Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Район пысăк хăвăртлăхпа аталанать»

«Район пысăк хăвăртлăхпа аталанать»

Августăн 31-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Алина Семенова, ЧР конкурентлă политика тата тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова, ЧР промышленноçпа энергетика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Кондратьев, ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Михаил Коледа, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов пулчĕç. Вĕсем районта çак кун хута каякан тĕрлĕ объекта уçма хутшăнчĕç. Ĕçлĕ ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.

Республика пуçлăхĕ чи малтанах «АСК-Яльчики» хуçалăхăн çĕр улми хирĕнче пулса уй-хир ĕçченĕсемпе курнăçрĕ, «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса кĕртес, упрас технологипе паллашрĕ. Хуçалăхра пурĕ 60 çын ĕç вырăнĕ тупнă. Агрофирма кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1130 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, çĕр улми лаптăкĕ 240 гектарпа танлашать. Кăçал пурĕ 3200 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ, пĕр центнертан тухакан вăтам тухăç 28,3 центнерпа танлашнă. Çĕр улмине хальлĕхе 500 тонна ытла пуçтарса кĕртнĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç – 250 центнер. Сăмах май, кăçал кунта 29 млн тенкĕлĕх инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ – çавна май 0,42 гектар çинче теплица комплексĕ, кунта çитĕнекен 15-20 тонна çĕр улми управĕ хута яма пултарнă.

Олег Алексеевич малалла «Канашгаздорсервис-1» организацин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Предприяти пирки эпир хамăр хаçатра çырнăччĕ. Кунти цеха маларах сăнавлăн ĕçлеттерсе пăхнăччĕ, çак кунран вара вăл туллин ĕçлесе кайĕ. Вулакана аса илтеретпĕр – кунта çут çанталăк чулĕнчен хатĕрлекен минерал гранулăпа тата порошокпа Мускав-Хусан М-12 трассăна тунă çĕрте усă курĕç.

Регион ертÿçи «Промсервис» предприятинче те пулчĕ. Кунта халăх хуçалăхĕнче усă куракан хатĕрсем – крахмал реагенчĕсем, биополимерсем тата ыттине туса кăлараççĕ. Кăçал «Промсервис» никĕсĕ çинче модифициленĕ крахмал туса кăларакан цех хатĕрленĕ. Шăпах çав цеха уçма хутшăнчĕ те Олег Николаев.

«Промсервис» АО кăларакан продукцие /талăкра 24 тонна кăларма палăртаççĕ/ çĕршыври 4 предприяти анчах хатĕрлет. Çавна май Олег Алексеевич çакăн евĕр предприятисем тĕнче шайĕнчех пысăк конкурентлă пулнине, кун евĕр производствăна аталантарас тата продукцине çĕклес тĕллевпе Чăваш Ен Правительстви хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлассине пĕлтерчĕ. Продукцие ял хуçалăх чĕр таварĕнчен – кукурузăран, ырашран, урпаран хатĕрлеççĕ.

– Маларах Елчĕк районĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ район шутланнă пулсан, халĕ кунта промышленность вăй илсе пынине куратпăр. Çакна паян уçăлнă 2 объект çирĕплетрĕ. Эппин район пысăк хăвăртлăхпа аталанать, – палăртрĕ Олег Николаев.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Олег Николаев «Промсервис» предприятинче хатĕр продукципе паллашать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code