Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ стадион – пысăк парне

Çĕнĕ стадион – пысăк парне

Çак кунсенче Елчĕк шкулĕ çумĕнче хута кайнă стадион-площадка район центрĕнчи ачасемшĕн анчах мар, ытти ялсенче пурăнакансемшĕн те пысăк парне пулчĕ. Унта футбол уйĕнче пÿске чуптарма та, хоккейла выляма та, тренажерсемпе ÿт-пĕве тĕреклетме те, ăмăртусем ирттерме те питĕ меллĕ.

2020 çулта тума пуçланă стадион-площадка теми маларах питĕ çивĕччисен шутĕнчеччĕ. Малтан строительство ĕçĕсене пурнăçлама йышăннă Тутарстанри «РегионСтрой» ООО подрядчик шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларайманран «ДПМК Яльчикское» ООО стадион-площадкăна тăвас тивĕçе кăçалхи июль уйăхĕн 19-мĕшĕнчен хăй çине илнĕ. Шаннă ĕçе вăл кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăйсенчен килекен тĕп ĕçсене сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ. Предприяти ертÿçи Вячеслав Сядуков ку ĕçре пысăк хастарлăхпа тăрăшнă Николай Смирнов бригадине ырăпа палăртать. Олег Федотов, Владимир Кушманов, Алексей Агеев, Николай Александров, Михаил Афанасьев ĕçченсем, экскаватор-погрузчик машинисчĕ Николай Гурьянов, Сергей Синев грейдерист хăйсен ĕçĕсемпе чăн та пысăк ăстасем пулнине çирĕплетнĕ. Малтанхи подрядчик пуçăннă ĕçĕн 30-40 процентне çĕнĕрен тума тивнине палăртать ертÿçĕ.

Çĕнĕ стандартпа çĕкленнĕ стадион-площадка, хоккей коробки /кунта прожекторсем вырнаçтарнăран çĕрлехи вăхăтра та çутă/ ачасене спорт енĕпе аталанма, вĕсен сывлăхне çирĕплетме пулăшассинче иккĕленмелли çук.

Хаклав

Сергей АЛЕКСАНДРОВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти физкультура учителĕ:

– Шкул çумĕнчех çакăн пек пысăк стадион-площадка хута кайни пирĕншĕн пысăк парне. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыракансем, спорт вăййисемшĕн куçĕсем çунса тăракан вĕренекенсем пуринчен ытла савăнаççĕ уншăн. Стадионра футболла вылямалли уй /105х65м/, баскетболпа волейбол площадкисем, çăмăл атлетикăна юратакансем валли чупмалли çулсем, тренажерсем, ытти спорт хатĕрĕсем пур. 100 вырăнлăх трибуна ăмăрту саманчĕсене тивĕçлипе сăнама май парать. Хĕлле хоккейла выляма тата конькипе ярăнма хоккей коробки /30х60м/ меллĕ. Шкулти вĕрентекенсем маларах хута янă ача-пăча площадкине вырăнтан куçарса юнашар вырнаçтарма хал çитерчĕç.

Стадионра ГТО нормисене те йышăнăпăр малашне.

Арсений КАЗАКОВ /Кивĕ Эйпеç ялĕ/, Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕ, 11-мĕш класс:

– Кашни шкул ачи хальхи йышши стадион пирки ĕмĕтленет. Уйрăмах спортпа туслисем уншăн çунатланаççĕ. Стадион ĕмĕтре мар, чăн пурнăçра пурри ачасене спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче çитĕнÿсем тума пулăшĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code