Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем хăйсен воспитанникĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарассишĕн нумай тимлеççĕ. Юлашки çулсенче районти уявсенче ытларах пире çак хушма пĕлÿ паракан шкула çÿрекен ачасемпе педагогсем юрă-ташă илемĕпе савăнтараççĕ.
Искусство ăсталăхне вĕрентекенсем хăйсем те тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнаççĕ. Авăн уйăхĕнче Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕ педагогсен професси маçтăрлăхне çирĕплетекен Пĕтĕм Раççейри VIII «Престиж» фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенчи музыка, искусство шкулĕсем кăна мар, ун тулашĕнчи паллă колледжсем те хутшăннă.
Конкурсантсене «Юрăçсен ăсталăхĕ», «Уçă урок», «Методика мастерскойĕ» номинацисенче хакланă. Елчĕкри искусство шкулĕнчи педагогсенчен йĕркеленĕ инструментсен ансамблĕ «Юрăçăсен ăсталăхĕ» номинацире фестивалĕн 1 степеньлĕ лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Ушкăнта – Ольгăпа Валерий Архиповсем, Клавдия Васильева, Луиза Доброхотова, Зинаида Павлова тата Светлана Карамаликова. Çак номинацирех Наталия Филиппова та 1 степеньлĕ лауреат пулса тăнă. Зинаида Павлова преподаватель тăмрапа выляма вĕрентмелли методикăпа паллаштарса 3-мĕш тухнă.
Сăн ÿкерчĕкре: педагогсем сцена çинче.