Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Хисеплĕ çын

Сăрьелĕнче ĕçпе хисепе тухнă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Фаик Идиятуллин ĕç ветеранĕ.

Фаик Фатыхович хамăр ялтах çуралса ÿснĕ. Ĕç биографине вăл Узбек ССРĕнчи геологи училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн уçнă. 1967 çулта каччă тăван яла таврăннă. Ăçта кăна ĕçлеме тÿр килмен ăна; Халăх шаннă кирек мĕнле ĕçре те чунне парса вăй хунă. Аслă Пăла Тимеш ял канашĕн председателĕнче, Сăрьел ял администрацийĕн пуçлăхĕнче, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕнче вăй хунă май ял çыннисен пурнăç шайне лайăхлатас, тавралăха илемлетес енĕпе сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ. Фаик Фатыховичăн сумлă наградăсем йышлă. Çапах ĕç ветеранĕшĕн чи пахи ял-йыш хисепĕ.

Ф.Идиятуллина 75 çулхи юбилей ячĕпе саламлакансем йышлăн пулчĕç.

З.САЛАХУТДИНОВ.

Активлă атте

Пĕтĕм Раççейри «Çулталăкри атте» конкурсăн республикăри тапхăрĕ хыçа юлчĕ.

Конкурс 8 номинаципе иртнĕ. Чăваш Енри арçынсем 6 номинацие хастар хутшăннă. «Аттесем- активистсем» номинацире Елчĕкре пурăнакан Денис Портнов иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Портновсем конкурса хутшăнса çемье пуçĕ, икĕ ача ашшĕ çинчен презентаци хатĕрленĕ. Виççĕмĕш вырăнта – Алексей Федоров.

Пĕр ĕмĕре çитме пилĕк çул

Çын утса пыракан кун-çула илес пулсан – 95 çул пысăк хисеп. Статистика тăрăх, çĕр çинчи халăхăн 1 процентĕнчен те пĕчĕкрех кăна çак çулччен пурăнаять.

Патреккелĕнчи Зинаида Петрова октябрĕн 22-мĕшĕнче 95-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илнĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ тыл ветеранне Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code