Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шкул – илĕртÿллĕ пĕлÿ тĕнчи

Шкул – илĕртÿллĕ пĕлÿ тĕнчи

Лаш Таяпа шкулĕ ял варринче мăнаçлăн ларать. Унăн пысăк та çутă чÿречисем çинче яланах хĕвел вылять, алăкĕсем кашни кун ирех тараватлăн уçăлаççĕ. «Ÿс, çитĕн, тăрăшса вĕрен», – тенĕн туйăнаççĕ вĕсем кашни кун вĕренекенсене кĕтсе илнĕ май.

XIX ĕмĕрĕн çурри, тĕрĕсрех каласан, 1840 çул Лаш Таяпара пурăннă çынсемшĕн паллă вырăн йышăннă. Çак çул Починко-Уразгильдино-Тайпа ялĕнче чиркÿ уçнă, вăл чиркÿ прихут шкулĕ шутланнă. Кунта пурĕ 8 ача пĕлÿ илнĕ, вĕсем 7 ялтан вĕренме çÿренĕ. Тĕпрен илсен, вĕренекенсене «Турă законне» вырăсла пăхмасăр калама вĕрентнĕ, вĕрентекенсем вара вырăссен хушшинчен тухнисем пулнă. Азбука е йывăрах мар задачăсем шутлама вĕрентесси çÿллĕ шайра пулман, ял чиркĕвĕн священникĕ О.Космодемьянский «Турă законне» вĕрентнĕ, учитель пулса Николай Воздвиженский пуп ĕçленĕ.

Починко-Уразгильдино ялĕ никĕсленнине 1552 çулпа çыхăнтараççĕ, темиçе ĕмĕр утса тухнă ял çыннисемшĕн тăван ялтах вĕренÿ, çутта тухмалли çăлкуç тапса тăма тытăннă. Çапла вара 180 çул ытла тĕрлĕ самана кисренĕвĕсене тÿссе ирттерсе тăван шкулăмăр тĕрлĕ майсемпе аталанса пынă, таврара вырнаçнă ачасемшĕн, çав шутран вырăс, чăваш, тутар ачисемшĕн паянхи кун таранах вĕренсе ăс пухма асамлă пĕлÿ çÿпçи пулса тăнă.

Чиркÿ-прихут шкулĕсем паянхи кун та хăйсен пĕлтерĕшне çухатман, çав вăхăтра е кăштах каярах тунă çуртсем пирĕн ялта паянхи кун та сыхланса юлнă. Юлашки вăхăтра вĕсене чиркÿ аллине панă, вĕсем 1864 çулчченех вĕрентÿ ĕçне кÿлĕннĕ пулнă. Çÿлерех асăннă çултан каярах шкулсем пĕтĕмпех Земство аллине куçнă, тĕрĕсрех вĕсене «Земская-инородческая школа» тесе ят панă. Октябрьти революци çĕнтернĕ хыççăн власть тытăмĕ Советсене куçнă. Земство шкулĕсем пĕтнĕ, вĕсен вырăнне «Единая трудовая школа» ĕçленĕ. Совет влаçĕ çĕнсе илнĕ хыççăн вĕрентÿ ĕçне патшалăх хăйĕн çине илнĕ. Чăваш автономийĕ тата Елчĕк районĕ йĕркеленнĕ хыççăн Лаш Таяпа шкулĕ районти «Образцово-показательная школа 1 степени» ята тивĕçнĕ. 1930 çулта 6 çул вĕренмелли шкул, 1932 çултан 7 çул вĕренмелли шкул пулнă, вăл вăхăтра ăна «Школа колхозной молодежи /ШКМ/» ят панă. 1939 çултанпа вăтам пĕлÿ паракан шкулта 10 çул, каярах 11 çул вĕренсе каччăсемпе хĕрсем алла аттестат илеççĕ, пысăк пайĕ пĕлĕвĕсене аслă шкулсенче тарăнлатаççĕ.

