Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

4 миллион!

Ултавçăсем халăха тĕрлĕ майпа пăтраштарса укçи-тенкине вăрланă тĕслĕхсем ÿссех пыраççĕ.

Шупашкарта пурăнакан пенсионерка полици сотрудникĕсене телефонпа шăнкăравланă çынна шанса хăйĕн укçи-тенкине çухатнине пĕлтернĕ. Ăна декабрĕн 13-мĕшĕнче участокри уполномоченнăй ячĕпе усă курса шăнкăравланă та хĕрарăм ячĕпе Мускав хулинче палламан çынсем кредит илме тăнине пĕлтернĕ. Преступниксен çулне пÿлетпĕр тесе çакскерсем сехĕрленнĕ хĕрарăма карас телефон илтерсе 4 виртуаллă банк картти уçтарнă. Хайхисене шанса 55 çулхи хĕрарăм 2 миллион та 800 тенкĕ укçине çухатнă. Унсăр пуçне пенсионерка социаллă çыхăнусенче пысăк процентпа укçа-тенкĕ хумалли рекламăна шанса та улталаннă, ултавçăсене пула 1 миллион та 300 пин тенкине çухатнă.

Çапла вара тимсĕрлĕхне тата çынна шаннине пула хĕрарăм ултавçăсене 4 миллион /!/ тенкĕ куçарса панă.

Асăннă тĕслĕхсемпе 2 уголовнăй ĕç пуçарнă.

Хисеплĕ район çыннисем, тимлĕхе çухатар мар. Теприне çăмăллăн шанса ултавçăсенчен хур тÿсесрен асăрханăр.

И.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code