Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Хăйне евĕрлĕ ĕç

Хăйне евĕрлĕ ĕç

Пирĕн ентеш, Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Владимир Галошев питĕ канăçсăр çын. Пултарулăх лаççинче çине-çинех тĕрлĕ ăс-хакăл çимĕçĕ хатĕрлесе кăларать: кĕнеке пичетлет, фильм ÿкерет, ÿкерчĕксем калăплать.

Нумаях пулмасть Чăваш наци библиотекинче унăн черетлĕ ăсталăх туприн – «Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен» кĕнекен хăтлавĕ иртнĕ. Унта хутшăннă çыравçăсемпе журналистсем, тĕпчевçĕсемпе вĕрентекенсем ĕçе пысăка хурса хакланă.

Владимир Петровичăн изданийĕ илемлĕ произведени мар, уроксенче, лекцисенче усă курмалли ăслăлăх материалĕ. Автор унта авалхипе пĕрлех хальхи фольклорпа сăмахлăха анлă çул панă. Çапла майпа вулакана иртнипе хальхине çыхăнтарса пуласлăха ăнтăлма йыхăрать. Алли пырать-ха та, кĕнекене питĕ илемлĕ, шеп калăпланă тата.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code