Историрен çакă паллă: чиркÿ-прихут шкулĕ, Земство шкулĕсен алăкĕсем кашни вĕренес текен çамрăкшăн уçă пулман. Вĕрентÿ ĕçĕ кулленхи пурнăçпа, тĕп çут çанталăк пулăмĕсемпе килĕшсе тăман, тăван чĕлхепе унăн культурине вĕрентесси тĕпре пулман. Çĕршыва çĕнĕ власть алла илнĕ хыççăн тинех патшалăх шкулĕнче тÿлевсĕр, наци чĕлхипе вĕренес майсем уçăлнă, вĕрентÿ ĕçне наука никĕсĕ çине хурса йĕркелесе пырасси çулран-çул вăй илсе пынă.

1840 çулта çĕкленнĕ, 1891 çулта çĕнелнĕ кивĕ çурт вĕрентÿ тытăмне туллин тивĕçтерменнине тĕпе хурса çĕршывра йывăр самана пулнă пулсан та патшалăх 1939 çулта Лаш Таяпа шкулĕн пысăк йывăç çуртне хăпартма мехел çитернĕ. 1983 çулта тăван «Слава» колхоз, строительство организацийĕсем тăрăшнипе çĕнĕ шкул çуртне туса ĕçе кĕртрĕç. Кунта пĕр вăхăтрах 624 ачана вĕренме май пулса тăчĕ. Çакна та палăртса хăварар. Ялта кивĕ шкул çуртне те тĕллевлĕ усă кураççĕ – кунта краеведени музейĕ вырнаçнă.

Шкулта тивĕçлĕ пĕлÿ илме условисем çителĕклĕ. Иртнĕ çул «Вĕрентĕве аталантарасси» муниципалитет программипе килĕшÿллĕн Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулта тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçланăран кунти классемпе коридорсем тата та çуталса илемленчĕç. Çавăн пекех пĕлтĕр шкулта икĕ пÿлĕмрен тăракан «Ÿсĕм вырăнĕ» /пĕри – проект ĕçĕ-хĕлне аталантармалли, тепри – цифра пĕлĕвне тарăнлатмалли/ центр хута кайрĕ, вĕсем пĕлÿ тĕнчине çĕнĕлĕх илсе кĕрсе вĕренекенсене чылай предмета çăмăллăн парăнтарма пулăшаççĕ.

Çÿлерех асăннăччĕ ĕнтĕ, шкул уçăлнă вăхăтра та, каярах та вĕрентÿ ĕçне туса пыракансем пурте ютран, е пачах урăх наци çыннисем пулнă. Çулсем иртнĕ майăн тăван шкулăмăр хăйĕн класĕсенче вĕренсе пĕлÿ илнĕ, каярах тĕрлĕ специальноçа алла илнĕ педагогсемпе пуянлансах пынă, вĕсем шкулăн тĕп шăнăрĕ пулса тăнă. Паянхи кун эпир тăван ялтах çуралса ÿссе тăван шкулта ачасене вĕрентнĕ малтанхи чăваш ывăл-хĕрĕсен ячĕсене асра тытатпăр: Евдокия Борисова, Авдотья Матвеева, Мария Николаева, пĕтĕм ĕмĕрне 1907-1949 çулсем хушши ачасене пĕлÿ панă Осип Ятманов. Çавăн пекех ютран килсе ачасене вĕрентсе воспитани панă çынсем, шкул кун-çулĕнче темиçе çĕршер çын та шутланаççĕ. Шел пулин те, вĕсене пурне те ятран асăнаймăпăр, çапах та кашни педагог мухтава тивĕçлĕ.

