Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тумхахлă çулсем

Тумхахлă çулсем

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче МТС /машинăпа трактор станцийĕ/ йĕркеленĕренпе 80 çул çитрĕ. Çакна асра тытса тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ ятлă пулнă предприяти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен маларах «Елчĕк ен» хаçатра чылай автор çырса кăтартнипе паллашма тÿр килчĕ. Манра та хăш-пĕр шухăшсем çуралчĕç. Мĕншĕн тесен 1996-2001 çулсенче манăн та кунта ертÿçĕ пулса ĕçлеме тÿр килчĕ. Елчĕкри «Сельхозтехника» пĕрлешÿре юлашки çулсенче вăй хунă çынсен ĕçне пысăка хурса хаклани, вĕсем предприятие сыхласа хăварас тĕлĕшпе нумай вăй хуни çинчен каласа кăтартас тĕллев тытни те алла ручка тытма хистерĕ.

…1996 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче пирĕн кил умне районти ял хуçалăх управленийĕн çăмăл автомашини çитсе чарăнчĕ. Владимир Аркадьевич Скворцов водительне мана илме янă. Кайран тин çакна пĕлтĕм: мана Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕн директорĕ пулма çирĕплетесшĕн. Паянах коллективпа тĕл пуласси – пуху пухасси пирки пĕлтерчĕç. Виççĕн: район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Молоствов, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Владимир Скворцов тата эпĕ вырăна çитрĕмĕр. Эпир çитнĕ çĕре кантурăн пысăк пÿлĕмне кунта ĕçлекенсем йышлăн пухăннă. Пухура пăхса тухмалли ыйту пĕрре – директора суйласси. 120 ытла çынран тăракан коллектив, пĕр шухăшлă пулса, мана директор пулма шанчĕ. Предприятире ĕçлекенсенчен чылайăшĕ мана малтанах лайăх пĕлнĕ ĕнтĕ, палланă.

Тĕлĕкри пек пулса иртрĕ, пĕрре те шутламан, кĕтмен-туман çĕртен пуçлăх пурнăçĕ пуçланса кайрĕ. Тепĕр кунне участок ертÿçисемпе, предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тытăнтăм. Чăнах та, савăнмалли нимĕн те çук – предприяти юхăннă. Лава вырăнтан хускатас, ĕçе кăштах та пулин йĕркелесе ярас тĕллевпе çакăн пек шухăш патне килсе тухрăмăр: предприятие эрнере 4 кун ĕçлемелле тăвас, сутăнман продукцие складсене вырнаçтарас, предприятин çулталăкри отчетне кĕске вăхăтра туса хатĕрлес.

Бухгалтери служби отчет ĕçĕсене палăртнă вăхăт тĕлне вĕçлерĕ. Ăна тишкерес пулсан, мĕн пур енĕпе парăмсем анчах курăнса тăраççĕ: тĕрлĕ шайри налуксем, электроэнергишĕн, хутса ăшăтнăшăн тÿлемен… Ун чухне котельнăй коммунхоз çинче шутланнă. Предприяти ĕçлекенсене ĕç укçипе тивĕçтерессипе те пысăк йывăрлăхра. Пĕр сăмахпа, 1995 çула тăкакпа вĕçленĕ. Çулталăк отчетне пăхса тухма пуху пуçтартăмăр. Лару-тăру çăмăл маррине кура ĕçрен хăйсен ирĕкĕпе пăрахса каякансем те нумаййăн пулчĕç. Хăшĕсем Мускав хулине, теприсем ытти региона туха-туха кайрĕç. Предприятире электроэнергие перекетлес енĕпе ĕçлекен комисси те йĕркелеме тиврĕ. Тăкак кÿрекен электролинисене татрăмăр. 5-6 точкăра «междугородний» телефонсене те кăлартăмăр. 3 уйăхран ĕç кăтартăвĕсене тишкертĕмĕр. Çак тапхăрта пирĕн пата пĕр клиент анчах килчĕ. Канаш районĕнчи Сиккассинчи вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенпе пĕр трактор двигательне хăмапа улăштартăмăр.

Пенсие тухма 2 çул тăрса юлнă çынсем ĕçрен пăрахса кайма пуçланине те аса илсе хăварас килет. Çак пулăма директорăн суту-илÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Петр Арсентьевич Жирнов пуçласа ячĕ. Ман енчен вара нимĕнле хистев, хĕсĕрлÿ те пулман.

