Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçчен çынран ĕç хăрать

Ĕçчен çынран ĕç хăрать

Аслă Елчĕкри Эдуард Волков 5 çул каялла хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе янă. Ун чухне вăл тата çамрăк, 20-ре анчах пулнă. Çав вăхăтри унăн чун-чĕрин çирĕплĕхĕпе теветкеллĕхĕнчен юлташĕсем халĕ те тĕлĕнме пăрахман-ха. Тантăшĕ пуçĕпех çăмăл мар ĕçе кÿлĕннине, йывăрлăхсен умĕнче пуçне усма та шутламаннине, мал ĕмĕтпе çунатланнине курмаççĕ мар вĕсем.

Хальхи вăхăтра Эдуард 82 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курать. 62 гектарĕ – ял тăрăхĕн харпăрлăхĕнче шутланакан арендăна илнĕ, ытти – халăхăн пай çĕрĕсем. Асăннă лаптăксен ытларах пайне тĕш тырă культурисем йышăнаççĕ, 19 гектарне нумай çул ÿсекен курăксене çитĕнтерме, 13 гектарне хура пусă валли уйăрнă.

Çанталăк условийĕсене пăхмасăр, фермер кăçал та çур аки ĕçĕсене вăхăтра вĕçленĕ, майăн 9-мĕшĕ тĕлне унăн уй-хирĕсенче акăнман пĕр пусăм çĕр те юлман. Яваплă ĕçе пурнăçлама Николай Адюков механизатора шанса панă. Ашшĕ, Вячеслав Геннадьевич та, паллах, хĕрÿ вăхăтра килĕнче сахал пулнă – хиртен таврăнманпа пĕрех. Амăшĕ, Елизавета Николаевна та, ывăлĕпе мăшăрĕ çемье ырлăхĕшĕн лăш курмасăр вăй хунине ăнланса вĕсене пур енлĕн пулăшма, хавхалантарма тăрăшать. Ака-суха ĕçĕсене тума хутшăнакансене тутлă апатпа сăйлассине те Лиза пĕтĕмпех хăй çине илнĕ.

Ака вĕçленнĕ, анчах хресчен /фермер/ хуçалăхĕн хирĕсенче иртнĕ кунсенче те ĕç шавĕ лăпланмарĕ. Мĕн пур çĕрти пекех, кунта та ÿсен-тăрана çум курăкран, сăтăрçăсенчен, тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕлесе им-çам сапрĕç. Агрохими мероприятийĕсене шăрăх пĕçертнĕ е вĕçтерсе каясла çиллĕ çанталăкра пурнăçланин усси çук. Çакна тума меллĕ вăхăт тупмалла.

– Им-çам сапас ĕçе çилсĕр çанталăкра каç кÿлĕм, çĕрлехи вăхăтра йĕркелерĕмĕр, – тесе каласа кăтартрĕ Эдуард Волков.

…Хурт-хăмăр ĕрчетесси те уншăн чун ыйтнă ĕç. Çак ĕмĕт вара унăн чун-чĕринче мĕн ачаран тĕвĕленнĕ. Кукашшĕ, Николай Смолин, хурт-хăмăр ăсти пулнă-çке. Эдик 6-мĕш класра вĕреннĕ чухнех юратнă кукашшĕпе юнашар тăрса ылтăн хуртсене пăхнă, унпа пĕрле вĕллесем, çак ĕçре кирлĕ ытти хатĕрсене ăсталама хутшăннă. Николай Харитонович мăнукĕн хурт-хăмăр ĕçĕнче «алли çăмăл» пулнине ун чухнех ăнланса илнĕскер, Лиза хĕрĕн çемйине Эдик ячĕпе малтанласа пĕр вĕлле парнеленĕ. Ун хыççăн Волковсен килти хушма хуçалăхĕнче вĕллесен хисепĕ çулсерен ÿссе пынă. Эдуард вĕсене пурне те хăй пăхма тăрăшнă. Анчах çак кăткăс профессире пĕлменни те сахал мар пулнă. Кукашшĕ вилнĕ хыççăн ăна çак ĕçе лайăх пĕлекен специалист Петр Петрянкин нумай пулăшнă. Петр Степанович пурнăçран уйрăлса кайни те чылай çул ĕнтĕ, апла пулин те вăл пыл хурчĕсем çинчен каласа кăтартни, вĕрентни çамрăкăн асĕнчех.

Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтра та ытарайми çунатлă тусĕсенчен вăхăтлăха уйрăлма та пит кансĕр пулнă уншăн. Çавăнпа канмалли кунсенче кашни эрнере яла таврăннă. Халĕ те ир пуçласа каçченех пыл хурчĕсене сăнама пултарать вăл. Ав, кур: епле тăрăшса ĕçлеççĕ вĕсем чечексем çинче – апат пуçтараççĕ. Хăйсен йăвисенчен васкаса вĕçсе тухаççĕ те тулли тупăшпа таврăнаççĕ. Вĕлле вĕресе тăнăн туйăнать.

