Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чир çулне пĕрлехи вăйпа пÿлер

Чир çулне пĕрлехи вăйпа пÿлер

Коронавирус чирĕ анлă сарăлнă вăхăтра унран хăтăлмалли пĕртен-пĕр мел вăл – вакцинаци туни. Çакăн пирки Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсем ыйту-хурав мелĕпе ăнлантарса панисене вулакансене паллаштаратпăр.

– Вирусран хăтăлмалли мел вакцина кăна-ши?

– Çапла, вакцина чиртен хÿтĕленмелли пĕртен-пĕр мел. Енчен те прививка тутарнă çын коронавируспа чирлесен те ăна çăмăлрах ирттерме пултарĕ.

– Апла пулсан, хăш вакцинăпа усă курмалла? Вĕсенчен хăшĕ лайăхрах?

– Раççейре регистрациленĕ пур вакцина та /Гам-Ковид-Вак /«Спутник» суту-илÿ марки/, «ЭпиВакКорона» тата «КовиВак»/ хăрушсăр тата шанчăклă. Хăш препаратпа прививка тума май пур, çавна тутармалла. Вăраха кайнă чирсемпе нушаланакан çынсене вара вакцинăна суйласа илме тухтăрсем пулăшаççĕ.

– Коронавируспа маларах чирленисен прививка тумалла-и?

– Паллах. Çак чиртен сывалнисен вируса хирĕçле иммунитет йĕркеленет пулин те, анчах вăл мĕн вăхăтчен çынна чиртен сыхлама пултарнине хальлĕхе никам та тĕрĕс палăртман. Вакцина вара шанчăклă хÿтĕлев. Чирленĕ хыççăн темиçе уйăхранах прививка тума сĕнеççĕ.

– КОВИД-19тан тăвакан вакцинăсем ДНКна кĕме пултараççĕ-и?

– Çук, çак вируспа кĕрешмелли вакцинăсем ДНК çине витĕм кÿмеççĕ. Вакцинăсем ÿт-пĕвĕн иммун клеткисене коронавирусăн генетика пайĕсемпе «паллаштараççĕ», вĕсем ăна астуса юлаççĕ, вирусран сыхланмалли антителăсем хатĕрлеме пуçлаççĕ.

– Вирус улшăнса тăрать. Вакцинăсем вирусăн çĕнĕ тĕсĕсене хирĕç кĕрешеççĕ-и?

– Пĕтĕм тĕнчери экспертсем вирусăн çĕнĕ тĕсĕсем вăл хăйне мĕнле тытасси, вăл шутра вакцинăсен тухăçлăхĕ çине витĕм кÿнине тăтăшах тĕпчеççĕ. Чир е эпидеми ĕç-хĕлне витĕм кÿме пултаракан патогенсен палăрмалла улшăнăвне хальлĕхе тупса палăртман. Вакцинăсенчен хăшĕ-пĕри вирусăн пĕр е темиçе тĕсĕпе кĕрешме пултарайманнине çирĕплетсе парсан вĕсенчен хÿтĕленмелли вакцина тытăмне улăштарма пулать.

Çак вăхăтрах прививка тăвасси тата вируса сарăлма парас мар тесе мерăсем йышăнни пĕлтерĕшлĕ. Çакă пĕтĕмпех вирус улшăнăвне чакарма май парать. Социаллă дистанцие тытса пырасси, маскăсем тăхăнасси, алăсене супăньпе çăвасси тата медицина пулăшăвне вăхăтра илесси пĕлтерĕшлĕ.

– Прививка тунă çынсен мĕн пĕлмелле?

– Вакцинаци тунă çыннăн 3-5 кун мунча кĕмелле мар, физкультурăпа спорт хусканăвĕсене тума та тăхтамалла. Прививка тунă хыççăн вăй чакма, инъекци вырăнĕ ыратма, ÿт температури ÿсме пултарать. Çак паллăсем вакцина тунипе организм кĕрешнине пĕлтереççĕ.

– Прививка тунă хыççăн чирлеме пулать-и?

– Коронавирусран прививка тунă хыççăн /ăна пула мар тепĕр хут вирус ертсен/ чирлеме пулать, ун пек тĕслĕхсем пулнă. Вĕсем сайра-хутра тата вакцинацие туллин вĕçлемен, сĕннĕ асăрхаттарусене пăхăнман çынсен тĕл пулаççĕ. Вакцинаци тунă хыççăн чирленĕ çынсем инфекцие çăмăл тÿссе ирттереççĕ, чир вăраха каймасть.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code