Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Усалтан сыхланар

Усалтан сыхланар

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çĕр çинче пурăнакансен 3 проценчĕ – 210 миллион çын – наркотик капкăнне çакланнă. Раççейре кăтарту кăшт пĕчĕкрех, сиенлĕ хутăш витĕмне кĕрсе ÿкнисем 1 процента яхăн. Чăвашстат сăнавĕсем тăрăх, республикăри наркологи служби 2004 çынна шута илнĕ. Раççейри субъектсен йышĕнчи лару-тăру кăткăслăхĕпе Чăваш Ен – 13-мĕш вырăнта.

Наркăмăшлă хутăш çын организмне лексен кĕлеткен мĕн пур тытăмне сиенлет. Чи малтанах апат ирĕлтерекен органсем ĕçлеме пăрахаççĕ. Кĕлеткерен ырă мар шăршă кĕме пуçлать, ÿте сăрăрах тĕс çапать. Организмран токсинсене хăваласа кăларас тĕллевпе тар парĕсем ĕçне вăйлатаççĕ, çакă каллех ырă мар шăршă сарать. Сиенлĕ япаласем пуç мимин хăш-пĕр пайне йăлтах хупланипе ÿсĕрес йĕрке пăсăлать, çавна пула лăймака-сурчăк пухăнса пырать те ÿпкене сиен кÿме пуçлать, шыçă аталанать. Организма кальци лекменнине кура шăмăсем, шăлсем майĕпен тĕпренсе пыраççĕ. Чĕре, юн тымарĕсем шар курнине те палăртмалла. Наркăмăшлă хутăшсемпе çыхланакансен йышĕнче инфаркт тÿсекенсем нумай. Пуç мими, нерв тытăмĕ вара пуринчен ытла вăйсăрланаççĕ, наркотик капкăнне çакланнăскерĕн черетлĕ дозăсăр гормонсем пачах та йĕркеленмеççĕ.

Иммунитет хавшани, япаласен ылмашăвĕ пăсăлни сывлăха чăннипех ура хурать. Усал йăлапа çыхланнисем санитари нормисене пăхăнманран, пĕр шприцпах темиçе çын укол тунăран, тĕлли-паллисĕр арлă-арăмлă хутшăнусене кĕнĕрен СПИД, туберкулез, сифилис тата ытти чирсем сарăлаççĕ.

Усал япалапа çыхланнисен 80 проценчĕн ăс-тăнĕ хавшать, ас тăвăмĕ, шухăшлав анлăшĕ чакать, логика çухалать. Чылайăшĕ наркотик витĕмĕ пынă вăхăтра кăна хăйне телейлĕ туйни – ăс-тăн арканнин кăтартăвĕ. Чирлĕскер хăйĕн кăмăл-туйăмне хăй çăварлăхлаймасть. Черетлĕ доза валли укçа тупаймасăр нушаланнă чух вăл мĕскĕне çаврăнать.

Наркотик тыткăнне лекесрен сыхланни, ăна «çук!» тесе тĕртсе яма пултарни пысăк инкекрен упрать.

Р.ШАКОВА,
нарколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code