Лаш Таяпара вăтам шкул уçнă хыççăн, шкул пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă, тинех ĕнтĕ пирĕн шкула таврари ялсенчи çут ĕмĕтлĕ каччăсемпе хĕрсем пĕлÿ пухма васканă, хăй вăхăтĕнче çак хисеп 22 ял ачисене пĕрлештерсе тăнă, çав шутран кÿршĕ Пăва районĕнчи чăваш, тутар каччисемпе хĕрĕсемшĕн, Аслă Пăлапа Хырла юхан шывĕсен тăрăхĕнчи вырăс, чăваш ялĕсенче çуралса ÿснĕ çамрăксемшĕн вĕрентÿ сунталĕ пулса тăнă. Пĕлме кăмăллă, пирĕн шкулта хăй вăхăтĕнче вĕренекен ачасен хисепĕ 574 çынна çитнĕ, ку ĕнтĕ Çĕнĕ Эйпеç, Вăрăмхăва, Çĕнĕ Пикшик ялĕсенчи пуçламăш шкулсене пĕрлештернипе çыхăннă. Енчен те 1840 çулта шкулта 7 ача вĕреннĕ пулсан, 1917 çулта – 129, 1965 çулта – 574 ача пĕлÿ пухнă. Çĕршыври иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем хыççăнхи пулăмсемпе кисренÿсем шкул пурнăçне нумай улшăнусем кĕртрĕç. Шкулта ачасен шучĕ палăрмаллах чакрĕ пулсан та /паянхи кун 130 ача пĕлÿ илет/ коллектив ĕçе пĕлсе йĕркелеме пултарчĕ – шкул автобусĕпе усă курса таврари ялсенчи ачасене турттарма пуçлани никĕс шкулĕн ятне упраса хăварма май пачĕ. 2004 çултан пуçласа шкул тытăмне «Улыбка» ача сачĕ те кĕчĕ, паянхи кун унта 29 ача çÿрет. Йывăр самантсенче шкул РФ Президенчĕ паракан 1 миллион тенкĕлĕх гранта çĕнсе илме пултарни те пулăшрĕ /2008 çул/, ку укçа-тенкĕпе шкулăн пурлăх никĕсне, уйрăмах классене çĕнĕ вĕрентÿ хатĕрĕсемпе пуянлатма пултартăмăр.

Вĕренÿ çуртĕнче мĕн авалтанпах аслă ăрурисене хисеплесси, çамрăксене çул уçса парасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Тĕрлĕ вăхăтра шкула ертсе пынă хаклă учитель-директорсене епле асран кăларăн? Исак Горбунов, Никонор Доброхотов, Александр Дмитриев, Александр Костин, Михаил Васильев, Илья Большаков, Федор Миговаров, Алексей Ефимов, Петр Никитин, Григорий Дмитриев, Иван Ксенофонтов, Людмила Пушкова, Николай Сугутский, Геннадий Киров, Валерий Яковлев, Геннадий Хрисанов, Галина Теренина, Ольга Петрова, Вера Павлова директорсем ăнăçлă ертсе пынă. Хальхи вăхăтра вĕренÿ çурчĕн ертÿçинче Ирина Чернова тăрăшать.

Шкул пурнăçĕнче вĕрентÿпе воспитани ĕçне çирĕп йĕркелесе пыни пысăк вырăн йышăнать. Учитель ĕçĕ çăмăл мар, унăн ĕçне пăтпа та, метрпа та виçме çук. Пирĕн ĕçе хамăр вĕрентсе кăларнă ачасем хак параççĕ. 180 çула яхăн ĕçленĕ шкул витĕр тухса нумай çамрăк аслă çул çине тăнă, чылайăшĕ паллă çынсем пулса тăнă. Вĕсем хушшинче наукăра, культурăра, спортра, ял хуçалăхĕнче… палăрнисен йышĕ пысăк. Вĕсем пирĕн хушăмăрта çĕршерĕн шутланаççĕ. Çапах та манăн нумайăшне ятран асăнса хăварас килет. Акă, Иван Николаевич Никитин Хусанти ветеринари академийĕн профессорĕ, ветеринари наукисен докторĕ. Владимир Петрович Владимиров Хусанти ял хуçалăх университетĕнче ĕçлет, профессор, ял хуçалăх наукисен докторĕ. Валерий Дмитриевич Семенов – медицина наукисен докторĕ, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ? Сергей Иванович Ксенофонтов – И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, унăн тăван пиччĕшĕ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ – чăвашсен пĕрремĕш скульпторĕ Юрий Ксенофонтов. Лаш Таяпари шкулта çавăн пекех XIX ĕмĕр вĕçĕнче Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкултан тата Хусанти университетран лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, 1922 çултанпа Чехин тĕп хулинче ĕçлесе пурăннă Семен Николаевич Семенов, Совет тата Раççей çарĕн генералĕсем Алексей Андреев /Пăва районĕнчен/, Алексей Сайкин /Вăрăмхăва/, Владимир Журавлев вĕреннĕ. Пирĕн шкултан вĕренсе тухнисем хушшинче журналистсем, писатель-поэтсем, юрист-адвокатсем, художник-скульпторсем, паллă артистсем, тава тивĕçлĕ тухтăрсем, учительсем, ял хуçалăх ĕçченĕсем вуншарăн. Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен шкултан тата тĕн семинарийĕнчен вĕренсе тухнă Василий Дмитриев, Чăваш АССР халăх артисчĕ Мария Бикулова, РФ апат-çимĕç индустрийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Минулла Кепечев, РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ Минсеит Багаутдинов, РФ хисеплĕ, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ Минулла Ахметов, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем Валерий Комиссаровпа Надежда Смирнова /Рахмуллина/, 1989-1992 çулсенче СССР халăх депутачĕ пулнă, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Алексей Дмитриев, Петр тата Юрий Поповсем, Петр тата Василий Сидоровсем, Анатолий Князев, Олег Мустаев, Людмила Петухова, Владимир Меметов тата ыттисем те.