Вĕллесен çемйисем ÿссе пынă май пыл хурчĕсене утара куçарнă. Ялтан 6 çухрăмра вырнаçнă вăл. Унччен кĕтÿ çÿренĕ вырăн, халăх хушшинче ăна Çич çырма теççĕ. Утарта эпир те пулса куртăмăр. Самай пысăк территори, çывăхри лаптăкра пыл тăвакан чечексем – фацели, кăвак курăк /синяк/ акса хăварнă.

– Фацели кашни çул кăн-кăвак чечеке ларать. Хăйĕн илемĕпе, тутлă шăршипе тыткăнлать. Унта çунатлисем пĕр уйăха яхăн сĕрлеççĕ. Ирхине 7 сехетрен ĕçлеме пикенеççĕ те каçхине 9 сехетре тин саланаççĕ. Чи тĕлĕнмелли – вĕсем çумăрлă çанталăкра та фацели çине лараççĕ. Тепĕр чухне пĕр тĕм çинче 7-8 хурт йăраланнине те курма пулать. Фацели пылĕ çутă тĕслĕ, тутлă шăршăллă, техĕмлĕ. Унăн пылĕ, çăкаран илни пекех, чи лайăххи шутланать, – терĕ фермер. Пыл хурчĕсен пурнăçне лайăх пĕлнине унăн малаллахи сăмахĕсенчен те – пыл хурчĕсен ĕçлев органĕсем, ама хуртсем, сăрă хуртсем çинчен каласа кăтартнинчен те уççăнах пĕлме пулчĕ. Эдуард пыл хурчĕсен пурнăçĕпе çыхăннă кашни пулăма сăнама, асăрхама пĕлет. Вĕлле сассине итлет. Вăл вĕренĕ сас евĕрлĕ. Ку вăл пыл хурчĕсен кулленхи ĕç шавĕ. Вĕсем йăвара кунне-çĕрне пĕлмесĕр кирек мĕнле çанталăкра та пĕр чарăнмасăр ĕçлеççĕ. Пĕрисем ячейкăсене якатаççĕ, тасатаççĕ, теприсем личинкăсене тăрантараççĕ, виççĕмĕшĕсем карас тăваççĕ… Вăйлă çемьесен чарăна пĕлмен ĕç йĕрки çапла. Сасă тикĕс марри, йăван пĕр е тепĕр енче йынăшни илтĕнни çемье йĕркеллĕ маррине пĕлтерет. Вăл ÿпкелешнĕн, пулăшу ыйтнăн туйăнать. Амасăр, тăлăха юлнă çемьен сасси çавăн пек. Амасем юрлани вара уйрăмах каçхи шăплăхра уççăн илтĕнет. Çакă хурт-хăмăр пăхакана систерни пулать: ыран çĕнĕ çемье уйрăлать, ăна тытма хатĕрленмелле. Çăвăр хурт утарçа çывăрттармасть, вĕсем уйрăлас умĕн паллă параççĕ – вĕллере уçăмлă, татăклă сасă илтĕнет. Пыл хурчĕсен ытти сасăсем те нумай.

…Утартан аякра та мар самай анлă кÿлĕ сарăлса выртать, шывĕ вара тăрна куçĕ пек тăрă. Ăна та фермер хăй вăйĕпе пĕвеленĕ. Унта пулă /толстолобик, белый амур/ ĕрчетеççĕ. Хальлĕхе вăлча сапма пуçлайман-ха вĕсем.

Кирек хăш ÿсĕмри çынпа та пĕр чĕлхе тупма пултаракан, мал ĕмĕтлĕ çамрăкăн юлташĕсем те хăй пекех – харсăр, кирек хăш вăхăтра та пулăшу аллине тăсса пама хатĕрскерсем. Ашшĕпе амăшĕ енчи пĕр-пĕринпе туслă пурăнакан тăванĕсем /Волковсемпе Смолинсем/ кулленхи ĕçре пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ. Акă, иккĕмĕш çул – кĕркуннепе çуркунне юлташĕсемпе пĕрле тухса пĕве йĕри-тавра чăрăшсем лартса хăварни те ырă пуçару. Аслă Елчĕк ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Виталий Орехов вара утар территорине панулми йывăççисене лартас ĕçе йĕркелеме хирĕç пулманнине пĕлтернĕ. Эдуард Виталий Иванович шухăш-сĕнĕвĕпе тĕпрен килĕшет. Улмуççи хунавĕсене кăçалах лартса хăварма калаçса татăлнă. Йыснăшĕпе аппăшĕ – Илья Петровичпа Светлана Николаевна вара ăна вĕлле хурчĕсене пăхма пулăшаççĕ. Пĕччен пур çĕре те ĕлкĕрме йывăр-çке ăна.

…Малашне утар территорийĕ тата илĕртÿллĕрех пуласса пĕлсе тăрать Эдуард Волков. Унăн шухăшĕпе, утарта хурт-хăмăр тытни – активлă кану. Кунта тĕлĕнмелле илемлĕ çут çанталăк. Вĕллесенчен нимĕнпе танлаштарма çук сиплĕ сывлăш тухать. Çакă сывлăха çирĕплетет, ĕçлес пултарулăха ÿстерет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code