Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Редакцинче — лагере çÿрекенсем

Редакцинче — лагере çÿрекенсем

Районта 11 шкул çумĕнче кану лагерĕсем йĕркеленĕ. Унта 677 вĕренекен çÿрет. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи лагере 262 ача çÿреме кăмăл тунă. Вĕренекенсене 13
отряда уйăрнă. Кашнийĕнче 2-шер воспитатель. Ачасен канăвне усăллă та хаваслă ирттерес тĕллевпе шкулта анлă мероприятисен планне хатĕрленĕ. Кунне икĕ хутчен вĕри апат çинипе пĕрлех ачасем валли спорт, ăс-тăн вăййисем, экскурсисем йĕркелеççĕ. Районти паллă вырăнсемпе паллашнă май «Шнурики», «Хамелеон» ушкăнсем «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче те экскурсире пулчĕç, 90 çула яхăн тухса тăракан хаçат историйĕпе кăсăкланчĕç,
журналистсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçрĕç. 

Марина Журавлева педагог-воспитатель вара 2021 çулхи иккĕмĕш çур çул валли район хыпарçине
кăмăллăнах çырăнчĕ. Ачасем те ашшĕ-амăшĕ район хаçатне çырăнса илнине, хăйсем те юратса
вуланине палăртрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code