Лаш Таяпа тăрăхĕ спортсменсемпе пуян. Шкултан вĕренсе тухнисем спортра пысăк çитĕнÿсем турĕç. Кунта кире пуканĕ йăтассипе палăрнă Ю.А.Попов, А.Н.Мустаев спорт мастерĕсене, Н.И.Анисимов, А.П.Ефимов, В.В.Андреев, М.В.Андреев çăмăл атлетсене, О.В.Пешкумов полиатлониста, ГТО енĕпе палăрнă И.Н.Самсонова, Л.В.Дмитриева велосипедиста, С.Н.Тунгулова, Ю.А.Канжелева, В.Г.Воробьева ырăпа палăртса хăвармалла. Мĕн пур спортсмен ятне хушаматран палăртса пĕтерме те çук, паллах. Çамрăксем çĕнĕ çитĕнÿсем туни те савăнтарать. Нумаях пулмасть Стелла Абдулкинăпа Василий Кириллов спорт мастерĕсем пулса тăчĕç. Пирĕн шкулта вĕренекенсем хоккей, футбол вăййисене выляссипе ăста, вĕсем республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнни хавхалантарать.

Юлашки çулсенче учительсен йышĕ чылай çамрăкланчĕ, тĕпрен илсен халĕ шкулта хĕрарăмсем ĕçлеççĕ, кашни çул коллектива çамрăксем хутшăнни пире савăнтарать. Анчах та эпир иртнĕ вăхăтра ĕçленĕ учительсен ячĕсене пĕрре те манмастпăр, вĕсен ĕçне патшалăх та тивĕçлипе хакланă. Халăха вĕрентес ĕçре тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Осип Михайлович Ятманова районта пĕрремĕш «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» ята панă, Григорий Тимофеевич Дмитриев «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» ята, Одилия Сергеевна Николаева, Клавдия Всеволодовна Тимофеева «Халăх çутĕç отличникĕ» паллăна, Агафия Васильевна Васильева, Г.Т.Дмитриев, И.К.Ксенофонтов «Ĕçре палăрнăшăн», «Вăрçăри хастарлăхшăн» медальсем илме тивĕçнĕ. Нумай çул кĕçĕн класри ачасене вĕрентнĕ Ольга Марковна Маркова, Мария Васильевна Иванова, София Павловна Евдокимова, Иван Дмитриевич Мижеров, çавăн пекех Оделия Сергеевна Николаева, Евгения Гавриловна Захарова, Петр Николаевич Никитин, Петр Васильевич Сидоров, Лидия Тимофеевна Петрова, Николай Петрович Сугутский учительсем кашни вĕренекенĕн чунĕнче тарăн йĕр хăварнă. Пирĕн шкулта вĕреннĕ, каярахпа ĕçлесе пурăннă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, партизан-герой Василий Федорович Михеев кашни вĕренекене мĕнле çирĕп çын пулмаллине вĕрентнĕ.

