Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ăс-тăна пăтратаççĕ

Ăс-тăна пăтратаççĕ

ЧР Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче терроризмпа экстремизм хăрушлăхĕ тата вĕсенчен асăрхаттарасси пирки «çавра сĕтел» иртнĕ. Унта ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ют çĕршывран килнĕ студентсем, общество организацийĕсен хастарĕсем, тĕн çыннисем тата ыттисем хутшăннă.

ЧР УФСИН оперуполномоченнăйĕ Евгений Христофоров пĕлтернĕ тăрăх, 2019-2020 çулсенче террорла ĕç тунăшăн 15 çынна ирĕкрен хăтарнă. Экстремизм тĕлĕшпе йĕркене пăснăшăн 2 çынна айăпланă.

Тĕлпулура интернет анлăшĕнче çак темăпа çыхăннă хыпарсем сарăлни пирки те калаçу пулнă. Паянхи кун интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕсем, телекурав шалти тата тулашри политика инструменчĕ пулни паллă. Шел те, чылай чухне вĕсемпе экстремизма, национализма ÿстерме тата хĕтĕртме, общество ăс-тăнĕпе усă курма, патшалăхсен шалти политикине хутшăнма усă кураççĕ.

Экстремизм çулне пÿлес тĕллевпе Федерацин «Экстремистла ĕç-хĕле хирĕç тăрасси» саккунĕнчи требованисене пурнăçа кĕртесси пирки те калаçу пулнă. Экстремистла тата терроризмла ушкăнсем çыхăнса ĕçлени вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та киревсĕр ушкăнсене хирĕç кĕрешессипе, информаци технологийĕсем, интернет тата социаллă çыхăнусем урлă киревсĕр шухăшсене саракансен çулне пÿлессипе вирлĕн кĕрешмеллине палăртнă тĕл пулура.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code