Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Никотин тумламĕ лашана та вĕлерет

Никотин тумламĕ лашана та вĕлерет

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, кашни çул пирус туртнине пула 5 миллион çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Табак тата электронлă сигаретсем туртни çын сывлăхне мĕнле сиен кÿни çинчен Республикăри общество сыхлавĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Егоровăна каласа пама ыйтрăмăр.

– Елена Михайловна, пирус туртнине хирĕç тах-çанах кĕрешме пуçланă. Мĕншĕн çак ыйту халĕ те çивĕч?

– Чăннипех те çак ыйту паян та сывлăх сыхлавĕнче чи çивĕччисенчен пĕри. Пирус сывлăхшăн питĕ сиенлине пурте пĕлеççĕ. Унăн сиенĕ туртма пуçласанах тÿрех палăрманран чылайăшĕ чир-чĕр хăйне çакланмасть тесе шутлаççĕ. Нимĕн те ыратман чухне çынсем сывлăх çинчен пачах манса каяççĕ. Туртма пуçлакансенчен пĕри те пирус серепине çакланма пултаратăп тесе шухăшламасть. Анчах та никотин питĕ ултавлă, туртмассерен кунсерен организм ăна нумайрах та нумайрах ыйтма пуçлать. Малтанхи вăхăтра темиçе сигарет кăна туртнă пулсан, каярахпа пĕр пачка таранах кирлĕ пулса пырать. Çапла вара çын хăй сисмесĕрех никотин серепине çакланать.

– Пирус сиенĕ çинчен тепĕр хут аса илтермеллех пулĕ…

– Никотин тумламĕ лашана та вĕлерет тени чăнах та тĕрĕс. Унăн пысăк виçи кĕске вăхăтра этем организмне лексен çын хăвăрт вилсе кайма пултарать. Пирус туртмассерен тĕтĕмпе пĕрле тĕрлĕ сиенлĕ япаласем, пысăках мар никотин виçи организма кĕрсе пухăнса пырса, шалти органсене амантать. Нумайăшĕн чĕрепе юн тымарĕн, вар-хырăм чирĕсем пуçланса каяççĕ. Туртакансем ытларах инсультпа, чĕрен инфаркчĕпе аптăраççĕ. Сывлăш органĕсен рак чирĕпе чирлекенсен 80 проценчĕ таран – пирус туртакансем.

– Елена Михайловна, электронлă сигаретсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

– Çак сигаретсене Китай фармацевчĕ Хон Лик шутласа кăларнă. Унăн ашшĕ чылай вăхăт пирус туртса пурăннă хыççăн ÿпке шыççипе – ракпа чирлесе вилнĕ. Хон Лик хăй те пирус туртма юратнă. Çавăнпа та вăл ашшĕ пек чирлесе каяс мар тесе сывлăхшăн сиенлĕ мар туртмалли хатĕр туса кăларма шутланă. Пĕрремĕш электронлă сигарета 2003 çулта туса кăларнă. Вăл çиелтен пăхсан ахаль пируса аса илтернĕ.

Пирус кăларакан компанисем вара çак хатĕрсемпе пысăк тупăш тума пултарнине ăнлансан, вĕсене анлăн хатĕрлесе тĕнчипех сутма пуçланă. Электронлă сигаретсем валли кăларакан шĕвеке глицерин, пропиленгликоль, ароматизаторсем тата никотин хушаççĕ. Шĕвеке мĕнле япаласем тата вĕсене мĕн чухлĕ хушнине вара пĕлсе те пĕтереймĕн. Мĕншĕн тесен туса кăларакансем вĕсене хăйсене май йĕркелесе пыраççĕ. Никотин пирусра та, электронлă сигаретсен шĕвекĕнче те пĕр япалах. Вăл çын организмне çакланса пĕр пекех сиен кÿрет. Сигаретри хутăшсем пĕрмай организма кĕрсе тăрсан тĕрлĕ чир-чĕр пуçарса яраççĕ.

– Электронлă сигаретсем, вейпсем питĕ сиенлĕ пулнине час-часах асăнаççĕ. Вĕсене хирĕçле мĕнле те пулин чарусем йышăннă-и пирĕн çĕр-шывра?

– Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн электронлă сигаретсене, вейпсене, кальяна ахаль пируспа танлаштарнă. Çав хатĕрсене, пирус пекех, обществăлла вырăнта туртма юрамасть. 20 миллиграмран ытларах никотинлă шĕвексене те сутмалла мар. Электронлă пируссене, вейпсене интернет урлă та сутма чарнă. Çавăн пекех вĕсене реклама тĕллевĕпе витринăсем çине курăнмалла хума юрамасть. Çак чарусене пĕтĕмпех халăх сывлăхне сыхласа хăварассишĕн йышăннă. Енчен те чарусене пăхăнмасан, вĕсене пăссан, çынсене 500 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ, тавар сутакансене 40 пин тенкĕ таран, организацисене, фирмăсене 90 пин тенкĕ таран штраф пама палăртнă.

– Елена Михайловна, мĕн сунатăр хаçат вулаканĕсене?

– Кашнийĕн хăйĕн сывлăхĕ çинчен тĕплĕн шухăшламалла. Сиенсĕр сигаретсем çуккине яланах асра тытмалла. Сывлăха укçа парса илме май çук, çавăнпа ăна упрамалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code