Учитель вăл ял тĕкĕрĕ, çавăнпа та вĕсем обществăлла ĕçре яланах хастар. Пирĕн тăван шкул хăвăрт утассипе 27-мĕш Олимп вăййисен бронза призерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Владимир Андреев ячĕпе хисепленсе тăрать, çак тивлет кашнинех тăрăшса ĕçлеме хистет. Вĕрентекенсенчен пархатарлă ĕçĕпе хисепе тивĕçнисем йышлă. Валерий Пантелеймонович Яковлев Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ, Галина Пантелеймоновна Теренина, Ираида Николаевна Павлова Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, Римма Георгиевна Самсонова Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Петр Алексеевич Попов – Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.

Юлашки çулсенче шкул ĕçне хаклас ĕçре вĕренекенсем район, республика, Раççей шайĕнче иртекен тĕрлĕ олимпиадăсене, конкурссене хутшăнса çĕнтернипе хаклаççĕ. Пирĕн ачасем те хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреççĕ. Ку енĕпе 10-мĕш класра вĕреннĕ Алексей Павлов, экологи, географи, биологи предмечĕсемпе иртнĕ олимпиадăсенче республика, Раççей шайĕнче малтисен ретĕнче пулса шкул чысне çĕклерĕ.

Шкул, учительсем яланах малалла талпăнаççĕ, мĕн пĕлнине тĕпе хурса çĕннине шыраса тупса куллен ачасен тавракурăмне анлăлатас тесе тăрăшаççĕ. Шкул юлашки тапхăрта тивĕçтерекен вĕрентÿ стандартне тĕпе хурса, пурнăç кăларса тăратакан ыйтусене çĕнтерсе пыма тăрăшать, çак ĕçе пĕтĕм коллектив умри тивĕçсене тĕрĕс ăнланнипе пулса пырать.

Кĕçĕн классенче ĕçлекен учительсем – С.П.Васильева, С.А.Арефьева, Е.Д.Николаева, И.Ю.Осипова нумай çул ĕçлесе паха опыт пухнă. Ача садĕнче тăрăшакан Г.Д.Михеева, Т.А.Салмина, Н.В.Петроградская, Ц.Н.Хрисанова, Л.В.Скворцова çамрăк ăрăва пĕлÿ тĕнчине илсе кĕме пĕрремĕш утăмсем тăваççĕ.

Т.Д.Воронина, Н.П.Абдулкина, А.Н.Теренина, И.А.Леонтьева ырми-канми тăрăшса вырăс чĕлхипе литературине алла илме пулăшаççĕ. И.Н.Павлова, Л.Г.Князева химипе биологи, физика предмечĕсен никĕсне хываççĕ, çут çанталăк пулăмĕсене тĕрĕс ăнланма вĕрентеççĕ. Ют чĕлхесене алла илме И.И.Чернова, Г.Т.Юсупова пулăшаççĕ. О.Л.Дмитриева çĕр чăмăрĕн тытăмне, обществăра пулса иртекен пулăмсене тĕрĕс «шĕкĕлчеме» хăнăхтарать. Ачасем уравнени, тăваткал, çаврака… сăмахсене пуçласа В.В.Павлова урокĕсенче илтеççĕ. Физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарас енĕпе В.С.Ивановпа О.А.Салмина ырми-канми тăрăшаççĕ. П.А.Теренинпа М.А.Меметова вĕренекенсене йывăçран, тимĕртен, пусмаран, ытти япаларан хатĕрсем ăсталама вĕрентеççĕ. Мĕнле пултăр-ха ача-пăча тĕнчи кĕвĕ-çемĕсĕр? Чылай çул ачасене музыкăн асамлă тĕнчине Николай Павлович Мустаев явăçтарнă, халĕ ку ĕçе Марина Аркадьевна Меметова тăсать. Вĕрентÿ ĕçне пурнăçлас, ачасене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе соцпедагог, библиотекарь, техслужащисем, завхоз, поварсем, автобус водителĕ, хуралçăсем – пурте тÿрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ. Пирĕн шкулăн хăйĕн гимн та пур. Пĕтĕм шухăша çак йĕркесемпе вĕçлес килет.

Эпир пулнă, пур, пулатпăр,
Тетпĕр кашни кун шкулта.
Таяпана килсен куратăр:
Вăл ĕçлет, пырать малта.

Николай МУСТАЕВ Раиса хĕрĕпе пĕрле хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code