Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемьесене пулăшасси

Çемьесене пулăшасси

патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.

Елчĕкри халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай 2019 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче çемьесенче виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан /усрава илсен/ тивекен тÿлеве 87 çемьене 804 пин тенкĕ уйăрнă.

2018 çулта уйăхсерен паракан çак тÿлевпе 140 çемье усă курнă – вĕсене пурĕ 10922,25 пин тенкĕ тивĕçнĕ. Тÿлеве çемьери кашни çыннăн вăтам тупăшĕ республикăра палăртнă пĕр çынна пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕн чи пĕчĕк виçинчен иртмесен параççĕ.

Асăннă пулăшупа усă куракан граждансен Елчĕкри халăха социаллă хÿтлĕх паракан пая килсе е Елчĕкри нумай функциллĕ центр урлă заявлени çырмалла, унпа пĕрле çын кам пулнине, ачасем çурални çинчен ĕнентерекен документсене, çемье членĕсен вăтам тупăшне, çемье йышне палăртакан справкăсем тăратмалла.

Н.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code