Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Экзаменсем йĕркеллĕ иртнĕ

Экзаменсем йĕркеллĕ иртнĕ

Шкулсенче экзаменсем вĕçленчĕç – вĕсен кăтартăвĕсем начар мар. 11 классем 110, 9-мĕшсем 158 яшпа хĕр экзамен тытнă.

Тĕрĕслевсем çирĕп иртнĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. Ку енĕпе маларах тĕплĕ калаçусем ирттерни вырăнлă пулни курăнчĕ.

Аса илтеретпĕр, йĕркене пăснисем хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе экзаменсене çитес çул кăна тытма пултарĕччĕç, ытти предметпа – кĕркунне.

Аслă вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕме шутламан 17 ача патшалăхăн вăтам шкултан вĕренсе тухмалли экзаменсене вырăс чĕлхипе тата математикăпа кăна тытнă. Хăйсен пĕлĕвне малалла аслă шкулта ÿстерес текенсем алла аттестат илме патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене вырăс чĕлхипе тата вĕренме кĕме кирлĕ предметсемпе тытрĕç. ППЭ тытма 93 вĕренекен хутшăнчĕ. Пурте алла аттестат илнĕ. 16 вĕренекен медале тивĕçнĕ.

Кăтартусене илес пулсан, ППЭсенче 100 балл пухнисем çук пулсан та, пысăк балл илнисем пурри, медалистсем хăйсен кăтартăвĕсене çирĕплетсе пама пултарни савăнтарать. Акă, вырăс чĕлхипе 52 çын 70-98 балл пухма пултарнă /математикăпа 24, историпе 3, физикăпа 3, обществознанипе 14, химипе 3, биологипе 4/.

Чи пысăк вăтам балл районта вырăс чĕлхипе – 67,7 /историпе – 65,5; математикăпа – 63,8/. Пысăк тавра курăмĕпе, çивĕч ăс-тăнĕпе палăрнисем те сахаллăн мар. Акă, Анастасия Сусметова вырăс чĕлхипе 98, химипе 90 балл, Тамара Павлова вырăс чĕлхипе 94, обществознанипе 92 балл, Наталья Мусалова /Елчĕк/ вырăс чĕлхипе 94, химипе 86 балл пухнă. Çавăн пекех Аслă Елчĕкри Данил Петров математикăпа 90 балл, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Данил Ловкин физикăпа 95, математикăпа 84, вырăс чĕлхипе 86, информатикăпа 85 балл, Елчĕкри Наталья Родионова вырăс чĕлхипе 98, Елчĕкри Софья Дружининăпа Курнавăшри Татьяна Мясникова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Леонид Яшин вырăс чĕлхипе 96-шар, Елчĕкри Екатерина Колсанова вырăс чĕлхипе 94 балл пухма пултарнă.

Кăçал 9 класран вĕренсе тухакансем вырăс чĕлхипе тата математикăпа патшалăх тĕп экзаменĕсем тытнă. Вĕсем май уйăхĕн вĕçĕнче иртрĕç. Ачасем хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе тĕрĕслев ĕçĕ çырнă.

Икĕ экзамена та «5» паллăлăх тытнисен йышĕнче: Анастасия Дмитриева /Лаш Таяпа/, Антон Иванов /Кушкă/, Святослав Сергеев /Елчĕк/.

Икĕ экзамена «2» паллăлăх е резерв кунĕнче те тепĕр хутчен «2» паллă илнисем валли сентябрьте хушма тапхăр йĕркелĕç.

Е.НИКИФОРОВА,
райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code