Çур аки умĕн заказ нумайланчĕ. Анчах пурнăçланă ĕçсемшĕн тÿлеме никамăн та укçа çук. Укçа вырăнне пурте бартерпа – тĕрлĕрен таварсемпе анчах татăлма пултараççĕ. Çĕршывĕпех çак йĕрке вăя кĕчĕ. Укçапа çыхăннă хутшăнусем пулманран нумай предприяти-организаци кризиса кĕрсе ÿкрĕ. Хамăр районти хуçалăхсене кивçенле, кĕркунне татăлас шутпа пулăшма пуçларăмăр. Шупашкарти агрегат, «Чăвашкабель», «Текстильмаш» заводсемпе çыхăну турăмăр. Вĕсем хăйсем патĕнче туса кăларакан продукцие пире пама тытăнчĕç. Çапла ытти хуласенчи заводсемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме пуçларăмăр. Çав вăхăтрах иртнĕ çулсенче пирĕн умра парăмра юлнă колхозсемпе, юлнă парăмсене тĕрĕслесе шута илес тĕллевпе, «сверка» тума тытăнтăмăр.

Елчĕк ял администрацийĕнчен 30 гектар ытла çĕр лаптăкĕ арендăна илтĕмĕр. Унта акса çитĕнтернĕ тырра предприятире ĕçлекен çынсене тÿлевсĕр валеçсе патăмăр. Çакă çынсене хавхалантарчĕ, паллах.

Ноябрь уйăхĕнчен тытăнса клиентсем каллех сахалланчĕç. Çак тапхăрта предприятие парăмлă колхозсенчен вĕсен продукцине илсе хамăр парăмсемпе татăлтăмăр. Çапла ĕçлесе Канаш хулин элеваторне 300 тонна ытла тырă леçрĕмĕр. Унта çăнăх авăртса ăна Шупашкарти иккĕмĕш номерлĕ çăкăр заводне сутрăмăр.

Кашни виçĕ уйăхра ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухасси коллективра йĕркене кĕчĕ. Хамăр районти «Чăвашъенкрахмал» заводпа та килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Çакăншăн Кудряшовсене – ашшĕпе ывăлне – Сергей Александровичпа Александр Сергеевича пысăк тав.

Предприяти çĕрĕ çинче вĕрене йывăçĕ хунаса кайнăччĕ. Ăна çу каçипех тасатрăмăр, экскаваторпа тĕпрен кăкларăмăр. Çулталăка та тупăшлă вĕçлерĕмĕр. 1996 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илме хатĕрленсе пысăк елка капăрлатрăмăр, кашни ĕçлекен парнене тивĕçрĕ. Çакă рабочисен кăмăл-туйăмне аванах улăштарчĕ. Çынсем ĕçрен пăрахса кайма чарăнчĕç. Аталану тапхăрĕ пуçланчĕ теме те пулчĕ çакна. 1996 çулта лавкка уçрăмăр, аш-какай тĕтĕмлекен цех хута ятăмăр. Цех ĕçленин усси пысăк пулчĕ, çакă рабочисене ĕç укçине вăхăтра татса пыма май пачĕ. Тĕтĕмленĕ аш-пăша ĕç укçи вырăнне рабочисене панă пек туса çыратпăр та продукцие Шупашкарти лавккасене сутма паратпăр. Сутăннă аш-какай укçине ĕçлекенсене валеçсе паратпăр. Ирĕксĕртен çакăн пек мелсемпе усă курма тивнĕ. Мĕншĕн тесен кассăна пырса кĕнĕ укçа-тенке налук инспекцийĕн ĕçченĕсем туххăмрах туртса илме пултарнă-çке.

Предприяти вăйĕпе ГСМ складне те йĕркене кĕртме пултартăмăр. Бензин, дизтопливо заправкине те çĕнетрĕмĕр. Вуншар завод-организаципе килĕшÿсем туса суту-илÿ ĕçне йĕркелесе ятăмăр. Хамăра кирлĕ тракторсен двигателĕсене, ытти техникăна юсанă чухне кирлĕ пулакан запаслă пайсене тĕрлĕ çĕртен туянма пултартăмăр. Çапла эпир 1997 çула «утса» кĕтĕмĕр. Елчĕкри коммунхоз юсав мастерскойĕн цехĕсенче 20 градус ăшă тытса тăнă тесе пире 36 миллион тенкĕлĕх счет тăратрĕ. Çакна пурте хирĕçлерĕç, рабочисемпе инженерсем мастерскойри ăшăтакан пăрăхсем 8-10 градусран ăшă тытса тăма пултарайманнине çирĕплетсе каларĕç. Укçана çилпе вĕçтерес мар тесе, коллектив пĕр шухăшлă пулса, предприятин унчченхи котельнăйне хута ярасси пирки сăмах хускатрĕ. Март уйăхĕнче юсав мастерскойĕнчи ăшăтакан тытăмри шыва юхтарса кăлартăмăр, ун хыççăнах ăшăтмалли хурансене вырнаçтарма тытăнтăмăр. Апрель уйăхĕ тĕлне ăшăтакан 2 хурана та пуçтарса-вырнаçтарса лартрăмăр. Кăмрăк та кирлĕ-çке. Çак ыйтупа Николай Баранов инженера Воркута хулине командировкăна кăларса ятăмăр. Пирĕн вĕсем патне çĕр улми ăсатмалла, вĕсем вара çĕр кăмрăкĕ памалла килĕшсе таврăнчĕ вăл.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code