Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çур ĕмĕр ытла пĕр сукмакпа

Çур ĕмĕр ытла пĕр сукмакпа

Çÿçсем кĕмĕлленчĕç пулсан та
Çиçеççĕ куçсем пур пĕрех.
Çур ĕмĕр ытла пурăнсан та
Сÿнмест юрату – чĕререх.

Çак йĕркесем Виталипе Зинаида Александровсемшĕн çуралчĕç. Мăшăр çак кунсенче çемье чăмăртани 56 çул çитнине, Зинаидăн 75 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Çуркунне çуралнă юрату Виталипе Зинаидăна пĕтĕмпех хăй авăрне туртса илнĕ. Тавралăх шап-шурă çеçкере ларнă вăхăтра, пуçа çавăрса ямалла симпыл шăрши вĕçсе тăнă. Тĕнчене пĕр-пĕриншĕнех килнĕ хĕрпе каччă хăйсене юмахри евĕр туйнă. Сенкер тÿпе пек хитре куçлă каччă асĕнчен самантлăха та тухман. Водительте ĕçлекен Аслă Пăла Тимеш каччи Кавал ферминче дояркăра тăрăшакан хĕрпе час-часах тĕл пулу шыранă. Савнă хĕрĕсĕр пурăнма пултарайман каччă, ашшĕ-амăшĕ ирĕк панă хыççăн, мăшăр пулма Зинаидăна илсе кĕнĕ. Туй-çăнăхта иртнĕ хыççăн çамрăк кине ялти фермăра дояркăра ĕçлеме сĕнеççĕ. Хаваспах килĕшнĕ вăл. Килте ватăсем пулни мăшăра ача-пăча çуратса ÿстерме çăмăллăх парать. Кĕтнĕ пĕрремĕш ача Юрий çĕр çине килет. Ун хыççăн мăкăнь пек хитре хĕрсем – Галя, Аля, Валя, Марина çуралаççĕ. Ялта участокри больницăна уçсан Виталий Александровича васкавлă пулăшу машинине шанса параççĕ. Зинаида Васильевнăна повара лартаççĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшать мăшăр кунта.

Пархатарлă ĕçсемшĕн иккĕшĕ те Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем илме тивĕç пулаççĕ. «Ĕç ветеранĕ» медальпе чыспа сум илеççĕ. Ял çинче пĕр сас-хура кăлармасăр ватăсемпе пурăнаççĕ. Вĕсене ку тĕнчерен уйрăличченех канлĕ ватлăх туса параççĕ Виталипе Зинаида.

«Ват çын пехилĕ пурнăçа тăсать, ăнăçлăх кÿрет», – тенĕ авалхи çынсем. Çав пехиле илме тивĕç пулнă, ачисен пурнăçне кĕртме пултарнă ăслă мăшăр.

Александровсен ачисемпе мăнукĕсем паянхи пурнăçпа тан утса пыракан çынсем.

Самана улшăнăвне хăвăрт тавçăрса илнĕ Юрий халăхран сĕт пуçтарас ĕçе йĕркелесе ярать. Йывăрлăхсене çĕнтерсе хăйĕн ĕмĕт-тĕллевне тивĕçлĕ шая лартать. 11 çынна ĕç вырăнĕ йĕркелесе парать Юрий Витальевич. Ял халăхĕн çĕр пайĕсене илсе нумай çул ÿсекен курăксем акса ÿстерме тытăнать. Чăваш ял хуçалăх академине пĕтерсе килнĕ Денис ывăлĕ ку ĕçе хăй çине илет. Апат çителĕклĕ пулсан выльăх-чĕрлĕх усрама май пуррине ăнланса бизнес-план хатĕрлесе патшалăх уйăракан тĕллевлĕ укçана – 1 миллион та 100 пин тенкĕ – илме тивĕçет. Пушă лавкка-склада илсе выльăх усрамалли условисем йĕркелет, ăратлă сурăхсем ĕрчетме тытăнать. Çамрăк специалист ĕçе пĕлсе йĕркелесе пырать. Ял пурнăçне юратнăран çемье чăмăртаса мăшăрне те тăван кĕтесе илсе килчĕ. Кĕçĕн ывăлĕ те тетĕшĕн çулĕпех кайрĕ. Сергей ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухрĕ. Аллине диплом илчĕ. Иккĕмĕш аслă пĕлÿ илес шутпа юриста вĕренме тĕллев лартрĕ. Мăшăрне те ялтан суйласа илчĕ.

