Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Кашни çĕнĕ «Кашни çĕнĕ кунпа савăнатăп»

«Кашни çĕнĕ «Кашни çĕнĕ кунпа савăнатăп»

Чăваш Тăрăмĕ ялĕнчи Васса Петровна Красновăпа районти ветерансен канашĕн черетлĕ ларăвĕнче паллашма тÿр килнĕччĕ. Пулаççĕ вĕт çавăн пек çынсем, тĕл пулмассерен тахçанах пĕлнĕ çын пек  ăшшăн-ăшшăн калаçса чĕрене уçса парас килет. 

Ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе, çынна пулăшас туртăмĕпе тыткăнларĕ пулĕ вăл мана. Ларусенче те ăна яланах ял шăпи пăшăрхантарни курăнатчĕ, халăх пурнăçне çăмăллатассипе çыхăннă тĕрлĕ ыйту хускататчĕ вăл час-часах.

Васса Краснова Чăваш Тăрăмĕнчи шкулта 37 çул вырăс чĕлхи учителĕ пулса ĕçленĕ. Çак тапхăрта нумай-нумай ачана паха пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăма, тивĕçлĕ професси, тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă. Вĕсен хушшинче учительсем, тухтăрсем, строительсем… Вĕренекенĕсем хаклă та юратнă учительне манмаççĕ, ун патне килсе те çÿреççĕ, уявсенче шăнкăравласа саламлама та манмаççĕ.

Çитĕнĕвĕсем те сахал мар педагогика ĕçĕн ветеранĕн. Ĕçленĕ вăхăтра чылай конкурс-тупăшăва, наукăпа практика конференцийĕсене хастар хутшăннă вăл, малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Васса Петровнăн Вĕрентекен çулталăкĕнче çырнă «Манăн шкул – манăн пурнăç» статйипе /ăна вăл учитель пурнăçне халалланă/ конкурса хутшăнса 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çак çулах районта вырăс чĕлхи учителĕсен хушшинче йĕркеленĕ сочиненисен конкурсĕнче те çĕнтерÿçĕ пулса тăнă харсăр педагог. 2008 çулта Раççей шайĕнчи «Лучший урок письма» конкурса хутшăнса лауреат ятне çĕнсе илет, çавăн пекех унăн вĕренекенĕ Т.Алексеева çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вăл çырма ăста пулни «Елчĕк ен» хаçатра пичетленекен статйисем урлă та лайăх курăнать.

Тăвай районĕнче çуралса ÿснĕ хĕр мĕн пĕчĕкрен учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Ашшĕ – Петр Федотович Мальцев – хĕр ачан шухăшне ырланă. Вăл сăвăсем çырнă, вĕсем район хаçатĕнче пичетленнĕ, «Хатĕр пул» тата «Тăван Атăл» журналсенче кун çути курнă. Амăшĕ те Римма Капитоновна питĕ ăслă пулнă, алă ĕç ăсти пулнипе палăрса тăнă: пир тĕртнĕ, чĕнтер çыхнă тата тĕрĕ тĕрлеме кăмăлланă. Анчах та иккĕшĕ те ачисенчен вăхăтсăр уйрăлса кайнă вĕсем. 

Ашшĕ-амăшĕнчен ир тăрса юлнă пĕр тăвансем вĕренсе çын пулма, пурнăç çулĕ çине çирĕп тăма ăнтăлнă. Шăллĕ Владимир Тăвайĕнче пурăнать. Валя йăмăкĕ те тăван ялтах тымар янă. Унăн хĕрĕ, Любовь Васильевна Фомкина, Елчĕкри тĕп больницăра медсестра пулса тăрăшать, Ромăпа Семен мăнукĕсем Елчĕк шкулĕнче пĕлÿ илеççĕ. Чи кĕçĕнни Вера Мальцева Красноярск хулинче тĕпленнĕ. Инвалид пулсан та спортпа туслă, Сочи тата Новосибирск хулисенче иртнĕ Раççей шайĕнчи ăмăртусене пĕрре анчах мар хутшăннă. Дартс, сĕтелçи теннис вăййисенче, йĕтре ывăтса призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Вăл амăшĕ пекех алă ăсти.

Васса Петровна ялти шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Канашри педучилищĕне вĕренме каять, пуçламăш классен учителĕ пулса тăрать. Хĕре направленипе районти Чăваш Тăрăмĕнчи шкула ĕçлеме яраççĕ. Çак çулах хĕр пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. 

Вĕренÿ ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн унăн пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакланă – вăл Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ, ĕç ветеранĕ. Хĕрарăм обществăлла ĕçе те, районта иртекен ăмăртусене те хастар хутшăнать, иртнĕ çул ветерансен хушшинче скандинави мелĕпе утас енĕпе йĕркеленĕ ăмăртура 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. 

Халĕ ĕнерхи учитель килĕнче пĕчченех пурăнать, хуçалăхра чăх-чĕп, хур-кăвакал усрать. Пахча çимĕç, чечексем нумай ÿстерет. Мăшăрĕ 2006 çулта пурнăçран уйрăлнă. 2 ывăлĕпе кинĕсем, мăнукĕсем унăн куç тулли савăнăçĕ. Аслă ывăлĕ Анатолий Ольга мăшăрĕпе Хусанта тымар янă – вĕсем икĕ хĕр ÿстереççĕ. Катя мăнукĕ архитектора вĕренет, Валерия – 10-мĕш класра. Николай ывăлĕпе Эльвира кинĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Вĕсен ачисем Никитăпа Настя – кадетсем.  Никита кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухать, вăл Чăваш Енри çамрăксен çарпа патриотла шырав отрячĕн хастар членĕ.
– Çĕнĕ кунпа, ирпе хĕвел йăл кулса тухнă самантпа, çут çанталăкăн кашни пулăмĕпе чун-чĕререн савăнатăп. Çакăн чухне анчах этем чунĕпе çамрăк та вăйлă юлать, – пĕлтерет Васса Краснова.

Л.ЗАЙЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code