. Вĕсем пирĕн тăрăха çитмессе кам шантарĕ? Кусем вара 5-6 хут хăвăртрах сарăлаççĕ, вĕсемпе кĕрешесси те чылай кăткăсрах.

Хальлĕхе хăрушă амакран сыхланмалли чи лайăх тата шанчăклă мел – вакцинаци, анчах лав вырăнтан питĕ ерипен куçать. Асăннă мероприяти ирĕклĕ йĕркепе çыхăннă пулин те, унăн пĕлтерĕшне мала хуни кирлĕ. Тепĕр тесен, Роспотребнадзор требованийĕсене – хÿтлĕх мелĕсене пурнăçлама та «манса» пыратпăр та. Кăшăллă вирус вара юнашарах çÿрет, шÿтлемест…

Пултăран /борщевик/ та шÿтлемест. Хăй вăхăтĕнче выльăх апачĕ шутланнă ÿсен-тăран паян çын сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Наркăмăшлă çум курăк «ăратлăхĕ» Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче ытларах сарăлнă пулин те, укроп евĕрлĕскере урăх çĕрте те курма пулать. Хăш-пĕр регионсенче пултăран пурăнакан секторсене те ярса илнĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый наркăмăшлă культурăна тĕп тăвас тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тĕллевлĕ ĕçлеме хытарсах каларĕ. Çав шутра укçа-тенкĕпе çыхăннисене те.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов çураки ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code