Юрий Витальевичăн мăшăрĕ Лариса пăрчăкан пек чĕрĕскер, чĕкеç пек ĕçченскер, ларма-тăма пĕлмест. Районти тĕп больницăра шăл техникĕнче тăрăшаканскер мĕн чухлĕ çынна хитре шăлсем туса паман-ши? Çав вăхăтрах лавкка уçса унти ĕçе йĕркелесе пыма мехел çитерет. Тирпей-илем, хитрелĕх, çĕр çинчи чи илемлĕ чечексем Лариса аллисем витĕр тухаççĕ тесен те йăнăш мар. Ыттисем валли те, чиркÿ картишĕнче лартма та тĕрлĕ тĕслĕ чечексем акса ÿстерсе парать. Хăтлă çурт умĕнчи пахчари илеме курсан куç-пуç алчăраса каять.

Александровсен хĕрĕсем пурте аслă пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăчĕç. Галина тухтăр. Мăшăрĕ строительство компанине ертсе пырать. Икĕ хĕрĕ те унтах тăрăшаççĕ. Аля «Водоканалра» лаборатори заведующийĕ. Мăшăрĕ те унтах, инженер тивĕçĕсене пурнăçлать. Вĕсен ывăлĕ Эдуард Шупашкар хула администрацийĕнче ĕçлет. Женя ывăлĕ аслă пĕлÿ илме хатĕрленет.

Валя мăшăрĕпе – Андрей Васильевпа – «Энтепе» хуçалăха тухăçлă ĕçлеттерессишĕн ăнтăлаççĕ. Вĕсен тĕпренчĕкĕсем те малашлăха çивĕч куçсемпе пăхаççĕ. Дима строительсен бригадине ертсе пырать. Артем «Энтепере» ашшĕн сылтăм алли, пĕтĕм ĕçре пулăшу пама тăрăшать.

Кĕçĕн хĕрĕ Марина аслă пĕлÿ илнĕ. Министерствăра социаллă ыйтусене татса паракан пайра тăрăшать. Ял каччипе çемье çавăрнă. Мăшăрĕ, Алексей Михайловский, Шупашкарти кирпĕч заводĕнчи тĕп ĕçсенчен пĕрне пурнăçлать.

Виталий Александровичпа Зинаида Васильевна хăйсен ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе ачисемшĕн кăна мар, мăнукĕсемшĕн те чи ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Халĕ 5 ачи мăшăрĕсемпе, 9 мăнукĕ, 4 кĕçĕн мăнукĕ вĕсен ватлăхне илем кÿреççĕ. Уяв кĕрекинче кил-çурт хаваслă шавпа тулать. Ача-пăча кулли янраса тăнă чухне чун-чĕре çĕкленÿпе тулать ватăсен.

Ĕçсĕр ларма пултарайман кĕмĕл çÿçлĕ мăшăр паян та выльăх-чĕрлĕх пăхса ÿстерет. Картишĕнче 100-шер чăх-чĕп, кăркка, хурсем, витере – сыснасем. Ачисене кучченеçсĕр кăларса яма хăнăхман ÿркенмен, юратупа пурăнакан ватăсем. Мĕнех, малашне те çаплах пултăр.

З.ПОРТНОВА,
ялти ветерансен канашĕн ертÿçи.

Сăн ÿкерчĕкре: Александровсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code