Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Водитель, санăн çулу ялан такăр пултăр

Водитель, санăн çулу ялан такăр пултăр

Сăн ÿкерчĕкри Валерий Агеевпа Петр Горшков, Сергей Мартыновпа Вячеслав Аникин – районти тĕп больницăри водительсем.

Пысăк дисциплинăллă, автотранспорта пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерме пултарнине шута илсе вĕсене «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çулталăк каялла больницăна килсе çитнĕ «Ларгус» тата «Нива» йышши çĕнĕ автомашинăсене шанса панă. Водительсем, паллах, хăйсем те кăмăллă:

– Çĕнĕ машинăсем уйăрни медицина ĕçченĕсене чирлисем патне вăхăтра илсе çитерме тата васкавлăн больницăна илсе килме май парать, – теççĕ вĕсем.

Кашнийĕн пирки уйрăммăн калас пулсан, Петр Александрович Горшковăн профессири ăсталăхĕпе ĕç стажĕ чи пысăкки, вăл водитель пулса ĕçлеме тытăнни шăпах 50 çул çитнĕ. Çав шутран 25 çулĕ районти тĕп больницăра иртет.

Вячеслав Геннадьевич Аникинăн водительти пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ те пĕчĕк мар. Вăл пĕр харăсах Ларгус тата мобильлĕ ФАП – автобуспа çула тухать.

Валерий Агеев та опытлă водитель. Тĕрлĕрен анализсене илсе Шупашкарти клиникăсене васкавлăн тата чăрмавсăр илсе çитерес яваплăха та ун çине хунă. Çапла май Валерий Петрович эрнере 3 хутчен инçе çула тухать.

Сергей Николаевич Мартынова вара пĕр вăхăтрах техника уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пыма та шаннă. Хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлама пĕлнипе палăрса тăрать вăл.

Черетлĕ професси уявĕ коронавирус чирне пула çынсене изоляцие янă вăхăтпа пĕр килет пулсан та больницăри водительсен ĕçрен пăрăнма вăхăт пулмасси, паллах. Тухтăрсемпе тата ытти медперсоналпа пĕрле вĕсен çĕрĕн-кунĕн çынсен пурнăçне сыхласа хăварас ĕçе хутшăнма тивет…

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code