Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тырă хакĕ ÿсет

Тырă хакĕ ÿсет

Раççейре тырă хаклансах пырать. Хальхи вăхăтра 4 класлă тулă /1 тонни/ – 1,57 пин, 3 класли 11,97 пин тенке çитнĕ.

Раççейĕн хăш-пĕр регионĕнче иртнĕ эрнесенче 4 класлă тулă /1 тонни/ – 350,3 – 425 тенкĕ, 5 класли 250 тенкĕ хакланнă. Юлашки тăватă çулта 4 класлă тулă пĕрремĕш хут палăрмаллах хакланнă. Экспертсем палăртнă тăрăх, çакă ял хуçалăх таварне туса илекенсем чĕр тавар хакланасса кĕтсе ăна сутма васкаманнипе çыхăннă.

Тырра экспортласси те ÿссех пырать. Сезон пуçланнăранпа вăл 3 процент хăпарнă, 30,1 миллион тоннăна çитнĕ. Чикĕ леш енне тулă ăсатасси те 10,7 процент ÿснĕ, 25,3 миллион тоннăна çывхарнă. Сезон вĕçленнĕ тĕле кăтарту 42 миллион тонна пуласса палăртаççĕ. Паллах, хака витĕм кÿрекен ытти пулăм та пайтах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code